Поиск
Шырав ĕçĕ:
49. Азария патне, унпа пӗрле пулнисем патне вара кӑмакана Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аннӑ, 50. вӑл вут-ҫулӑма кӑмакаран кӑларса янӑ, кӑмака варринче вӗрсе тӑракан евӗрлӗ нӳрлӗ ҫил тунӑ, вара вут-ҫулӑм вӗсене пачах та сӗртӗнмен, нимӗнле сиен те кӳмен, вӗсене шиклентермен те.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вара пӗтӗмпе харӑсах саланса кайнӑ: тимӗрӗ, тӑмӗ, пӑхӑрӗ, кӗмӗлӗ те ылтӑнӗ ҫуллахи йӗтем ҫинчи хывӑх пек пулса тӑнӑ, вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайнӑ, йӗрӗ те юлман; кӗлеткене аркатнӑ чул вара аслӑ ту пулса пӗтӗм ҫӗре хупланӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл мана каларӗ: малашне мӗн пулассине чӗме пӗлтер, пулассине пӗлтер, этем ывӑлӗ, кала чӗме: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй чӗм, тӑватӑ ҫил енчен кил те, ҫак вӗлерсе тӑкнӑ ҫынсен виллисене пурӑнӑҫ вӗрсе кӗрт те — вӗсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ, те.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Хамӑн пӗтӗм ҫиллӗмпе тӑвӑллӑ ҫил ярӑп, Манӑн хаярлӑхӑмпа шалкӑм ҫумӑр пуҫланӗ, тарӑхса ҫитнипе вӗсене пӗтермешкӗн пӑр чулӗсем тӑкӑп, тет.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шалкӑм ҫумӑр ҫитӗ те, эсир, пӑр пӗрчисем, чул пек тӑкӑнӑр, тӑвӑллӑ ҫил хӳмене татса ывӑтӗ.Пойдет проливной дождь, и вы, каменные градины, падете, и бурный ветер разорвет ее.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Ҫавӑн пекех ҫиҫӗм те ҫиҫмессерен лайӑх курӑнать; ҫавӑн пекех ҫил те кирек хӑш ҫӗршывра та вӗрет.60. Также и молния каждый раз, как является, ясно видима; также ветер во всякой стране веет.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сасӑ парать те Вӑл — тӳпере шывсем шавлаҫҫӗ, Вӑл ҫӗр хӗрринчен пӗлӗтсем хӑпартать, ҫумӑр витӗр ҫиҫӗм ҫиҫтерет, Хӑйӗн управӑшӗнчен ҫил кӑларать.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Вавилон ҫине, халдейсем ҫине тӗп тӑвакан ҫил ярӑп.1. Так говорит Господь: вот, Я подниму на Вавилон и на живущих среди него противников Моих.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Санӑн мӗнпур кӗтӳҫне ҫил вӗҫтерсе кайӗ, тусусем тыткӑна лекӗҫ; ун чухне эсӗ пӗтӗм усал ӗҫӳсемшӗн намӑса юлӑн, мӑшкӑл курӑн.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сасӑ парать те Вӑл — тӳпере шывсем шавлаҫҫӗ, Вӑл ҫӗр хӗрринчен пӗлӗтсем хӑпартать, ҫумӑр витӗр ҫиҫӗм ҫиҫтерет, Хӑйӗн управӑшӗнчен ҫил кӑларать.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпрӗҫ: «мӗнех тӑвайӗ Вӑл? пирӗн пата инкек-синкек килмӗ, эпир хӗҫ те, выҫлӑх та курас ҫук. 13. Пророксем те — ҫил анчах, вӗсем [Ҫӳлхуҫа] сӑмахне пӗлмеҫҫӗ, вӗсене хӑйсене ҫапла пултӑр!» терӗҫ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ ҫав ҫил пӗлӗт евӗр ҫӗкленет, унӑн ураписем — ҫавраҫил пек, унӑн учӗсем ӑмӑрткайӑкран та вичкӗнрех; пире хуйхӑ ҫитӗ! вӑл пире тустарса тӑкӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир пурте ирсӗрленсе ҫитнӗ пекех пулса кайрӑмӑр, пирӗн мӗнпур тӳрӗлӗх те — вараланнӑ тумтир пек; эпир пурте ҫулҫӑ пек сарӑхса кайрӑмӑр, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем пире ҫил пек вӗҫтерсе каяҫҫӗ.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ кӑшкӑрнӑ-ӳленӗ чухне эшкерӳ ҫӑлӗ-ши сана? — вӗсене пурне те ҫил вӗҫтерсе кайӗ, варкӑш сапаласа ярӗ; Мана шанса тӑраканӗ вара ҫӗре еткере илӗ, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма тытса тӑма пуҫлӗ.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑл ҫил хӑвалать; ӑна улталаннӑ чӗри аташтарать, вӑл хӑйӗн чунне ирӗке кӑлараймасть, «манӑн сылтӑм аллӑмра ултав мар-ши?» тесе калаймасть.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Авӑ вӗсем пурте — нимӗн те мар, вӗсен ӗҫӗсем те ӑҫтиҫук ҫеҫ; вӗсен йӗрӗхӗсем — ҫил те пушӑ вырӑн.29. Вот, все они ничто, ничтожны и дела их; ветер и пустота истуканы их.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сӑвӑрӑн та — вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайӗ, вӗсене ҫавраҫил сапалӗ; эсӗ вара Ҫӳлхуҫашӑн хӗпӗртесе тӑрӑн, Израиль Святойӗпе мухтанӑн.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Ман ирӗкӗмпе ун патне ҫил пӗр хыпар ҫитерӗ те, вӑл каялла хӑй ҫӗрне таврӑнӗ, вара Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчех хӗҫпе тӗп тӑвӑп, тет, тенӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗтӗ пултӑмӑр, асаплантӑмӑр — ҫуратасса вара ҫил ҫуратрӑмӑр; ҫӗре ҫӑлӑнӑҫ кӳреймерӗмӗр, ҫӗр ҫине урӑх ҫынсем ҫуралмарӗҫ.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӑхсем кӗрлеҫҫӗ, хӑватлӑ шывсем пекех кӗрлеҫҫӗ; анчах та Вӑл юнаса илчӗ те — вӗсем аякка тарчӗҫ, тусем ҫийӗн ҫил вӗҫтерекен тусан пек, ҫавраҫил хӑвалакан тусан пек пулӗҫ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.