Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хупӑ карӑллӑ ҫак пӳлӗмре унсӑр пуҫне никам та лармасть, анчах кунта хутран-ситрен икшер-виҫшер ҫын кӗркелесе тухать, — хӑйсен ӗҫӗсене сӳтсе яваҫҫӗ, хӗрӳленсе калаҫаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен темӗн ыйтаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унсӑр пуҫне — тӗлӗнмелле ҫав каҫ урӑх ҫын пулман.Кроме него, других посетителей не было в тот странный вечер.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унсӑр пуҫне «Трава у дома» юрӑпа ташӑ флешмобне йӗркелӗҫ.Кроме того пройдет будет организован танцевальный флешмоб под песню «Трава у дома».
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Космонавтика кунне халалласа велочупу иртӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31416.html
Унсӑр пуҫне чӗрӗлле тытнӑ пӗр-икӗ теҫетке арӑслана кирек хӑш зоопарк та хапӑлласах туянать.Кроме того, десяток другой львов, пойманных живьем, купит любой зверинец.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
— Ҫук, — Бетси, ҫулланнӑ хӗрарӑм, опиум сутуҫи, ҫапларах шухӑшлать: куҫҫуль — пысӑк капӑрлӑх, унсӑр май килсен — питех те аван.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Унсӑр пуҫне вӗсене ахаль те ӗҫпе тиесе лартнӑ, ытларах туса кӑлараймаҫҫӗ.Кроме того, они и так загружены работой и увеличить производство не могут.
Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html
Ну, пӗрле вылянӑ пуль, ялти тантӑшсен унсӑр пулмасть…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ну, пӗрле вылянӑ пуль, ялта тантӑшсен унсӑр пулмасть…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унсӑр пуҫне, малтан Шупашкарта тата Йӗпреҫре калаҫса татӑлнӑ пекех, Телегин пӗлекен вырӑна сехетсемпе ытти хаклӑ япаласен тӗркине пытарса хучӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унсӑр пуҫне тӳрӗ те таса чун, ӗҫлес кӑмӑл.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унсӑр пуҫне юлташлӑх казначейне Лаптев Матвей юлташа вӗлересле хӗнесе хӑварнӑ, лешӗ кайран пульницарах вилсе кайнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Пуслӑх Мишши те систерсе ӗлкӗретех пире, лешсем яла унсӑр, участок милиционерӗсӗр, килес ҫук.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эх, тепӗр тесен, йӑнӑшне унсӑр та нумай тӑвать-ҫке те!
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, унсӑр пуҫне никама та палламасть тесе те калаймасть Сераситдинов.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр тесен, хӗрлӗ армеецсем унсӑр та тек тытӑнса тӑраймастчӗҫ ӗнтӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Куратӑр ӗнтӗ, — терӗ ӑнлантарӑвне вӗҫленӗ май, — кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе тӗллевсен пӗр евӗрлӗхӗ тата шӑпа кунта ҫав тери тачӑ тӗвӗленнӗ; эпӗ мана кӗтекен, мана ҫеҫ кӗтме пултаракан хӗр патне каятӑп, мана унсӑр пуҫне урӑх никам та кирлӗ мар.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унсӑр пуҫне, патшалӑхӑн тата обществӑн пӗлтерӗшлӗ задачисен шутне аслӑ ӑрӑва хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма условисем туса парасси, сывлӑхне лайӑх шайра тытса тӑрассипе упраса хӑварасси, ӑна общество тата волонтерлӑх ӗҫ-хӗлне хутшӑнтарасси кӗрет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Унсӑр пуҫне, мӗнпур ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлне сервис майӗпе тивӗҫтерекен функцисене централизацилемелли ҫул-йӗре палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Унсӑр пуҫне, 2021 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви пирӗн республикӑна электротранспорт инфратытӑмне аталантарас енӗпе ӗҫлекен 16 пилот регион шутне кӗртрӗ, ҫакӑ пире ҫитес пилӗк ҫул хушшинче электричество вӑйӗпе ӗҫлекен транспорт хатӗрӗсен шутне самаях ӳстерме май парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Унсӑр пуҫне, коммерциллӗ мар экономика секторне аталантарма пулӑшас, социаллӑ тӗллевлӗ коммерциллӗ мар организацисене туса хумалли тата аталантармалли майсене кӗртсе, социаллӑ сферӑра ҫӗнӗ технологисемпе чи лайӑх практикӑсене сарас тӗллевпе Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствине коммерциллӗ мар организацисене пулӑшу паракан ресурс центрне йӗркелеме хушатӑп, вӑл коммерциллӗ мар организацисемпе социаллӑ предпринимательлӗх организацийӗсене пулӑшу памалли инфратытӑмӑн пӗр пайӗ пулса тӑмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1