Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

алӑк сăмах пирĕн базăра пур.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑк патӗнче тӑракан казак юрлама чарӑнчӗ, кӑшкӑрса чӗнчӗ:

Его окликнул, оборвав песню, стоявший у дверей казак:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич Королевпа юнашар кӗрсе выртнӑ та сивлеккӗн мӗлтлетсе куҫакан сапаланчӑк ҫӑлтӑрсем ҫине алӑк хушӑкӗ витӗр пӑхса пырать.

Иван Алексеевич лежал рядом с Королевым, глядел в дверную щель на текучую звездную россыпь.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов хӑвӑрт та ҫирӗппӗн утса алӑк патне пычӗ те, пӳлӗме шал енчен питӗрсе илсе; каялла таврӑнчӗ, сӗтел ҫывӑхӗнче канӑҫсӑррӑн каллӗ-маллӗ кумса, хумханчӑк сасӑпа калаҫрӗ:

 — Корнилов быстрыми твердыми шагами дошел до двери, запер ее на ключ и, вернувшись, взволнованно, расхаживая перед столом, сказал:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗненӗр, Александр Сергеевич, эпӗ сирӗнтен нимӗн те пытарма шутламастӑп, — татса каларӗ Корнилов юлашки сӑмахӗсене, унтан шакканине илтсе, хӑвӑрт алӑк еннелле ҫаврӑнса ларчӗ:

От вас, Александр Сергеевич, поверьте, я ничего не хочу скрывать, — подчеркнул Корнилов последнюю фразу и с живостью повернулся на стук в дверь.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лукомский, сӗтел ҫинчи хучӗсене пуҫтарса, креслине шутарса лартрӗ те ватӑларахпа самӑрӑлса пыракан ҫар ҫыннин ҫирӗп уттипе алӑк еннелле утса кайрӗ.

Лукомский взял со стола бумаги, отодвинул кресло, пошел той подчеркнуто твердой походкой, какой ходят все полнеющие пожилые военные.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Представитель паянах пӗрре ҫеҫ те мар, икӗ алӑк кастарас пирки шантарса каланӑ хыҫҫӑн Листницкий унпа сыв пуллашса уйрӑлчӗ; тӑрӑшса чӑрманнӑшӑн типпӗн тав турӗ те, казаксене дневальнӑйсем уйӑрма каласа, сотня офицерӗсене валли вӑхӑтлӑха панӑ иккӗмӗш хутри хваттере кайрӗ.

Получив немедленное заверение представителя, что не одна, а две двери будут сегодня же пробиты, Листницкий распрощался с представителем; сухо поблагодарив его за хлопоты, отдал распоряжение о назначении дневальных и пошел на второй этаж, во временную квартиру, отведенную офицерам сотни.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫӗр ҫирӗм лаша валли ӑҫтан-ха виҫӗ алӑк ҫиттӗр ӗнтӗ?

Ведь не можем же мы иметь на сто двадцать лошадей три двери.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тивӗҫлӗ ҫынсемпе килӗшӳ тӑвӑр та халех тепӗр алӑк кастарма калаҫса татӑлӑр, — сӑмахӗсене сӑрхӑнтарчӗ вӑл, унпа кӑмӑлсӑрланнине тепӗр хут ҫӗнетме тӑрӑшса.

— Войдите в соглашение с кем требуется и договоритесь вот о чем: нам необходимо прорубить еще одну дверь.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫакӑнта пулса иртрӗ те пӗр ырӑ мар тамаша: Листницкий тулалла тухма алӑк хӑлӑпне тытнӑччӗ кӑна, — стена ҫумӗнче темӗнле шӗвӗр япалапа питех те ӑста чӗртерсе тунӑ ӳкерчӗк — шӑлне йӗрсе пӑрахнӑ йытӑ пуҫӗпе шӑпӑр курӑнса кайрӗ.

Но тут произошел неприятный казус: держась за дверную скобку, он увидел на стене мастерски выцарапанный каким-то острым предметом рисунок, — оскаленную собачью голову и метлу.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Курса пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл хула управленийӗнчен казаксене кӗтсе илме уйӑрса янӑ лутра кӗлеткеллӗ шукӑль представительпе пӗрле алӑк патнелле утрӗ.

После осмотра он, в сопровождении маленького, изящно одетого представителя городского управления, на долю которого выпало встречать казаков, направился к выходу во двор.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вакун хушӑкӗсем витӗр ҫил шӑхӑрса вӗрет; ҫурӑмӗсем ҫине ашак витнӗ лашасем ӗппӗн-теппӗн ҫапкаласа тунӑ хӑма сырӑшсем патӗнче тӑраҫҫӗ; вакун варринчи шӑнса хытнӑ тӑпра чӑмакки ҫинче чӗрӗ вутӑ йӑсӑрланса выртать, — куҫа ҫиекен йӳҫӗ тӗтӗмӗ алӑк ани патнелле мӑкӑрланса туртӑнать.

В теплушке ходил сквозной ветер; лошади стояли у наскоро сбитых кормушек под попонами; среди вагона — на бугорке мерзлой земли — чадили сырые дрова, — едучий дым тянуло в дверную щель.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл алӑк шашулкки уҫӑлнӑ сасса илтсенех крыльца еннелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

На звяк щеколды он шагнул было к крыльцу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич алӑк сулли урлӑ каҫнӑ-каҫман куҫне сӗтел хушшинчи малти кӗтесре ларакан Митька ҫине тӗллесе хучӗ.

Пантелей Прокофьевич шагнул через порог и сразу уперся взглядом в Митьку, сидевшего за столом в переднем углу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мирон Григорьевич, хӑтине маларах ирттерсе, алӑк уҫрӗ.

Мирон Григорьевич распахнул дверь, пропуская свата вперед.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алӑк тӗлӗнче тепӗр хут вӑл хай ҫине тӗплӗн ҫаврӑнса пӑхрӗ, кофтипе тутӑрӗ ҫинчи тусана шӑлкаласа, хуняшшӗ ҫине пӑхмасӑр каласа хучӗ:

У дверей она еще раз внимательно оглядела себя, стряхнула с кофты и платка пыль, сказала, не глядя на свекра:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дарья намӑсӑррӑн хускалса илчӗ те, куҫ харшине вылянтарса, алӑк патнелле утрӗ.

Дарья сделала непристойное движение и, играя бровями, пошла к дверям.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил-ха кунтарах, кур ав, — терӗ вӑл, уҫса хунӑ алӑк ҫине хуняшшӗн хулпуҫҫийӗ айккипе вӑрӑ пек чалӑшшӑн пӑхкаласа.

Подойди-ка, глянь, — говорила она, перегибаясь набок и воровски, из-за плеча свекра, поглядывая на распахнутую дверь.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хыҫра алӑк сӑлӑпӗ сивлеккӗн шӑкӑртатни илтӗнчӗ.

Услышал позади холодный лязг щеколды.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эппин, халех ухтарса тухатпӑр, — алӑ сулчӗ Меркулов, алӑк еннелле утса.

— Пойдемте стричь всех подряд, — Меркулов махнул рукой, направляясь к выходу.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хӑйӗн тахҫантанпах упранса юлнӑ салтак кутамккинче темӗн ухтаркаларӗ те, алӑк патӗнче пӗр тӗрке хут ҫунтарса, шӑлавар кӗсйисене икӗ банка консерва тата темиҫе ывӑҫ револьвер патронӗ чикрӗ, тула тухрӗ.

Бунчук порылся в своем оставшемся от прежних времен солдатском мешке, возле дверей сжег кучку бумаг, сунул в карманы шаровар две банки консервов и несколько горстей револьверных патронов, вышел.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней