Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тёма, хӑйӗн каҫа юлнӑ тусӗсене ашшӗ-амӑшӗсем ҫупкӑсемпе епле кӗтсе илнине пӗр вӑхӑт сӑнаса пӑхса тӑрать, хӑйӗн хӗҫ-пӑшалҫӑ Иоҫкипе, таврӑнас килмесӗрех килнелле таврӑнать.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл хӑйне темӗнле вӑрттӑн вӑй хупӑрласа илнине, унтан ҫав вӑй сасартӑках унран сирӗлсе ҫухалнине ҫеҫ астурӗ.Он помнил только, как на него спустилась эта тайна и как она его оставила.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Иртсе ҫӳрекенсем чарӑнчӗҫ те, лайӑх тумланнӑ чипер панич аллипе хыпашла-хыпашла суккӑр ыйткалакана укҫа панине, лешӗ те хыпашласа илнине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗҫ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Нумайӑш кулӑшла япаласене ӑнлансах каймастчӗ пулас вӑл, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук: халап калаканӑн куҫӗсем йӑл кулӑпа ҫиҫсе илнине те, куҫ хӗррисем пӗркеленнине те, вӑрӑм мӑйӑхӗсем сиккеленине те курма пултарайман вӑл.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах каярахпа ҫамрӑк хӗрарӑм кӑмӑл-туйӑмӗ ҫав сасӑсенчех туллиреххӗн те уҫӑмлӑраххӑн палӑра пуҫларӗ; хохол урокӗсем ахалех харама каймарӗҫ; амӑшӗн хӗрӳ юратӑвӗ тата ача чӗрине мӗн ҫав териех тыткӑна илнине ӑнланса ҫитни ҫав уроксене хӑвӑртрах тӗшмӗртме май пачӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫӑлӑнӑҫ ҫуккине, вӗсене пур енчен те питӗрсе илнине, хӑйсене хӳтӗленӗ ҫак хулӑн стенасем халӗ тӑшман аллине тытса панине вӗсем лайӑх ӑнланаҫҫӗ.
XI. Вилме пӳрнисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Калаҫнӑ май, Воропаев Сердюкӑн нимӗнпе те интересленменнине кӑтартакан пичӗ ҫуталма, уҫӑлма тытӑннине, вӑл, ҫамкине пӗрӗнтерсе, пирусне темиҫе хут ӗме-ӗме илнине асӑрхарӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унтан тата, ҫурта унпа ҫурмалла илнине мӗнпе ҫирӗплетсе пама пултаратӑр?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эсир тата тӑлӑх арӑм-и, качча тухманскер-и? — терӗ вӑл, пуҫа чи малтан пырса кӗнӗ йӗплӗ япалапа ӑна ответлеме хатӗрленсе; вара вӑл унӑн пӗчӗк, шыҫӑнса кайнӑ пекех хытӑ пӳрнеллӗ, типшӗм те ҫинҫе алли чӗтренсе илнине туйрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Саша куҫӗсем савӑнӑҫлӑн та ачашшӑн ҫутӑлса илчӗҫ, куҫ умне Рыбинӑн тӗксӗм кӗлетки тухса тӑчӗ, ывӑлӗн йӗс тӗслӗ ҫирӗп сӑнӗ йӑл кулчӗ, Николай именсе, куҫне мӑчлаттарчӗ; унтан сасартӑк ҫаксем пурте, тарӑннӑн, анчах ҫӑмӑллӑн сывласа илнине хускалса, пӗрлешсе-пӑтрашса, пур шухӑша та лӑпкӑлӑх туйӑмӗпе ҫавӑрса илекен, витӗр курӑнакан тӗрле тӗслӗ пӗлӗт пек пулса тӑчӗҫ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унтан сасартӑк вӑл урисем чӗтресе илнине, ҫӗр ҫумне шӑнса ларнӑ пек йывӑрланса кайнине туйрӗ — тӗрме кӗтесси хыҫӗнчен, хунарҫӑсем пек васкаса, хулпуҫҫи ҫине чикмек хунӑ курпунтарах ҫын утса тухрӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Ҫав хутсене ӗненӗр, — эпӗ халӗ вӗсемшӗн, тен, вилсе выртӑп, мана хӗнерӗҫ, асаплантарчӗҫ, эпӗ вӗсене ӑҫтан илнине пӗлесшӗн пулчӗҫ, татах та хӗнеҫҫӗ-ха, — пурне те тӳссе ирттеретӗп…
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Фюрер чапӗн ҫутти Заузе фельдфебель ҫине те ӳкнӗ, ҫавӑнпа та вӑл капитан унтан кӗрӗк туртса илнине те, хӑйне ҫупса янине те нихҫан та манас ҫук, нихҫан та каҫарас ҫук.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Олёна ӑна хӑйӗн кӗлеткипе ӑшӑтма, ун ӑшне хӑйӗн ӑшшине вӗрсе кӗртме тӑрӑшрӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн аллисем пӑр пек шӑнса тӑнине, ӑна хӑйне пӗтӗмӗшпех сивӗ ҫавӑрса илнине, юн тымарӗсенче юн сивӗнсе пынине туйрӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ольга хӑйӗн ҫурӑмӗ сиввӗн ҫӳҫенсе илнине сисрӗ.Ольга почувствовала, что по ее спине пробежала неприятная дрожь.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӑйсене кунта пулемётсен вут-ҫулӑмӗпе кӗтсе илнине кура, миллеровецсем каялла тапса сикрӗҫ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Халӗ Леля ҫине тинкерсе пӑхса, Фролов шухӑша кайрӗ: ҫак пӗчӗк те тӗрексӗррӗн курӑнакан хӗр кун пек ӗҫе тума мӗншӗн шӑпах та хӑйне суйласа илнине, вӑл мӗншӗн урӑхла тума пултарайманнине ӑнланать-ши?
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Оккупаци пуҫланнӑранпа унран никам та акӑлчан чӗлхи урокӗсем илесшӗн пулмарӗҫ, Абросимов хӑйӗн ачисене акӑлчан чӗлхине вӗрентмешкӗн арестленӗ коммунистӑн арӑмне мӗншӗн чӗнсе илнине Шура тавҫӑрса илеймест…
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Василий ӑшра савӑнӑҫлӑн сӗвлетсе илнине, алтупанӗсене кӑштах йӗпленине туйрӗ.Василий ощутил веселый холодок внутри и легкое покалывание в ладонях.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эпӗ ӑна кӑтартӑп, вӑл мана качча илнине пӑхмастӑп, эпӗ кам иккенне кӑтартӑп ӑна!Я ему покажу, я не посмотрю, что он на мне женился, я ему объясню, кто я такая!
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.