Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халех сăмах пирĕн базăра пур.
халех (тĕпĕ: халех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халех килет, питех ан тунсӑхла!

— Зараз приедет, не скучай дюже!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пире ӗненместӗн пулсан — хӑв кайса пӑх, каймастӑн пулсан — эпир вӗсене халех кунта ҫавӑтса килетпӗр.

— Не веришь нам — пойди сам, погляди, а нет — мы их зараз сюда приведем.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех саланатпӑр, анчах эсӗ ахалех хӗрсе кайрӑн… тырра эпир илме ирӗк панӑран илетпӗр-ҫке…

— Зараз разойдемся, но ты занапрасну горячку порешь… мы хлеб с изволения берем…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех саланнӑ пултӑр, унсӑрӑн пеме тапрататӑп!..

Расходись зараз же, а то стрелять зачну!..

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех таврӑнатӑп та пурне те хире хӑваласа кӑларса яратӑп.

Прийду зараз и всех выгоню на поля!

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех, пӗр сехет те тытӑнса тӑмасӑр, унӑн типсе куштӑрканӑ ҫиелти сийӗ тӑрӑх виҫшер тӑватшар йӗрлӗн сӳресе тухмалла, пирченсе выртнӑ тӑпрана тимӗр сӳре шӑлӗсемпе чӗркелесе ватса тӑкмалла, унтан вара, кӑпӑшка суха кассисем тӑрӑх тырӑ акакан машинӑсем кӑларса ямалла: ылтӑн тулӑ пӗрчисем ҫӗр айне тарӑнрах акӑнса юлччӑр.

Требовалось, не медля ни часу, пустить по заклеклой дернистой верхушке в три-четыре следа бороны, разодрать железными зубьями слежалую почву, а потом уже гнать по рыхлым бороздам сеялки, чтобы падали поглубже золотистые зерна пшеницы.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗншӗн пулсан, акмасӑр тӑрса юлса кӗркунне выҫӑпа шыҫӑнасси те, халех ответ тытасси те, — пурпӗрех!

Что нам, не сеямши, к осени с голоду пухнуть, что зараз отвечать, — все едино!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Илсе тухмасан — халех казаксене чӗнсе килетпӗр, вӗсем часах санӑн мӑйна хӑяккӑн пӑрса лартӗҫ!

А не принесешь — зараз кликнем казаков, они тебе враз вязы набок своротют!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех каятӑп! — Майданников ҫӑра уҫҫисене кӗсйине чикрӗ, тӑкӑрлӑк тӑрӑх вӗҫтерчӗ.

— Это я в два счета! — Майданников сунул в карман ключи, побежал по проулку.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ме акӑ сана ҫӑра уҫҫисем, бригадӑна чуптар, Любишкина кала унта, пӗр вунпилӗк ҫын юланут ҫине ларттӑр та халех кунта вӗҫтерсе килтӗр.

На тебе ключи и мотай в бригаду, скажи Любишкину, чтобы посадил человек пятнадцать на коней и сейчас же скакал сюда.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна подвала хупса лартрӗҫ, халех кӗлетсем патне килеҫҫӗ.

Посадили его в подвал и зараз направляются к амбарам.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Халех тытса ан пӑрахтӑрччӗ!» — ӑшӗнче шартах сиксе илчӗ вӑл, Самохин сӑмах каланине итлесе, ӑна тӑна илме тӑрӑшса.

«Только бы не зараз!» — внутренне содрогнулся он, вслушиваясь в замедленную речь Самохина.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ҫавсен ӗҫӗсене халех пӑхса тухса вӗсене пурне те парти енӗпе питӗ хытӑ ответ тыттарма сӗнетӗп.

Я предлагаю срочно рассмотреть и привлечь всех их к суровой партийной ответственности.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ районти пӗтӗм актива мобилизацилесе, халех колхозсене кӑларса яма кирлӗ тесе шутлатӑп.

Считаю необходимым немедленно мобилизовать весь районный актив и бросить его по колхозам.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ халех пӗтеретӗп, юлташсем!

— Я сейчас кончаю, товарищи!

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ те ӗнтӗ: «Халех пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе кӑтартатӑп!» — тесе шухӑшларӑм, хур чӗпписем ҫинчен мансах кайнӑ хам.

И я думаю: «Зараз выше всех подымусь!», а про гусят-то и позабыл.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех акӑ тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парӑп.

— Зараз расскажу все до нитки.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех тухса кайнӑ пултӑр кунтан!

Удались отсюда!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пире халех ҫӗр касса парӑр, унсӑрӑн хамӑрӑн кивӗ анасене сухалама пуҫлатпӑр! — тесе тапӑнаҫҫӗ Давыдова колхозран тухнисем.

— Либо зараз же нарезайте нам землю, либо начнем свои старые наделы пахать! — приступали к Давыдову выходцы.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Колхозран тухнисене тем пулсан та выльӑх-чӗрлӗхӗпе инвентарьне халех каялла парса ямалла мар.

— Сейчас скот и инвентарь выходцам из колхоза ни в коем случае не отдавай.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней