Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сарӑмсӑр персе янӑ сӑмаха тӳрлетме хӑтланчӗ:
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ашшӗ Евгений ҫине юри патварланса пӑхрӗ, ывӑлне хӗрхеннине сивлек сӑн айне пытарма хӑтланчӗ, куҫне унӑн пиҫиххи айне хутлатса чикнӗ пушӑ мундир ҫанни ҫинчен тартма тӑрӑшрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав шухӑшсенчен хӗвелтен алӑпа картласа хӳтӗленнӗ майлах мӗнле те пулин хӑпма хӑтланчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Солдатов сулахай аллипе Мишкӑна кӗпе ҫухинчен ярса илчӗ те, ӑна чӑмӑрӗпе ҫатӑрласа тытса, ҫӳлелле карӑнтарса туртрӗ, сылтӑм аллине вӗҫертме хӑтланчӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн хӑш-пӗрисем Суворова ӳпкелеме пӑхнӑ: Суворов, тенӗ вӗсем, австриецсемпе аван мар хӑтланчӗ.После победы кое-кто стал упрекать Суворова: нехорошо, мол, Суворов поступил с австрийцами.
Фокшанри ҫапӑҫу // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Вӑл хыпалансах атӑ кунчинчен табак енчӗкӗ туртса кӑларчӗ те, унтан лӳчӗркенсе пӗтнӗ икӗ керенка силлесе илсе, вӑйпах Кошевоя тыттарма хӑтланчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Курпунтарах кӗлеткеллӗ ҫӳллӗ салтак пӗрре хӑратма, тепре ӳкӗте кӗртме хӑтланчӗ, унтан мӗскӗне персе тархасла пуҫларӗ.Высокий сутулый солдат то грозил, то уговаривал, то начинал униженно просить.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий калаҫма чарӑннӑ юлташӗн ытарлӑ шухӑшӗсем ӑҫтарахри тӗттӗм кӗтесре сӗтӗрӗнсе ҫӳренине тавҫӑрма хӑтланчӗ, анчах вӗҫне-хӗрне тупма пултараймарӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казак ӑна тӗртсе яма хӑтланчӗ, Заварӗ вара, ун еннелле ҫаврӑнчӗ те, чалӑшшӑн чӑмӑртаса тытнӑ пысӑк чышкипе пӗрех хӑлха чиккинчен янклаттарса ячӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, суранланнӑ аллине ҫыхас тесе, подсумкӑран бинт илме хӑтланчӗ, анчах чавсаран ҫанӑ ӑшне вӗри юн вӑйлӑн лӑкӑртатса тухнине туйнипеле ҫавӑнтах вӑйран кайрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗр-секретарь килекен-тухакан хутсене ҫырса пыракан кӗнекене васкавлӑн уҫкалама тытӑнчӗ, Рубцов-Емницкий каласа хӑварнӑ ӑнланмалла мар сӑмахсене ҫак кӗнекере шыранӑ пек хӑтланчӗ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Мӗн кӑна туса пӑхмарӗ пуль Пидорка: юмӑҫсемпе те калаҫса пӑхрӗ, шыва тӑхлан ярса та, сӳс ҫунтарса та хӑтланчӗ — нимӗн те пулӑшмасть.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Кама ярӑп-ха эпӗ? — Федор Лукич хулпуҫҫисене тӳрлетме хӑтланчӗ, анчах пултараймарӗ.— А кого ж я пошлю? — Федор Лукич попробовал расправить плечи и не смог.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ачана вӗлерчӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ те Мархва хӗрачи патне пыма хӑтланчӗ.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
— Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук, — шӳтлесе ответлеме хӑтланчӗ Григорий.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Упӑте мачта урлӑ хунӑ кашта ҫине улӑхса ларчӗ, шлепкене хывса шӑлӗсемпе, аллисемпе турткаласа ҫурма хӑтланчӗ.Обезьяна села на первой перекладине мачты, сняла шляпу и стала зубами и лапами рвать ее.
Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.
Федор Лукич стена ҫумне сарса хунӑ шӑналӑк ҫине ларчӗ те аттине хывма хӑтланчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра Нарыжный чупса пычӗ, чӗркуҫленсе ларса унӑн уринчен атта хывма тытӑнчӗ:
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев старике тытса чарма хӑтланчӗ, кӑштах ларма, Рагулин патӗнче мӗн курни ҫинчен, Усть-Невинскинче тырӑ вырма хӑҫан тухасси ҫинчен каласа пама ыйтрӗ, Василиса Ниловна сывлӑхӗ пирки те интересленчӗ, анчах Тимофей Ильич ҫиллес куҫӗсене вылятрӗ кӑна, пӗр сӑмах та шарламасӑр кабинетран тухрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сиксе тӑрсан вӑл темиҫе секунд хушши темле сиккелесе, вӑр-вар ҫаврӑнкаласа илчӗ, тӑм стенасене урисемпе чаваласа хӑтланчӗ, унтан, хӑй ӑҫтине чухласа илчӗ пулас та, пуҫ каснӑ пек, траншея тӑрӑх вӗҫтерчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ерофей Кузьмич! — йынӑшса кӑшкӑрса илчӗ те Лозневой, хӑй ҫӑлӑнса юлнине тин ҫеҫ ӑнланнӑ пек, кил хуҫи умне чӗркуҫленсе ларма хӑтланчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.