Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӑлт ӗлӗкхиех: именчӗклӗ куҫ хӑрпаххисем те (вӗсен айӗнче савӑнӑҫлӑ хура куҫӗсем йӑл-йӑл ҫунаҫҫӗ), хӑюллӑ куҫхаршийӗсем те (сӑмса тӑпсинче тӗк ҫеҫ тӑраканскерсем тӑнлав патнелле чӗтревлӗн ҫунатланса каяҫҫӗ), ҫӳхе тутисем те, йӑлтӑркка шӑлӗсем те, чӑнкӑн касӑлса тӑракан хӗвелпе пиҫнӗ пит шӑммисем те — ӗлӗкхиех.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӗн тери ҫунатланчӗҫ куҫ харшисем ун, куҫӗсем мӗнле ҫунма пуҫларӗҫ!Как взлетели его брови к вискам, как заблестели у него глаза!
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫепӗҫ куҫ хӑрпаххисен айӗнче ун — куҫҫуль, куҫӗсем алчӑранӑн, пӑлханчӑклӑн мӑчлатаҫҫӗ.Растерянные, смятенные взоры из-под пушистых ресниц, на которых блеснула слеза.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн пӗчӗкҫӗ куҫӗсем йӑваш та ӗшенчӗк.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ҫавӑн чух мӗн курнине этем ывӑль-хӗрӗн куҫӗсем нихҫан ан курччӑр.Пусть ничьи человеческие глаза никогда больше не увидят того, что увидела я.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Судья ӑна итлет те, унӑн лапсӑркка кӑвак куҫхарши айӗн куҫӗсем ачанни пек савӑнӑҫлӑн ялкӑшаҫҫӗ.Судья слушает — и детским удовольствием сияют его глаза из-под косматых седых бровей.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унта та кунта, хула хыҫнерех, вылякан вут куҫӗсем, пӗр тивсе, пӗр ҫунса, йӑмӑхма пуҫларӗҫ.Над окраинами города заплясали сотни вспыхивающих и гаснущих огоньков.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Куҫӗсем унӑн темӗнле, уйрӑмах пысӑкланнӑ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лашасене меслетсӗр юратать, вӗсем ҫинчен калаҫу пуҫласан, куҫӗсем хӗмленсех тӑраҫҫӗ.Так уж он этих коней обожает, прямо аж глаза горят, как заговорит только!
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсене нумайӑшне хӗрарӑмсем ӑсатаҫҫӗ, кашни мӗн те пулин йӑтнӑ, куҫӗсем вӗсен, ҫывӑрмасӑр ирттернипе, тен йӗнипе те пуль, — хӗрелнӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫӑлтӑрсен йӑваш ҫутинче унӑн куҫӗсем вутчулӗ пек хӗлхем сирпӗтме пуҫларӗҫ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл кунсерен улшӑнса пырать, хӑй майӗпе епле вӑл мана, е Розалия Наумовнӑна, е няньӑна уйӑрса илекен пулнине асӑрхаса пыма ытла та лайӑх-ҫке; унӑн нимӗне пӗлтереймӗн пӗчӗкле куҫӗсем сасартӑк тӗлӗнсе е итленӗ пек пӑхаҫҫӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлместӗп ӗнтӗ, ҫурҫӗр иртсен икӗ сехетре эпӗ таврӑнтӑм та вӗсен иккӗшин те куҫӗсем хӗрелнӗччӗ — тӗтӗме пула пулӗ, пӗтӗмпех туртса тултарнӑччӗ, чӳречине темшӗн уҫманччӗ вара.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саня сӗтел ҫине ларнӑ пек сӗвенерех тӑрать, тӗрлӗрен сӑн-сӑпат ӳкерем пек тӑвать, хӑй вара васкаварлӑн та йӑрӑ ҫӳрет урай тӑрӑх, ҫӳҫне казакла тураса янӑ, тӗттӗмрех куҫӗсем тӑрӑхласарах пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл аялти тутине ҫыртма вӗренсе кайрӗ, хальхи пек, мӗншӗн те пулин пӑшӑрхансанах ҫыртать, куҫӗсем хура та ҫиленсе пӑхаҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах халӗ — ҫӗрлехи вӑхӑтра ытларах та паллӑ — унӑн чалӑшлатса пӑхнӑ йывӑр куҫӗсем мана сасартӑк хӑратса пӑрахрӗҫ.Но теперь — это было почему-то ночами — её тяжёлый, косой взгляд исподлобья вдруг пугал меня.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗвелпе пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ шурнӑ та халӗ куҫӗсем путса ларнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑй тӳремӗн тӑрать те хӑйне ирӗклӗн тыткалать.У него блестели глаза, он держался прямо и вместе с тем свободно.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫӗсем ҫап-ҫаврака унӑн, ҫак самантра.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫӗсем ҫутӑ унӑн, сухалӗ хура, вӑл ман ҫине тинкерсе пӑхать те кӗтет.У него были совершенно светлые глаза, а борода чёрная, и он хладнокровно смотрел на меня и ждал.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951