Поиск
Шырав ĕçĕ:
ыйхӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн сывӑ та тӗреклӗ ӳт-пӗвӗ тӳсеймесӗр йывӑр ӗҫ кӗтнӗ: ҫак ӗҫре каҫ тӗлне халтан кайса киленмелӗх мӗн пур мускулсем сурса ыратчӑр, ҫӗрле кӗтнӗ канӑҫпа пӗрле выртнӑ-выртман, тӗлӗк курмасӑр, лайӑх ҫывӑрма ырӑ ыйхӑ килтӗр.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.