Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗнтӗ ҫил чарӑннӑ та, ҫанталӑк лӑпах пулнӑ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӗсем кимӗ ҫине ларсанах ҫил лӑпланнӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Петр вара, кимӗ ҫинчен анса, шыв ҫийӗн Иисус патнелле утнӑ; 30. анчах та ҫил вӑйлине курса хӑраса ӳкнӗ те пута пуҫланӑ, вара: Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӑлсам мана! тесе кӑшкӑрса янӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кимӗ ӗнтӗ тинӗс варрине ҫитнӗ пулнӑ, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен ӑна хумсем силленӗ.24. А лодка была уже на средине моря, и ее било волнами, потому что ветер был противный.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫынсем тӗлӗнсе кайса: кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать! тенӗ.27. Люди же, удивляясь, говорили: кто это, что и ветры и море повинуются Ему?
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Арави аҫтахисен ҫурисем йышлӑ ҫар ураписемпе вӑрҫа тухӗҫ, ҫӗр ҫийӗн ҫил пек ыткӑнса пырӗҫ, хӑйсем ҫинчен илтнисенӗн сехрине хӑпартӗҫ, пурне те чӗтретсе пӑрахӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ку ҫичӗ кун хыҫҫӑн пулчӗ, эпӗ ҫӗрле тӗлӗк куртӑм: 2. акӑ тинӗсрен ҫил ҫӗкленчӗ, унӑн хумӗсене пӑлхатма пуҫларӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара куртӑм эпӗ: акӑ вӑл ҫуначӗсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗн сарса ячӗ, тӳпери мӗнпур ҫил ун ҫинелле вӗрсе тӑчӗ, пӗлӗтсем пуҫтарӑнчӗҫ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавӑ кун хӗвел те, уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те, 40. пӗлӗт те, аслати те, ҫиҫӗм те, ҫил те, ҫумӑр та, тӑман та, сӗмлӗх те, каҫ та, ир те, 41. ҫулла та, ҫуркунне те, шӑрӑх та, хӗлле те, сивӗ те, пӑр та, ҫумӑр та, сывлӑм та, 42. кӑнтӑрла та, каҫ та, шурӑмпуҫ та, ялкӑшни те, уяртни те, ҫутӑ та пулмӗ, Ҫӳлти Туррӑн ҫути ҫеҫ ҫиҫсе тӑрӗ, ҫавна пула пурте хӑйсем валли Турӑ мӗн палӑртса хунине курӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӗ вара эпӗ санран вут-ҫулӑм, ҫил тата хӑв пурӑнса ирттернӗ кун ҫинчен — пурӑнӑҫунта кирлӗ япаласем ҫинчен ҫеҫ — ыйтрӑм, эсӗ вара мана ҫавна та хуравлаймарӑн, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана ҫапла каларӗ: кай та вут-ҫулӑм йывӑрӑшне виҫ е мана ҫил вӗрнине виҫсе пар, е тата иртсе кайнӑ куна тавӑрса пар, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Санӑн мухтавлӑху тӑватӑ хапха витӗр — вут-ҫулӑм, ҫӗр чӗтревӗ, ҫил тата сивӗ витӗр — иртнӗ, ҫапла Эсӗ Иаков вӑрлӑхне саккун панӑ, Израиль йӑхне ӳкӗтсем панӑ, 20. анчах вӗсенӗн ултавлӑ чӗрисене туртса илмен: Хӑвӑн саккуну ҫав чӗресенче ҫимӗҫ кӳтӗр тенӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сире ҫил арпана вӗрсе салатнӑ пекех салатса ярӑп, 34. ывӑлӑрсем те йӑхсӑр-тӗпсӗр юлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ хушнине вырӑна хумарӗҫ, Ман умӑмра усал ӗҫсем турӗҫ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара пурне те курса тӑракан Турӑ, сӑваплисенчен пуринчен те Сӑваплӑраххи, йӑвашлӑх кӗллине илтсе, вӑйӗпе те чӑрсӑрлӑхӗпе мӑнаҫланакана пырса ҫапнӑ: хӑмӑша ҫил суллантарнӑ пек, ӑна унталла-кунталла силленӗ, ҫапла лешӗ, алли-ури вӑйӗ пӗтсе килнӗскер, ҫӗр ҫинче пӗр хускалмасӑр выртаканскер, хӑйне тӳрӗ сут ҫитнипе сасӑ пама та пултарайман.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ икӗ хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, вӗсенӗн ҫуначӗсене ҫил карӑнтарнӑ, ҫуначӗсем вара аист ҫуначӗ пекех, вӗсем ефана ярса тытрӗҫ те ҫӗрпе пӗлӗт хушшипе илсе кайрӗҫ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун умӗнче хӗн-суран, Ун хыҫӗнче вӗри ҫил пырать.5. Пред лицем Его идет язва, а по стопам Его - жгучий ветер.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах Ҫӳлхуҫа тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил кӑларнӑ, тинӗсре хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл тапраннӑ, карап кӗҫ-вӗҫ саланса каяс патнех ҫитнӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗнтӗ вӗсем ҫил акрӗҫ пулсан, тӑвӑл пуҫтарса илӗҫ: ани ҫинче вырмалли те пулмӗ; тырӑ пӗрчинчен ҫӑнӑх тухмӗ, тухсан та ҫичӗ ют ҫисе ярӗ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ вӗсене ҫил хӑйӗн ҫуначӗсемпе ҫавӑрса илӗ те, вӗсем хӑйсен парнисенчен хӑйсемех намӑсланӗҫ.19. Охватит их ветер своими крыльями, и устыдятся они жертв своих.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Азария патне, унпа пӗрле пулнисем патне вара кӑмакана Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аннӑ, 50. вӑл вут-ҫулӑма кӑмакаран кӑларса янӑ, кӑмака варринче вӗрсе тӑракан евӗрлӗ нӳрлӗ ҫил тунӑ, вара вут-ҫулӑм вӗсене пачах та сӗртӗнмен, нимӗнле сиен те кӳмен, вӗсене шиклентермен те.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.