Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла эпӗ вуникӗ сехет ҫитичченех аппалантӑм, пристане атте патне кӑнтӑрлахи апат леҫме кайма та вӑхӑт ҫитрӗ.Так провозился я до двенадцати часов, когда нужно было идти на пристань – нести отцу обед.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Крепоҫран казак вӗҫтерсе ҫитрӗ.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Публика тӑхӑр сехет вӗҫӗнче пухӑнса ҫитрӗ; представлени пуҫланчӗ.Публика собралась в исходе девятого; представление началось.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ ӗнтӗ эпӗ Кисловодска килни виҫӗ кун ҫитрӗ.
Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий бал иртичченех княжнана йӗрлерӗ, е унпа хирӗҫ тӑрса ташларӗ вӑл, е пӗрле ҫӳрерӗ; вӑл ӑна куҫпа ҫисе ярасса ҫитрӗ, ассӑн сывлать, йӑлӑнса та ӳпкелешсе йӑлӑхтарать.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ман умра Грушницкипе ҫепӗҫ калаҫу пуҫарма хӑяймасть, ҫавӑнпа вӑл Грушницкий хӑтланчӑшӗнчен темиҫе хут та тӑрӑхласа кулкаларӗ, Грушницкий ун патне пырса тӑрсанах эпӗ йӑвашшӑн пӑхнӑ пек тӑватӑп та вӗсене иккӗшне ҫеҫ хӑваратӑп; малтан хӗр уншӑн хӗпӗртерӗ те, хӗпӗртенӗ пек кӑтартасшӑн кӑна пулчӗ-и вӑл, унтан хайхи мана ҫилленчӗ, каярахпа Грушницкие ҫилленсе ҫитрӗ.
Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкине вара пӗлме те ҫук: аллисене ҫурӑм хыҫне тытса ҫӳрет, никама та палламасть; ури те унӑн сасартӑк тӳрленсе ҫитрӗ: кӑшт ҫеҫ уксахлать вӑл ӗнтӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Халӗ сирӗн те хӗпӗртеме черет ҫитрӗ! — терӗм эпӗ, — ӗнтӗ сирӗн ҫине кӑшт шанатӑп; эсир мана улталас ҫук.— Теперь ваша очередь торжествовать! — сказал я, — только я на вас надеюсь: вы мне не измените.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун патне вӑл вӗҫен кайӑкран ҫӑмӑлтарах чупса ҫитрӗ, пӗшкӗнчӗ, стаканне илчӗ те, вара пӳ-сине ҫав тери илемлӗн хускатса, стаканне ун аллине тыттарчӗ; унтан вӑл калама ҫук хӗрелсе кайрӗ; галлерейӑ ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, амӑшӗ нимӗн те курманнине тавҫӑрсан, ҫав сехетрех лӑпланчӗ пулас.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗҫме ӗҫеҫҫӗ те вӗсем, анчах шыв мар; уҫӑлса ҫӳреме тухсах каймаҫҫӗ, ҫула май тенӗ пек кӑна хӗрарӑмсем хыҫҫӑн ҫӳреҫҫӗ: картла выляҫҫӗ-выляҫҫӗ те, кичем пулса ҫитрӗ тесе, ӳпкелешме тытӑнаҫҫӗ.Они пьют — однако не воду, гуляют мало, волочатся только мимоходом; они играют и жалуются на скуку.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Темиҫе минутран вӑл понтоннӑй кӗпер ҫине ҫитрӗ (ӑна салтаксем нумаях пулмасть тунӑччӗ), унтан ҫырма леш енне каҫса кайрӗ те курӑнми пулчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтанпа тӑватӑ уйӑх ҫитрӗ ӗнтӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр темиҫе минутран ҫурӑмӗ ҫине михӗ хунӑ суккӑр ача килсе те ҫитрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Эккей, эсрел хӗрӗ», — тесе кӑшкӑрса ячӗ казак, улӑм ҫинче майлашса выртса, кӑштах юлнӑ чейпе ӑшӑнма ӗмӗтленнӗскер, тинех аран ӑс килсе ҫитрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эппин сывӑ юлӑр, манӑн кайма вӑхӑт ҫитрӗ… эпӗ васкатӑп…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑхӑт чылай иртрӗ, тӗттӗм те пулчӗ, эпӗ каллех чӳречене уҫрӑм та Максим Максимыча: ҫывӑрма вӑхӑт ҫитрӗ, тесе чӗнме пуҫларӑм; вӑл хӑй тӗллӗн темӗн мӑкӑртатрӗ, тепӗр хут та чӗнтӗм ӑна — вӑл урӑх чӗнмерӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Полк командирӗ пуринчен малтан чупса ҫитрӗ, самолёт ҫунатти ҫине вӑшт ҫеҫ сиксе хӑпарчӗ те, колпака уҫса шалалла пӑхрӗ.Командир полка добежал первым, легко вскочил на крыло и, открыв колпак, заглянул в кабину.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Петров каллех пырӗ патне темле вӗри те хытӑ япала капланса хӑпарнине туйрӗ, ӑнтӑхса каяс патнех ҫитрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Печорин нумайччен сывлӑхсӑр пурӑнчӗ, начарланса ҫитрӗ, мӑнтарӑн; анчах ҫавӑнтан вара эпир Бэла ҫинчен нихҫан та сӑмах пуҫарман: ун ҫинчен калаҫни хӑйшӗн лайӑх мар пулассине туяттӑм эпӗ, мӗншӗн калаҫас-ха?
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тепӗр каҫ ҫитрӗ: эпир куҫ хупмарӑмӑр, ун вырӑнӗ патӗнчен те уйрӑлмарӑмӑр.Настала другая ночь; мы не смыкали глаз, не отходили от ее постели.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964