Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлсӑррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑлсӑррӑн (тĕпĕ: кӑмӑлсӑррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫапла, ку деятель яланах пӗр хӑйӗн хулӑн сассипе ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ ӗнтӗ, ҫынсене хӑй хыҫҫӑн ертсе пыма ҫавӑ ҫителӗклӗ тенӗ, ӗнтӗ», — кӑмӑлсӑррӑн шухӑшланӑ Пробатов, хуллен хӗрарӑмсене шӑпланма ыйтса.

«Да, этот деятель держался все годы одним своим зычным голосом и считал, что этого вполне достаточно, чтобы вести за собой людей!» — уже неприязненно подумал Пробатов и тихо попросил доярок успокоиться.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗрарӑмсем ӑна кӑмӑлсӑррӑн, сиввӗн пӑхса итлесе тӑнӑ.

Доярки слушали его с угрюмой отчужденностью.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Неушлӗ чӑнах никама та пӗлместӗп эпӗ кунта? — шухӑшларӗ вӑл, ҫак нимӗн чӗнмесӗр, кӑмӑлсӑррӑн пӑхса тӑракан ҫынсем умӗнче ӑна лайӑх мар пулса кайрӗ.

«Неужели я на самом деле никого здесь не знаю? — подумала она, и ей стало не по себе от этой глухой, окружающей ее неприязни.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эх, пономарь те ҫав эсӗ! — терӗ Дымшаков кӑмӑлсӑррӑн пуҫне сулкаласа.

— Эх, пономарь ты, пономарь! — с досадой проговорил Дымшаков и покачал головой.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл тӗсӗ кайнӑ сатин кӗпин ҫухине карт туртса вӗҫертрӗ те кӑкӑрӗпе сӗтел ҫине йӑванчӗ, вара, сӑмахсене суйламасӑр, чӗлхе ҫине мӗн килнине пӗтӗмпех хӑвӑртрах каласа пӗтерме васканӑ пек, уҫах мар сасӑпа кӑмӑлсӑррӑн та хӗрхенӳсӗр калаҫма пуҫларӗ.

Расстегнув рывком ворот выцветшей сатиновой рубахи, он навалился грудью на стол и глухо ронял тяжелые и безжалостные слова, не заботясь об их выборе, как бы торопясь поскорее высказать ей все.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Юрӗ, кутӑнлантӑрах! — терӗ Егор кӑмӑлсӑррӑн.

— Ладно, пускай покуражится! — недовольно сказал Егор.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, йывӑр чукуна шутарнӑ май ухватпа чанклаттарса, хӑй тӗллӗн темскер кӑмӑлсӑррӑн калаҫрӗ, Корней ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Продолжая двигать тяжелым чугуном и греметь ухватом, она еще что-то недовольно выговаривала про себя, не обращая на него никакого внимания.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кирек мӗн чухлӗ илсен те — пӗтӗмпех хамӑн, — кӑмӑлсӑррӑн, шӑл витӗр каларӗ Корней.

— Сколько ни получаю — все мои, — нехотя цедил сквозь зубы Корней.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Турра тав, — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ старик.

— Слава богу, — неохотно ответил старик.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпӗ нимӗн те каламастӑп! — хӑраса ӳкрӗ старик, ҫывӑхрах пуҫтарӑнса тулнӑ казаксем ҫинелле кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илсе.

— Да я ничего! — испугался старик, с неудовольствием оглядываясь на толпившихся неподалеку казаков.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫынсем кӑмӑлсӑррӑн ун умӗнчен пӑрӑнаҫҫӗ, вӗсене юланут юри майӗпен иртсе пынӑн туйӑнать.

Люди неохотно расступаются, всадник едет с кажущейся медлительностью.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнпа вӗресе тӑкӑнать те куҫҫуль сухаллӑ ватӑсен, ҫавӑн пиркиех кӑмӑлсӑррӑн утаҫҫӗ те вӗсем малалла.

Через это и кипела слеза у бородачей, через это самое и шли они хмурые.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хырсем патне ҫунапа килмеллеччӗ, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ вӑл наҫилкка аврине тытса.

Прилаживаясь к ручкам носилок, недовольно бормотал: — Надо бы подъехать на санях к соснам.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унччен килнисем те пӗтӗм киле-ҫурта мужик шӑрши тултарса хӑварчӗҫ! — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ Ильинична.

Какие были-то — весь курень провоняли духом своим мужичьим! — недовольно бормотала Ильинична.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӑкӑрлантаракан хамӑрӑн та пӳрт тулли, — кӑмӑлсӑррӑн тавӑрчӗ Ильинична.

— Своих трубокуров полно, — неохотно сказала Ильинична.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорин кун ҫинчен казаксем умӗнче калаҫасси килмерӗ, хулпуҫҫийӗсене кӑмӑлсӑррӑн хускатса илчӗ.

Григорию не хотелось говорить об этом в присутствии казаков, досадливо шевельнул плечом:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лавҫӑ кӑмӑлсӑррӑн чӑпӑрккипе хӑмсарчӗ, ӗшеннӗ утсем пичев патаккисене вӑйӑн-шайӑн туртса хытарчӗҫ.

Возница невесело махнул кнутом, усталые лошади недружно дернули барки.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Алексеев кӑмӑлсӑррӑн тутине мӗкӗлтеттерсе илет.

Алексеев неодобрительно пожевал губами.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вешкирен хушнӑ — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ лешӗ Мишка амӑшӗ хутор пухӑвӗнче чӗркуҫҫи ҫине ӳксех Стариксене тархасланӑ-мӗн те, лешсем вара Михаил Кошевоя, вӑл килӗнче ҫемьене тӑрантаракан пӗртен-пӗр ҫын пулнӑ май, хутор халӑхӗ ячӗпе атарщика яма ыйтса приговор ҫырнӑ.

— Получено распоряжение из Вешек, — неохотно ответил тот, оказалось, что Мишкина мать, ползая на коленях на хуторском сборе, упросила стариков, и те написали от общества приговор с просьбой Михаила Кошевого как единственного кормильца в семье назначить в атарщики.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хресченсем кӑмӑлсӑррӑн саланнӑ.

Расходились мужики разочарованные.

Ҫӗр улпучӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней