Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Унсӑр (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр пуҫне ҫутҫанталӑкпа юнашар пурӑнасси те модӑна кӗрсе пырать — ку экологи тӗлӗшӗнчен те, ачасемшӗн те усӑллӑ, цивилизаци хӗвӗшӗвӗнчен аякра пулни те аван.

Да и жить на природе становится модно – это экологично, полезно для детей и вдали от суеты цивилизации.

Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html

Кушак ҫурисене йышӑнма пултараймастпӑр тесе ӑнлантарнӑ, пирӗн унсӑр та чӗрчунсем питӗ нумай.

Объяснили, что котят принять не можем, у нас уже очень много зверей.

Кушак ҫурисене йышӑнма килӗшменшӗн Чулхула ҫынни хӗрсене хӗненӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30174.html

Астӑватӑн, мана хам пуҫ ҫинчи ҫӳҫ ҫатӑртатнӑ пек туйӑнчӗ, унсӑр пуҫне эпӗ нимӗнле сасӑ та илтмерӗм.

Помню, мне казалось, что волосы на голове моей трещат, и кроме этого, я не слышал иных звуков.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Унсӑр тата сухаллӑ ҫынӗсӗр пуҫне эпӗ пурне те паллатӑп.

Кроме его и бородача, я знаю всех.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Унсӑр пуҫне тата шикленни те пулнӑ.

Кроме того, было страшно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Унсӑр пуҫне, эсӗ виҫӗ ҫул хушши вӑрманта пурӑнса ирттернӗ.

Кроме того, ты три года провёл в лесу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Иван Игнатьевич Кольӑпа кашни ҫуллах унта кайса килме пуҫтарӑннӑ — пӗр ҫывӑхри ялтан, паллакан старик патӗнчен, вилнӗ ашшӗн япалисене илсе килмелле пулнӑ, унсӑр пуҫне тата ҫуллахи вӑхӑтра вӑрманта канма та кӑмӑл пулнӑ.

Иван Игнатьевич и Коля все собирались летом съездить туда — надо было забрать вещи отца, хранившиеся у знакомого старика в деревне, да и просто хотелось отдохнуть летом в лесу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Унсӑр май килмест.

Помоги переводом

Малти Питтикасси несӗлӗсем ӑҫта пурӑннӑ? // Александр Стеклов. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d0%bc%d0% ... bd%d0%bda/

Унсӑр пуҫне те нервӑсем валли ӗҫ ҫителӗклех.

И без него довольно работы нервам.

XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Урампа иртсе ҫӳрекенсене нимӗн пулманранах иккӗнлентерсе шухӑшлаттарас мар, унсӑр вӗсем: мӗн кунта кӑнтӑр варринчех чӳречесене карса лараҫҫӗ, тейӗҫ.

Зачем людям прохожим зря загадки загадывать: почему, дескать, среди бела дня занавески опущены?

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Меньшевиксене пӗр утӑм та парӑнас пулмасть (каҫарӑр мана, Густылёв юлташ), унсӑр сывлама та памӗҫ.

— Меньшевикам шагу нельзя уступать.

VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Гостиницӑра пурӑннӑ чухне ют ҫӗршыв паспортне пани усӑллӑрах, анчах унсӑр пуҫне, хӑй хыҫҫӑн йӗр хӑварас мар тесе, Курак «документсене улӑштарса» пырас йӗркене яланах тытса пынӑ.

Помимо выгод, которые в гостиничном быту представляет иностранный паспорт, Грач вообще держался правила «смены документов», чтобы не оставлять за собою «сплошного» следа.

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унсӑр пуҫне комитет пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ саккун проекчӗпе федерацин саккун проекчӗсене хаклама регионсене кӗске вӑхӑт парассине — 15 куна ҫеҫ — палӑртнӑ.

Кроме того, глава комитета обратил внимание, что законопроектом устанавливаются сжатые сроки на предоставление регионами отзывов на федеральные законопроекты — 15 дней.

Тутарстан парламенчӗ республика президенчӗн должноҫне улӑштарма хирӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30073.html

Унсӑр пуҫне, пӳлӗмре тата пилӗк-ултӑ рабочи пулнӑ.

Кроме него, в комнате было еще человек пять или шесть рабочих.

XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унсӑр пуҫне тата тепӗр комсомолец тухса каларӗ.

Выступил еще один комсомолец.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Унсӑр пуҫне халӗ унта никам та ҫук.

Кроме нее, нет никого сейчас на свидании.

XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унсӑр пуҫне ача пахчин лаптӑкӗнче пӗчӗк архитектура кӳлеписемпе верандӑсем тӑвасси малалла пырать.

Кроме того, продолжается установка малых архитектурных форм и веранд на территории детского сада.

Ҫӗрпӳре бассейнлӑ ача пахчи хӑпартас ӗҫ малалла пырать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30050.html

Унсӑр пуҫне тата вӑл ӗҫе пӗлсе тӑвакан ӑста ҫын пулнӑ пирки…

Кроме того, на него, как серьезного деятеля и практического человека… —

XXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Кунта хӗрӗх ҫухрӑм таврара, унсӑр пуҫне, урӑх ҫын ҫук: мужиксем ҫеҫ.

Тут на сорок верст вкруг, окромя него, людей нет: мужики одни.

XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Музыка — фортепьяно ӗнтӗ, унсӑр пуҫне тата — тыткалама лайӑх пӗчӗк…

Музыка — фортепьяно, само собой, и кроме того — портативная…

XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней