Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йышӑнать (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Организм ӑна майӗпен йышӑнать.

Организм его медленно усваивает.

Хуратул — ирхине, какай — кӑнтӑрла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Огрганизм апата лайӑх йышӑнать е вӑл хырӑмлӑха чул евӗр пусарать.

Организм, то хорошо принимет еду, то как камень уплотняет желудок.

Хуратул — ирхине, какай — кӑнтӑрла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Куракан эпир чунран вылянине сисет, сӑнара йышӑнать.

Зритель чувствует нашу душевную игру, принимает образ.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Сценӑна кӗҫех пӗрлештернӗ хор йышӑнать.

Помоги переводом

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтермелли ҫӗр лаптӑкӗ сахал мар вырӑн йышӑнать.

Много места занимает площадь, выделенная под овощные культуры.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

«Республика Правительстви тытса пыракан политика тӗллевӗ — инноваци процесӗсене пуҫарасси, хавхалантарасси, пурнӑҫпа ӗҫ-хӗлӗн мӗнпур сферинче инновацисене ҫул парасси. Чӑваш Ен «Инноваци ӗҫ-хӗлӗ» индекс кӑтартӑвӗпе Раҫҫейри субъектсен рейтингӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑнать», — тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Пурнӑҫунта лаша пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫакна юмах вырӑнне йышӑнать.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Хуҫалӑхӑн пӗтӗмӗшле ҫӗр лаптӑкӗ 3088 гектар йышӑнать, вӑл шутра 2717 гектарӗ - ял хуҫалӑх ҫӗрӗсем, вӗсенчен 2364 гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Помоги переводом

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Паян нумайӑшӗ йышӑнать: «Етӗрнесӗт» - Чӑваш Енӗн кӑна мар, пӗтӗм Атӑлҫи округӗн мӑнаҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пултаруллӑ почтальон хаҫат валеҫнисӗр пуҫне кашни уйӑхрах 4-мӗш числоран пуҫласа 24-мӗшӗччен тивӗҫлӗ канӑва кайнисене пенси укҫи валеҫет, вӗсен кашни ыйтӑвне ырӑ кӑмӑлпа йышӑнать, кунпа пӗрлех газпа электроэнергишӗн укҫа тӳлесе килсе парать, тӗрлӗрен кирлӗ тавар сутать.

Помоги переводом

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫак меслетпе акнӑ кӗрхи тулӑ 370 гектар йышӑнать.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— 35 гектар йышӑнать вӑл.

- Он занимает 35 гектаров.

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чӑваш Енре Николай Малова лайӑх пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл суйлавҫӑсемпе тӑтӑшах тӗл пулать, халӑха харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе час-часах йышӑнать, ҫынсене пӑшӑрхантаракан самантсене май килнӗ таран хӑвӑртрах татса пама тӑрӑшать.

Помоги переводом

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Наградӑсен шутӗнче «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Юрий Александрович шкулсемпе ача сачӗсене, библиотекӑсене, больницӑсене пулӑшассине, вӗсен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатассине те пысӑк тимлӗх уйӑрать, чиркӳ хута ярассине, юсаса ҫӗнетессине те сӑваплӑ ӗҫ вырӑнне йышӑнать.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Республика 100 гектар ҫӗр ҫинче выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк туса илессин калӑпӑшӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче 3-мӗш вырӑн, сӗт туса илессин калӑпӑшӗ енӗпе – 2-мӗш вырӑн йышӑнать, ҫакӑ пур пек ресурссемпе тухӑҫлӑн усӑ курнине кӑтартса парать.

По объему производства скота и птицы на 100 гектаров сельхозугодий республика занимает 3 место в Приволжском федеральном округе, по объему производства молока – 2 место, что говорит об эффективном использовании имеющихся ресурсов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен сывлӑха сыхлас ӗҫ тытӑмӗн тухӑҫлӑхӗн рейтингӗнче 4-мӗш вырӑн йышӑнать.

Республика занимает 4 место в рейтинге эффективности систем здравоохранения регионов Приволжского федерального округа.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ӗҫ ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнать.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

23. Хӗрарӑм кирек мӗнле арҫынна та йышӑнать, анчах пӗр хӗрӗ тепӗр хӗртен лайӑхрах: 24. арӑм илемӗ ар пит-куҫне ҫутатать, упӑшкине ҫак илем пуринчен ытла сӑхлантарать; 25. арӑмӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫемҫе чӗлхеллӗ пулсассӑн, упӑшки — этем ывӑлӗсенчен чи телейли.

23. Женщина примет всякого мужа, но девица девицы лучше: 24. красота жены веселит лице и всего вожделеннее для мужа; 25. если есть на языке ее приветливость и кротость, то муж ее выходит из ряда сынов человеческих.

Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней