Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗлӗмне (тĕпĕ: чӗлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Генерал хӑйӗн пысӑк чӗлӗмне туртса, пӳлӗмӗнче калла-малла уткаласа ҫӳрет.

Генерал ходил взад и вперед по комнате, куря свою пенковую трубку.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак сӑмах ҫинче вӑл чарӑнчӗ те хӑйӗн чӗлӗмне тултарма тытӑнчӗ.

На этих словах он остановился и стал набивать свою трубку.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл сӗтел ҫине чӗлӗмне хучӗ, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаларӗ, кӑмакара темӗн пӑтраткаларӗ, унтан вара тин ҫывӑрма выртрӗ, ҫапах та темӗнччен ӳсӗркелесе хӑшкӑлчӗ, енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ…

Он бросил трубку на стол, стал ходить по комнате, шевырять в печи, наконец лег, но долго кашлял, плевал, ворочался…

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл малти пӳлӗмӗнче вырӑн ҫинче выртатчӗ, хӑрах аллине ӗнси хыҫне хунӑччӗ, теприне сӳннӗ чӗлӗмне тытнӑччӗ; иккӗмӗш пӳлӗмне кӗмелли алӑкне ҫӑрӑпа питӗрнӗ, уҫҫи ҫӑра шӑтӑкӗнче ҫукчӗ.

Он лежал в первой комнате на постели, подложив одну руку под затылок, а другой держа погасшую трубку; дверь во вторую комнату была заперта на замок, и ключа в замке не было.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Акӑ, — чӗлӗмне тултарчӗ те вӑл пӗрре ӗмсе илчӗ, вара калама пуҫларӗ, — ак ҫапла пулчӗ вӑл: эпӗ ун чухне ротӑпа Терек леш енчи крепоҫра тӑраттӑм, унтанпа пилӗк ҫул иртет ӗнтӗ.

— Вот (он набил трубку, затянулся и начал рассказывать), вот изволите видеть, я тогда стоял в крепости за Тереком с ротой — этому скоро пять лет.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хуҫи, кӗмӗлле тыттарнӑ пӗчӗк кабардин чӗлӗмне ӗмсе, урапи хыҫҫӑн утать.

За нею шел ее хозяин, покуривая из маленькой кабардинской трубочки, обделанной в серебро.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах бензинран хаклӑрах япаласем те пур! — Капустин ҫапла каларӗ те, хӑйӗн кукӑр чӗлӗмне атӑ кӗли ҫумне шаккаса, ӑшӑ кӗле силлесе кӑларма тытӑнчӗ.

Но есть вещи подороже бензина! — И Капустин принялся старательно выколачивать о каблук теплую золу из своей кривой трубочки.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Капустин каллех чӗлӗмне тултарса чӗртсе ячӗ те, каллех унӑн мӑн сӑмсаллӑ сарлака сӑнӗ хушшӑн-хушшӑн ҫутӑла-ҫутӑла илме пуҫларӗ.

Капустин опять набил свою трубочку, закурил, и опять красный отсвет ее, то загораясь, то затухая, выхватывал из полутьмы и снова отдавал ей это широкое и толстоносое лицо.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Мӗн мурӗ пулчӗ вара ку шуйттан чӗлӗмне?

Да что же такое с проклятой трубкой содеялось?

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Мӗнле ҫын тӑнӑ ун умӗнче, чӗлӗмне пашлаттарса?

Что за человек стоял возле него, пыхая трубкой?

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл чарӑнчӗ те хӑйӗн тапак пӗтсе сӳннӗ чӗлӗмне тултарма тытӑнчӗ; эпӗ, ҫӗрелле пӑхса, чӗнмесӗр лартӑм.

Он остановился и стал набивать выгоревшую свою трубку; я молчал, потупя глаза.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Пӗччен юлсассӑн, Владимир отпуск пама ыйтса ҫыру ҫырчӗ — чӗлӗмне чӗртсе, тарӑн шухӑша путрӗ.

Владимир, оставшись один, написал просьбу об отпуске, – закурил трубку и погрузился в глубокие размышления.

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл хӑйӗн чӗлӗмне кӑларса ун ӑшне махорка тултарчӗ, чӗртсе ячӗ, хупӑлчине хупрӗ те мӑйӑхӗсем витӗр тутлӑ шӑршӑллӑ шурӑ тӗтӗм кӑларса, пит те тарӑн шухӑшпа:

Он вынул свою трубку, насыпал в неё махорки, зажёг, защёлкнул крышечку и, пустив через усы душистый белый дым, очень серьёзно заметил:

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Чӗлӗмне туртать-ха…

Табак курит…

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Гек каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйне валли чӗлӗмне тултарчӗ, вӗсем валли те тултарас тесен, Томпа Джо харӑсах: — Кирлӗ мар, пирӗн паян ӑшчикре аванах мар, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух тем лайӑх мар япала ҫирӗмӗр пулмалла, — терӗҫ.

Они совсем присмирели, и, когда Гек набил себе после ужина трубку и собирался набить и для них, они сказали, что не надо, они что-то неважно себя чувствуют, — должно быть, съели за обедом что-нибудь лишнее.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тем мӑкӑртаткаласа пӑхӑр чӗлӗмне тивертрӗ, хыттӑн паклаттарса ӗмрӗ, йӳҫӗк симӗс тетӗм часах ӑна хупӑрласа хучӗ.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Чӗлӗмне ӗмсе, ҫапла каларӗ: — Эх, чипер кинӗм, ӑнланаймастӑр ҫав эсир.

Покурив на трубку, сказала: — Эй, снохушка, вы ничего не понимаете.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Вӑрӑм чӑпӑклӑ кивӗ чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑлармасӑр ӗмет.

Он без устали курил старую трубку с длинными чубуком.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней