Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, пӳрнине ҫӳлелле тӑратрӗ те ыйхӑ витӗр мӑкӑртатрӗ:
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ыйхӑ сав тери тутлӑ!
Ҫулах, ҫавам, эс шӑрӑхчен, ҫулах эс сывлӑм типиччен! // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 14–15 с.
Нимӗҫ пирӗн патӑрта, пирӗн ҫеҫенхирсенче чух мана ыйхӑ та, канӑҫ та, награда та кирлӗ мар; суран та, чир те ан тивтӗр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Чӑнах та, тулта каҫ пулин те, халӑх канмасть, анчах мӗнле те пулин пӗр-пӗр уйрӑм ӗҫпе те аппаланмасть; хӑй -пӑрахутӗнчен е поездӗнчен ҫывӑрса юлас мар тесе, пристаньсенче е вокзалсенче мӗнпур килекен тата каякан пӑрахутсемпе поездсене ыйхӑ витӗр хуралланӑ чухнехи пек, халӑх пӑлханать, хавхаланать, ҫывӑрмасть.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Йывӑррӑн пусса килнӗ ыйхӑ витӗр амӑшӗ урамра, унтан ҫенӗкре такам утнине илтрӗ.Сквозь тяжелую дрему мать услыхала глухие шаги на улице, в сенях.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пуся вӑранчӗ те, Курт килчӗ пуль тесе, ыйхӑ витӗр темскер мӑкӑртатса илчӗ, анчах никам та ответ памарӗ те, вӑл, ҫавӑрӑнса выртса, пичӗ ҫине ӳкнӗ ҫӳҫӗсене каялла сулса пӑрахрӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ыйхӑ шухӑшӗ мар манӑн…
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Яла йывӑр, пӑлхавлӑ, куҫсене канӑҫ паман, чӗрене пусӑнтарман, лӑпкӑлӑх кӳмен ыйхӑ ҫавӑрса илчӗ.Деревню охватил тяжелый, мятежный сон, не дававший покоя глазам, не дававший покоя сердцу.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Чӑнах та вӑл ҫаплах харлаттарса ҫывӑрнӑ, унӑн хӗрӗ ыйхӑ тӗлӗшӗпе темскер мӑкӑртатса выртнӑ.Да, он все еще храпел, посвистывал носом, что-то бормотала сквозь сон его девка.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ӑна каллех ыйхӑ пусма пуҫларӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн ҫурӑмӗ пӗрре шӑнчӗ, тепре вӗриленчӗ, ыйхӑ тӗлӗшпе куҫа темскерсем курӑнма тапратрӗҫ.Её бросало то в жар, то в холод, перед глазами будто во сне представали какие-то образы.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Мӗнле ыйхӑ пултӑр манӑн…
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Малаша ҫывӑрать пулсан, ыйхӑ ӑна ҫирӗплетмест, ҫук, — ку вӑл фриц канни пулать.Если Малаша спит, то сон подкрепляет не ее, нет, это отдыхает фриц.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ыйхӑ килмест.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Нарсем ҫине, нарсем хушшине тата таса мар урайне тӑвӑрлансах выртса тухнӑ ҫынсене пӗтӗмпех ыйхӑ ҫавӑрса илнӗ.Сон одолел людей, тесно разместившихся на нарах, в проходах между нарами и прямо на грязном полу.
10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Польша тата? — ыйтрӗ хӑйӗнчен хӑй Френсис ыйхӑ тӗлӗшпе.
8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑхӑт хӑвӑртрах ирттӗр, ыйхӑ уҫӑлса кайтӑр тесе, унӑн питех те калаҫас килет.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ыйхӑ пусса тӑнинчен хӑтӑлса, ҫынсем ҫак лӑпкӑ та тӳлек каҫ тыткӑнне кӗрсе ӳкнӗ те темскер хумханса кӗтеҫҫӗ.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ӑна ыйхӑ пусрӗ, вӑл куҫне хупрӗ те — тӗттӗмлӗхрен тӳрех Груня инкен кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ шуса тухрӗ, вара унӑн юрласа каланӑ пек ҫепӗҫ сасси илтӗнчӗ:
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Василь Кузьмич сана ыйхӑ пусрӗ-и-мӗн?
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.