Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗркине (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвелӗн вӗри пайӑркисем айӗнче ҫутҫанталӑкӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ытларах та ытларах хӑй йӗркине кӗрсе пырать, пурнӑҫ хӑйӗн вӑйне пухсах пынӑн туйӑнать, унӑн хӑвӑртлансах пыракан таппи, хӑйӗн чуппине чарайман пуйӑс евӗр, малаллах вирхӗнет.

Под жаркими лучами солнца работа природы входила все больше и больше в свою колею, жизнь как будто напрягалась, ее поступательный ход становился стремительнее, точно бег разошедшегося поезда.

VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ҫакӑн евӗрлӗ ӑнсӑртран килсе тухни хӳтӗленекенсен йӗркине яланах пӑсать.

Одна минута внезапного удивления может погубить сопротивляющихся.

X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑхӑтлӑха килӗшнипе усӑ курса тата кӑштах ун йӗркине пӑсса, вӑл хӑрамасӑрах канавӑн чӑнкӑ хӗррине пырса тӑнӑ, — унтан библиотекӑн шал енӗ курӑнать.

Пользуясь перемирием, а, может быть, отчасти и нарушая его, он отважился добраться до крутого склона обрыва, откуда была видна внутренность библиотеки.

IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вара хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне шайласа пӑхнӑ чух, хӑй мораль йӗркине тӗрӗс тытса пыракан уксах-чӑлах пулнине туйса илнӗ, священник пулнӑ вӑхӑтран юлнӑ шухӑш-кӑмӑлне сирсе пӑрахманни ӑна хӑйне майлӑ хаярлатса хӑварнӑ.

Внимательно всматриваясь в самого себя, он почувствовал себя как бы внутренне искалеченным; но не будучи в состоянии отказаться от своего сана, он постарался переделать себя как личность, только на особый, суровый лад.

II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Тӗрӗс кун йӗркине тытса пымалла.

Помоги переводом

Кун йӗркине пӑхӑнмалла // Н. Урукова. Елчӗк Ен, 2020.04.08

Поезд каҫхи тӗттӗмелле вӗҫтерет, йӑлтӑртатса пыракан хура пӑравус ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм тӑвать, хӑй хыҫҫӑн вагонсем йӗркине илсе пырать.

А поезд мчался в темноту ночи; черный блестящий паровоз по-хозяйски отстукивал километры, увлекая за собой длинную цепь вагонов.

40 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Мазин юррӑн «Где так вольно дышит человек» текен йӗркине майӗпен юрласа пӗтерчӗ.

Мазин спокойно допел до конца строчку «Где так вольно дышит человек».

26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Хӗрарӑм пуҫупа пурнӑҫ йӗркине аркатас тетӗн-им?

Да ведь ты — женщина, а только ею одной жизнь держится.

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Вӑл хӑй пекех шухӑшлакан ҫынсене тунсӑхларӗ, кунта ҫук тата пулма та пултарайман пурнӑҫ йӗркине тунсӑхларӗ.

Ее влекла домой тоска по людям, которые думают так же, как она, тоска по складу жизни, которой здесь не было и не могло быть.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пӗррехинче Воропаев хӑйӗн полевой сумкинчен «Этем мораль йӗркине вӑрҫӑра тӗрӗс тытса пырасшӑн элеменчӗсем» темӑпа ҫырнӑ хутсене туртса кӑларчӗ те вӗсене сархайнӑ чӗтӗрекен аллисемпе уҫкалама тытӑнчӗ.

Однажды Воропаев порылся в своей полевой сумке и желто-зелеными дрожащими руками развернул записи к теме «Нравственный элемент на войне».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ман ӑc-пуҫӑма хӗвел ҫутти кӗрсе ҫутатнӑ пекех туйӑнчӗ; ҫак хӑш-пӗр йӗрсемех, мана тӗрӗс ҫул ҫине илсе тухрӗҫ; эпӗ шифрӑн тӗп йӗркине тупрӑм.

Разом луч света озарил мое сознание; эти скупые следы навели меня на путь истины; я нашел секрет шифра!

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Унӑн хӑйӗн хуҫалӑхӗн пӗтӗм илемӗпе йӗркине кӑтартас килнӗ.

Ей хотелось показать свое хозяйство во всей его красоте и слаженности.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кирек ӑҫта ӗҫлесен те, Настасья пур ҫӗрте те хӑй йӗркине тунӑ.

Где бы Настасья ни работала, она всюду наводила свои порядки.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Выльӑхсене виҫепе кӑна ҫитерет, апат нормине, кун йӗркине ҫирӗп тытса пырать, сепаратор лартнӑ тата сӗт йышӑнмалли пӳлӗмсене крахмалланӑ марлӗсенчен тунӑ чаршавсемпе, салфеткӑсемпе илемлетрӗ.

Корма выдавала только с веса, строго следила за рационами и распорядком дня, сепараторную и приемочную комнаты украсила занавесками и салфетками из накрахмаленной марли.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ку плансӑр, вӗрентӳ йӗркине мар ирттерекен лекци.

Это внеплановая, внеучебная лекция.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн хура та арман чулӗ пек йывӑр, сарлака та лаптӑк, пысӑк пӳрнисем, сӗтел ҫинче мӗн те пулин ярса тытма япала шыранӑ, нимӗн те тупайманнипе кун йӗркине ҫырса хунӑ шурӑ хут таткине лӳчӗркеме пуҫланӑ.

Темные, тяжелые, как жернова, с широкими сплющенными большими пальцами, с твердыми, светлыми, светлее рук, ногтями, они искали на столе, за что бы им ухватиться, не нашли ничего подходящего и стали мять белый листок, на котором была написана повестка дня.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Фермӑра вӑл тӑрӑшса ӗҫлет: тасалӑха, кун йӗркине ҫирӗп тытса пырать, продукцие хытӑ шута илсе тӑрать, дояркӑсем ӗнесене епле сунине сӑнать; мӗн тума пултарнине хӑй пурне те тунӑ пек туйӑнать ӑна, анчах секретарь ыйтӑвӗсем ӑна хӑйӗн ӗҫӗ ҫине ҫӗнӗлле пӑхтарчӗҫ, пӑшӑрхантарчӗҫ:

Она работала на ферме старательно: соблюдала чистоту и режим дня, вела строгий учет продукции, следила за тем, чтобы доярки тщательно выдаивали коров; ей казалось, она делает все, что возможно сделать, но вопросы секретаря заставили ее по-новому посмотреть на свою работу и встревожили ее:

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пӑх-ха, пирӗн Малмыж, — хӑпартланса каланӑ Серёжа, пӗр йӗркине пӳрнипе тӗртсе.

— Смотри-ка, наш Малмыж, — с гордостью сказал Саня, ткнув пальцем в одну из строк.

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Упӑшки каласа пама ӗлкӗрнӗ сӑмахсенчен вара Людвига пысӑк ӗҫсем ҫывхарса килнине тавҫӑрса илчӗ, малалла хӑйӑссӗнех темле хӑрушлӑх — ҫӗмӗрсе аркатакан, пӗтӗм пурнӑҫ йӗркине, пӗтӗм пурнӑҫӑн никӗсне лапчӑтса лартассипе хӑратакан хӑрушлӑх капланса килнине туйса илчӗ.

Из того немногого, что успел рассказать ей муж, Людвига поняла, что назревают большие события, и уже сама догадалась, что надвигается какая-то опасность — разрушительная, страшная, грозящая раздавить весь уклад, все основы ее жизни!

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Халь тытӑнса тӑракан патшалӑх йӗркине улӑштарас ӗҫ вӑл — питӗ пысӑк ӗҫ, анчах та, вӑл ӑнӑҫлӑрах пулса пытӑр тесен, манӑн хам валли ҫӗнӗ атӑ туянас пулать! — тет вӑл, хӑйӗн ҫӗтӗк йӗпе пушмакне кӑтартса.

— Работа по изменению существующего строя — великая работа, товарищи, но для того, чтобы она шла успешнее, я должен купить себе новые сапоги! — говорил он, указывая на свои рваные и мокрые ботинки.

XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней