Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхнине (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ман арӑма илес-тӗк, — терӗ капитан Леду, — вӑл Мама Джумбо пеккисенчен хӑрамасть пулсан та, Чукмар Аннерен хӑрать, эпӗ вӑл аскӑнланма пӑхнине асӑрхасан, хӑйне лекессе те пит аван пӗлет.

— Что до моей, — сказал Леду, — то, если она и не боится Мама-Джумбо, она боится Мартина Кнута и хорошо знает, как бы я ее отделал, если бы ей вздумалось меня провести.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Тепӗр чух, мӗнле те пулин курӑка ҫавӑркаласа пӑхнине кураҫҫӗ те, мана ҫынсем тухатмӑш теҫҫӗ.

Крестьяне часто видят меня рассматривающим то, что, по их мнению, не заслуживает внимания, и всему этому я обязан репутацией колдуна.

IV. Ыйткалакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Мазин, вӑл пӑхнине курсанах, кӗсйинчен вӗрен туртса кӑларчӗ, пӗр вӗҫне хӑйӗн хулне чавсаран ҫӳлерехрен ҫыхрӗ те Ваҫҫука систерчӗ: «Ҫӗклесе хӑпартӑпӑр… аптрамӑпӑр!»

Мазин поймал его взгляд, вытащил из кармана веревку, закрутил один конец себе повыше локтя и подмигнул Ваську: «Поднимем… ничего!»

38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Эпӗ самах калас тетӗп! — тесе Мазин урине малалла ярса пусрӗ, анчах хӑй ҫине Митя пӑхнине курчӗ те урине каялла илчӗ, унтан аллипе сулчӗ.

— Я хочу сказать! — Мазин выставил вперед одну ногу, но, увидев Митин взгляд, убрал ногу и махнул рукой.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Вӑл тутӑрпа питне хупларӗ те ӗсӗклесе илчӗ, анчах Валя Степанова пӑхнине курчӗ те тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

 — Она всхлипнула в платочек и, заметив взгляд Вали Степановой, быстро отвернулась.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Мур илесшӗ пурри! — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл, учитель тимлӗн пӑхнине тӳсеймесӗр.

 — Проклятый мел! — пробормотал он, не выдержав пристального взгляда учителя.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Эсӗ килте хӑвӑрӑн килйышӑр ҫине мӗнле пӑхнине эпӗ пӗлместӗп.

Я не знаю, как ты себя ведешь дома по отношению к своим домашним…

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Саша кӗнекисене сӗтел ҫине пӑрахрӗ, унтан, амӑшӗ сӑнаса пӑхнине курмӑш туса, вырӑна ларчӗ.

Саша бросил на стол книги и сел, стараясь не замечать внимательного взгляда матери.

21 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Прис! — ҫиленсе кӑшкӑрчӗ вӑл, унтан вара амӑшӗ хӑраса пӑхнине курчӗ те тарӑхнӑ сасӑпа: — Мӗншӗн сырӑнаҫҫӗ? Киле килме те ҫук! — терӗ.

— Брысь! — сердито крикнул он и, заметив взгляд матери, с раздражением сказал: — И чего лезут! Домой прийти нельзя!

21 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Коля Одинцов майӗпен Саша кровачӗ хӗррине пырса ларчӗ, Саша вӗт-шакӑра мӗнле пӑхнине сӑнама тытӑнчӗ.

Коля Одинцов пробрался к Сашиной кровати и осторожно присел на краешек, с интересом наблюдая, как Саша справляется с детворой.

7 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Эпӗ чи малтан куҫа уҫса пӑхнине асӑрхасанах, вӑл хавасланнипе: — Вӑл чӗрӗ! Вӑл чӗрӗ! — тесе кӑшкӑрать.

Поймав мой взгляд, он вскрикнул от радости: — Он жив! Он жив! — закричал дядюшка.

XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Софья Ивановна ӑна ӑнланса илнинчен ытларах ун пек хыпартан пӑрӑнса иртнӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Воропаев Лена ҫине мӗнле пӑхнине вӑл тахҫантанпах нимӗн те ӑнланмасть тата вӗсен ӗҫне хутшӑнас мар тесе сӑмах панӑ.

Софья Ивановна не то что не поняла бы ее, но скорее всего отмахнулась бы от новости, потому что давно уже ничего не понимала в отношениях Воропаева к Лене и дала себе слово ни во что не вмешиваться.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӑл ҫавӑн пек пӑхнине Горева ӑнланчӗ, анчах хӑйӗн ывӑннӑ, пӗр хӗлхемсӗр те нимӗн пӗлтерӗшсӗр куҫӗсене Голышев ҫинчен илмерӗ.

Она поняла этот взгляд и не отвела от Голышева своих уставших, без всякого выражения и огня, глаз.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Нимӗн те пулса иртмен пек ӗнтӗ, пухӑнчӗҫ те ҫынсем калаҫкаларӗҫ, ҫавӑ кӑна, анчах вӗсене ҫакӑ та ҫитмен иккен; вӗсен пӗр-пӗр ҫыннӑн хулпуҫҫийӗнчен тытса, хӑйсем ҫине кам та пулин ырӑ кӑмӑлпа пӑхнине туйса илмелле пулнӑ, ҫакӑ та вӗсене ура ҫинче ҫирӗпрех тӑма пулӑшнӑ пулӗччӗ.

Казалось, ничего не произошло, — собрались побеседовать, только и дела, но, видно, людям как раз этого-то и не хватало, — им нужно было схватиться за чье-то плечо и ощутить чей-то благожелательный взгляд на своем лице, чтобы от одного этого уже крепче чувствовать себя на ногах.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Анчах Воропаев пӑхнине хирӗҫ ответлемесӗр тӑма май пулман.

Но взгляду Воропаева нельзя было отказать в ответе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӑл чӳречерен тинӗс пӑхнине тата хӑйне хӗвел ачашланине тӳрех ӑнланса илеймерӗ, анчах ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн, сиксе тӑчӗ те хӑвӑрт тумланчӗ.

Он не сразу понял, что в окно глядело море и что гладило его солнце, но, поняв, вскочил и быстро оделся.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Иккӗмӗш ҫынна валли каҫхи апат ҫуккине пӗлтерсе, хӗрарӑм пуҫне ҫын асӑрхамалла мар сӗлтсе илчӗ, хӑйӗн хаяр кӑвак куҫӗсемпе кӗтесселле, пӗчӗк шкап еннелле пӑхрӗ; вӑл ӑҫталла пӑхнине асӑрхаса, Корытов юрани ҫинчен пӗлтерчӗ — аллине сулчӗ, тепӗр хут икӗ пӳрнине кӑтартрӗ.

Едва уловимым кивком головы женщина ответила, что второго ужина нет, и повела своими строгими серыми глазами в угол, в сторону шкафчика: Корытов, заметив ее взгляд, опять разрешительно помахал рукой и снова показал ей два пальца.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӗрарӑм хӑй ҫине ҫавӑн пек пӑхнине Воропаев ҫавӑнтах асӑрхарӗ, унӑн тӗлӗнсе пӑхакан куҫӗсем хӗрарӑмӑн кӑмӑлсӑррӑн пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ те вӗсем иккӗшӗ те именсе кайрӗҫ.

Воропаев сразу же приметил неодобрение женщины, и на секунду его удивленный и ее неприязненный взгляды скрестились, породив взаимное смущение.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эпӗ темӗнле тӑрӑшса сӑнасан та вӗсен сӑн-сӑпатӗнче ӑшшӑн кулкаласа пӑхнине тӗл пулаймарӑм; вӗсен кулнӑ пек вӑхӑт пулсан та, пит-куҫ тирӗсем ирӗксӗртен турткаланса пӗрӗнкеленӗ пирки ҫеҫ ҫапла курӑнать, ку ӗнтӗ пӗрре те вӗсен хаваслӑ ҫутӑ кӑмӑлне кӑтартса палӑртмасть…

Я тщетно старался подметить улыбку на их лице; они улыбались порою в силу непроизвольного сокращения лицевых мускулов, но они никогда по-настоящему не смеялись.

IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Амӑшне ку темле палланӑ ҫын пек туйӑнчӗ, вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те ҫамрӑк ҫын ун ҫине ҫухи айӗн хӑрах ҫутӑ куҫӗпе пӑхнине асӑрхарӗ.

Ей показалось что-то знакомое в нем, она оглянулась и увидала, что он одним светлым глазом смотрит на нее из-за воротника.

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней