Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

анчӗҫ (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ҫав вырӑнта халь, ҫак тӗксӗм ҫутӑ сӑрӑхтаракан хӗл кунӗнче, юланутлӑ сотньӑсем тарӑн шырлансем патӗнчи юр тӑрӑх сапаланчӗҫ, коноводсем утсене ҫырма тӗпне илсе анчӗҫ.

В этот тусклый зимний день на снегу возле глубоких Яров спешивались конные сотни, рассыпались цепи, коноводы отводили под прикрытие лошадей.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем утсем ҫинчен анчӗҫ; ӑна ӗҫтӑвком ҫуртне илсе кӗрсе кайрӗҫ.

Казаки спешились; сопровождая его, вошли в дом.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий унран ыйткаласа тӑнӑ вӑхӑтра сакӑр казак шырланран вара анчӗҫ; лашисене илсе, киле тапрӗҫ.

Пока Григорий расспрашивал его, восемь казаков спустились из яра в лощину; разобрав коней, ускакали домой.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче шырлансенче юр кӗрчӗсем хуллен чӑштӑртатса ишӗле-ишӗле анчӗҫ.

В полдень в ярах с глухим шумом рушились снежные оползни.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрт урлӑ каҫсан, утсем ҫинчен анчӗҫ.

Перевалив через бугор, спешились.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсем тӑвайкки ҫинчен йӑлттаммӑн чупса анчӗҫ; ҫуна, енчен-енне сулӑнса, хӑвӑрт анаталла анса кайрӗ.

Лошади резво бежали с горы, сани шли под раскат, виляя из стороны В сторону.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ха-а-а-а-а!.. — снаряд пек ахлатса кайрӗ те сасӑ, мачча ҫумӗнчен штукатурка катӑкӗсем татӑлса анчӗҫ, урайӗнче чӑл-паррӑн тӗпренсе саланчӗҫ.

— Га-а-а-а-а!.. — снарядным взрывом лопнул крик, осколками посыпались с потолка куски отвалившейся штукатурки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчукӑн ҫӑмлӑ алли ҫине ҫурхи ҫумӑр тумламӗ майлӑ ӑшӑ тумламсем татӑла-татӑла анчӗҫ.

На волосатую руку Бунчука, как в весенний дождь, упала одна теплая капелька, другая.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Викторпа Соня «чӗрнисемпе» кӗмсӗртетсе, пиҫиххи сӑнчӑрӗсене чӑнкӑртаттарса, ҫӗре анчӗҫ.

Виктор и Соня, гремя «когтями» и позвякивая цепью пояса, спустились на землю.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах ыран ҫуркунне ҫӳллӗ вырӑнсене йӑлтах шупкарах симӗс тӗспе витсе тухрӗ, ҫеҫенхир ирпе сасартӑк мӑкӑрланма пуҫларӗ, васансем, ҫырмасем тӑрӑх ҫурхи шывсем кӗрлесе анчӗҫ, пӗр каҫ хушшинчех Кубань пӑрне ҫӗмӗрсе тухрӗ те: «У-у-ух! Епле юрататӑп эпӗ ҫуркуннене!» — тенӗ пек шиклӗн кӗрлесе кайрӗ.

Но назавтра весна положила по всем пригоркам бледноватую зелень, а степь вдруг с утра закурилась, по ярам, по ложбинам загремели вешние воды, в одну ночь вскрылась ото льда Кубань, тревожно загремела, точно выговаривая: «У-у-ух! Ка-а-к же я люблю весну!»

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юланутҫӑсем сиксе анчӗҫ, Атаманов салтакла пӗр утӑм туса яшт тӑчӗ те аллине ҫӗклесе чыс пачӗ.

Всадники спешились, и Атаманов, отбив шаг, вытянулся и взял под козырек.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пирӗн станица умӗнченех пӗренесем юхса анчӗҫ.

Мимо нашей станицы брусья плыли.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Салху, ним чӗнмесӗр шыв хӗррине анчӗҫ.

Угрюмые, молчаливые, они подошли к реке.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Картла выляса ларакан ҫамрӑк ачасем урапа ҫинчен вӑр-вар сиксе анчӗҫ те хӑйсен лавӗсем патнелле чупрӗҫ.

Парнишки, игравшие в карты, проворно соскочили на землю и побежали к своим подводам.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Крючков ӗҫме тытӑнчӗ, хӑйӗн аллисем йывӑр патье ҫӗклесе тӑнипе чӗтреҫҫӗ; хӗрлӗ лампасӗ ҫине шыв тумламӗсем, татӑла-татӑла ӳксе, юхса анчӗҫ.

Крючков пил, рука его, державшая на весу тяжелую бадью, дрожала от напряжения; на красную лампасину шлепали, дробясь и стекая, капли.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Дуняшка пӗтӗм горницӑна шӑнкӑрав пек янӑратса кулса ячӗ, пуҫне ухса илчӗ; унӑн хиврен ҫивӗтлесе лартнӑ хура ҫивӗчӗсем хулпуҫҫийӗ урлӑ ӳксе, ҫурӑм тӑрӑх калта пек явӑнса анчӗҫ.

— Дуняшка бубенцами рассыпала смех по горнице, мотала головой, и черные, туго заплетенные косички ящерицами скользили по плечам ее и по спине.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗпер ҫине анчӗҫ.

Спустились к мосту.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тутӑрӗ унӑн ҫурӑм хыҫнелле шуса кайрӗ, тураса якатнӑ хура тӳрӗ ҫӳҫӗсем шупка хӑлхисем ҫине усӑнса анчӗҫ.

Платок ее сбился на спину, гладко причесанные черные прямые волосы свисали на бледные уши.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем площадь ҫумӗнчи чи ҫывӑхри тӑкӑрлӑкпа тухрӗҫ те Дон хӗррине анчӗҫ.

Спустились к Дону по первому от площади проулку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья мӗнле ларнӑ, ҫаплипех ларать, аллаппийӗн тӳнтер енӗ тӑрӑх кӑна пӗр тумлам вырӑнне виҫӗ тумлам куҫҫулӗ пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла шуса анчӗҫ.

Аксинья сидела, не изменив положения, только на тыльной стороне ладони вместо одной уже три слезные дробинки катились вперегонку.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней