Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хампа (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ачасене ӗнерхишӗн мӗнпе те пулин кӑмӑллас килчӗ, вара эп вӗсене хампа пӗрле Ирина Михайловна патне илсе кайма пултӑм.

Мне хотелось чем-то вознаградить моих пионеров за вчерашнее, и я решила взять их с собой к Ирине Михайловне.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку шухӑш мана педагогика тӗлӗшӗнчен питӗ ӑнӑҫлӑ тупӑм пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа хам ӑшӑмра хампа мухтанса илесси те пулчӗ ман.

Эта мысль мне с педагогической точки зрения показалась весьма замечательной, поэтому внутри я даже гордилась собой.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Отряд ман харсӑр, туслӑ, унӑн тӗш чӑмӑрӗ — хампа лагерьте пулнӑ ултӑ ача.

Отряд у меня был дружный, деятельный, но основным ядром его была моя лагерная шестерка.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хампа пӗрле ҫӳрекен хӗр-тантӑшсем те манӑн аякра тус-йӗкӗт пуррине вӑл мана ҫыру ҫырсах тӑнине пӗлеҫҫӗ.

И подруги мои знали, что у меня есть где-то далеко друг джигит, который шлет мне письма.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ӗлӗкех хампа мӗншӗн калаҫма хушманнине нумайччен каламалла пулать.

— Долго объяснять, почему я прежде позволяла говорить об этом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче, сӑмахран, ирхине эпӗ ыйхӑран вӑрантӑм та хампа юнашар выртакан ҫын, куҫне сиктермесӗр, мачча ҫине пӑхса тӑнине асӑрхарӑм.

Однажды, например, проснувшись рано утром, я обнаружил, что мой сосед, не отрываясь, смотрит на потолок, и так внимательно,

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫӑмра манӑн темскер сехет пекех шаккать, эпӗ хампа хам тата машинӑпа темскер хытӑ кӑшкӑрса калаҫатӑп.

Что-то стучало у меня в голове, как часы, я громко разговаривал с самим собой и с машиной.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн ӑна унтан хампа пӗрле илсе тухса каймалла пулнӑ, ара вӑл ҫав шанчӑксӑр, телейсӗр ҫуртра, ҫав ирсӗр те шанчӑксӑр Николай Антоныч патӗнче пурӑннине, ӑна унта хӑвармалла маррине, Катя ҫав ҫынна ӗненнине те лайӑхах пӗлнӗ-ҫке-ха эпӗ.

Мне нужно было просто увезти её — ведь я же отлично знал, что она не должна оставаться в этом фальшивом и несчастном доме, с этим страшным и фальшивым Николаем Антонычем, которому она верит.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сема амӑшӗ управдомран хӑрать, ҫавӑнпа та эпӗ «малтанхи хут каҫ выртмаллисене» хампа пӗрле илсе тухса каятӑп, каҫ кӳлӗм каллех илсе килетӗп.

Сёмина мама боится управдома; поэтому каждое утро я уношу «всё для первого ночлега», а вечером опять приношу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ҫаксем пурте манпа хампа пулсанччӗ» шухӑшларӑм эпӗ.

и мне захотелось, чтобы все это случилось со мною,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хампа хам ҫав тери хытӑ кӑшкӑрашса калаҫрӑм, кун пирки вара Даша инке те хӑраса ӳкрӗ.

и я так громко говорил сам с собой, что тетя Даша испугалась не на шутку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кантӑк умӗнче ларма, хампа юнашар ларакан ҫынсемпе калаҫма та пултаратӑп.

Я мог сидеть у окна, разговаривать с соседями,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн лайӑх готовальня пурччӗ, эпӗ ӑна та хампа пӗрле илме шутларӑм, аптӑраса ҫитсен сутма та юрать-ҫке-ха.

У меня была хорошая готовальня, и я решил захватить ее с собой — на всякий случай, чтобы продать, если придется туго.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тупӑк умӗнче хампа ҫуммӑн Ирина Михайловна тӑнине куратӑп, вӑл матери хутламӗсене тирпейлет.

Я вижу рядом с собой стоящую у гроба прямую, строгую Ирину Михайловну; она поправляет складку материи.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑннипе каласан, вӑл-ку пулас пулсан, ҫынна юрӑхлӑ япалана хампа пӗрле илсе кайма питӗ те шел.

Просто мне жалко и совестно, в случае чего, унести с собой то, что может пригодиться людям.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах хам ӑшра хампа мухтанмасӑр ирттереймерӗм: акӑ мӗнле пысӑк усӑ турӑм эп хамӑн туса, ҫапах та нимӗн шарламасӑр пурӑнатӑп, мухтанмастӑп…

Но в душе я очень гордилась собой: вот какую большую услугу я оказала своему другу и не хвастаюсь, молчу…

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Музӑна эп хамран хӑварман, ӑна хурала та хампа пӗрле илнӗ, казармӑна, госпитале чӗннӗ, эскадрон витине йыхӑрнӑ…

Музу я призывал во время дежурств своих в казарму, в госпиталь и даже в эскадронную конюшню…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ тӑлӑп тӑхӑнса лаша ҫине утланса лартӑм, хампа пӗрле Савельича та лартрӑм.

Я надел тулуп и сел верхом, посадив за собою Савельича.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вӑл хампа уйрӑлма шутланине тавҫӑрса илтӗм.

Я понял, что она хочет проститься.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн умра вӑл атте ҫинчен сайра-пӗрре кӑна асӑнатчӗ, анчах та хампа йӗркеллӗ, ҫепӗҫҫӗн калаҫнӑ чухне эпӗ вӑл атте ҫинчен шухӑшланине чухласа илеттӗм.

При нас она редко вспоминала отца. Но каждый раз, когда она ласково говорила со мной, я знал, что она думала о нем.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней