Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

усӑсӑр (тĕпĕ: усӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усӑсӑр пӗтернӗ патронӑн (кун пирки повстанецсен вӑйӗсен командующийӗн приказӗнче хытӑ хытарса каланӑ) стариксем айӑпа кӗнӗ йӗкӗте ӑс кӗртме шутларӗҫ.

За истраченный по-пустому патрон (что строго воспрещалось приказом командующего повстанческими силами) решили старики виновного наказать.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл утне чарса йӗнер ҫинчен анчӗ; юри тенӗ пекех, хырӑмсарлӑхпа аппаланса вӑхӑта усӑсӑр ирттерме тиврӗ: тарласа ӑшӑрханӑ лаши, йӗнер ҫытарӗн хырӑмсарлӑхне хытарма памасӑр, пӗрехмай пӑркаланчӗ, ҫилӗллӗн тулхӑра-тулхӑра илчӗ, хӑркӑлтатса сывларӗ, шӑлӗсене хаяррӑн йӗрсе пӑрахса, Григорие малти урипе тӗртсе ӳкересшӗн пулчӗ.

Осадив коня, он спешился, и, как назло, замешкался, натуго подтягивая подпруги (вспотевший и разгоряченный конь вертелся, не давался затянуть чересподушечную подпругу, дулся, хрипел нутром и, зло щеря зубы, пытался сбоку накинуть Григория передком).

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтах йӗркене ҫирӗп пӑхӑнакан казаксенчен пухнӑ 6-мӗш уйрӑм бригада та пулчӗ; ку бригада ҫухатусем тӳсмерӗ те темелле, мӗншӗн тесен унӑн командирӗ питӗ асӑрхануллӑ та сыхӑ Максаев казакӗ — подхорунжи Богатырев, ҫапӑҫусенче теветкелле хӑтланса, ҫынсене усӑсӑр ҫухатса пӗтермерӗ.

Там же была и 6-я отдельная бригада, крепко сколоченная, почти не несшая урона, потому что командовавший ею максаевский казак, чином подхорунжий, Богатырев был осмотрителен, осторожен, никогда не рисковал и людей зря в трату не давал.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗлӗт мӗлки пек йӑсӑрланса иртрӗҫ ҫав кунсем, халӗ ӗнтӗ ӑна хӑй унччен чӑнлӑх шыраса супни усӑсӑр та ниме тӑман тертленӳ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.

Тенью от тучи проклубились те дни, и теперь казались ему его искания зряшными и пустыми.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мирон Григорьевичӑн чунӗнче те ӗнтӗ икӗ хире-хирӗҫ вӑй хаяррӑн кӗрешрӗ: сарӑ хӗрлӗ юн пӑлханса вӗрерӗ, ӗҫе хӑваларӗ, акма, ҫурт-йӗрсем тума, кирлӗ хатӗр-хӗтӗрсене юсама, пуйма хӑваласа хистерӗ; анчах ҫав хушӑрах пуҫа: «Кирлӗ мар мул пухма. Усӑсӑр ҫухалать!» — текен салхуллӑ шухӑшсем хӗсӗне-хӗсӗне кӗчӗҫ, пурне те сӳрӗклӗхӗн виле сӑнӗ пек шуранка тӗсӗпе витрӗҫ.

Да и в самом Мироне Григорьевиче свирепо боролись два этих начала: бунтовала рыжая кровь, гнала на работу, понуждала сеять, строить сараи, чинить инвентарь, богатеть; но все чаще наведывалась тоска — «Не к чему наживать. Пропадет!» — красила все в белый мертвенный цвет равнодушия.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, чвинклетсе сирпӗнекен пульӑсенчен пуҫне аяккалла тартса, ним усӑсӑр пӗрремӗш тупӑ патӗнче тӑпӑртатса тӑрать, кӗлеткипе карт туртӑнса хускалмассерен, кивелсе кайнӑ ҫар сумки силлене-силлене илет.

Он зряшно топтался около первого орудия, отмахиваясь головой от цвенькавших пуль, и при каждом его резком движении сбоку болталась поношенная полевая сумка.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Настоятель хӑй Суворов патне кайни усӑсӑр пулнине ӑнланса илнӗ.

Понял настоятель, что напрасно ходил к Суворову.

Мӑнастир стенисем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Анна ҫавӑн пек тӑрса чупни халӗ ыттисене хавхалантарма пултарайманнине, ку пачах та усӑсӑр, ӑссӑр, вилӗмле ӗҫ пулнине ҫак самантра Бунчук уҫҫӑн ӑнланчӗ.

В этот миг Бунчук уже понял, что поступок Анны не в силах увлечь остальных, бессмыслен, безрассуден, обречен.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пирӗн вӑй ҫук, хирӗҫ тӑни усӑсӑр.

Сил у нас нет, и сопротивление бесполезно.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, усаллӑн ятлаҫкаласа, самайччен хӑйне ҫурӑмӗ тӑрӑх пушӑпа ӑшалантарса тӑчӗ; анчах ыратни ҫав-ҫавах сисӗнмерӗ, — кӗрӗкӗ хӳтӗлерӗ, пӗр ҫакӑншӑн кӑна хывӑнасси усӑсӑр пек туйӑнчӗ.

Матерясь, он долго хлестал себя через спину, но было не больно, — защищала дубленая шуба, а раздеваться ради этого казалось бессмысленно.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тинех кӑшкӑрни айванла та усӑсӑр пулнине Пантелей Прокофьевич туйрӗ.

Пантелей Прокофьевич понял, что кричать теперь глупо и бесполезно.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Усӑсӑр ҫӳретпӗр, — ун майлӑ пулчӗ Лагутин.

— Зряшняя поездка, — поддержал его Лагутин.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмсине чӑртмаххӑн ҫӳлелле каҫӑртнӑ пулемет патӗнче номерсем саркаланса выртнӑ: наводчик Михалиди, прицела ытлашши ҫӳле илнӗ те, лентӑсене пӗр усӑсӑр пӗтерсе, ним чарӑнми шӑтӑртаттарать; ун ҫывӑхӗнчех хӑранипе кӑвакарса кайнӑ Степанов пашкаса выртать; хыҫалта, пуҫне ҫӗр ҫине чиксе, пӗвӗпе тимӗр шапа пек хутланса тата тӑсса хунӑ урисем ҫине кӑштах ҫӗкленсе, Крутогоров тусӗ — чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочи — выртать.

У пулемета, нелепо высоко задравшего нос, пластами лежали номера: наводчик грек Михалиди, взяв несуразно высокий прицел, жарил без передышки, растрачивая запас лент; около него квохтал перепуганный, позеленевший Степанов; позади, воткнув голову в землю, сгорбясь, как черепаха, чуть приподнявшись на вытянутых ногах, корячился железнодорожник, друг Крутогорова.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Партипе правительство колхозри ӗҫкунӗсене усӑсӑр салатма хушмӗ!»

«Партия и правительство не позволят растранжиривать колхозные трудодни!»

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпир сире шаннӑ, сирӗн пуҫарӑва ырларӑмӑр, пӗтӗм хаҫатсем сирӗн ҫинчен ҫырчӗҫ, йӑлтах усӑсӑр пулчӗ…

Мы доверяли вам, одобрили вашу инициативу, все газеты писали о вас, но все было бессмысленно…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Укҫине банк урлӑ куҫарнӑ, виҫӗмкун Стефан Петрович унта пӗр обоз ҫуна ячӗ, вӗсем пушӑллах таврӑнчӗҫ, вӑкӑрсене усӑсӑр хӑвалани ҫеҫ пулчӗ.

Деньги перевели через банк, а позавчера Стефан Петрович направил туда обоз саней, а он и вернулся ни с чем, только быков зря прогоняли.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Кутӑнланать, анчах усӑсӑр

«Упрямится, а совершенно напрасно…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Станицӑна кайни ман шутпа, — усӑсӑр вӑхӑт ирттерни ҫеҫ…

— Ездить в станицу, как я полагаю, — только зазря время тратить…

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Усӑсӑр, ниме те кирлӗ мар калаҫу пуҫларӑн эсӗ манпа…

Зря, ни к чему ты затеял со мной этот разговор…

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах кайни усӑсӑр пулчӗ.

А только получилось так, что — зазря ходила.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней