Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ярӑр (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир вӑкӑрсене васкатӑр, лашасене мала ярӑр.

А вы поторапливайте быков да лошадей пропустите вперед.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пирӗн калаҫӑва илтрӗ те, мана ярӑр, терӗ…

Услыхав, о чем речь, говорит: посылайте меня…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир Анфисӑна ярӑр, — терӗ те Ҫемен, хӑлха таранах хӗрелсе кайрӗ.

— А вы пришлите Анфису, — сказал Семен и покраснел до ушей.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан, хӑйне хӑй алла илсе, лӑпкӑраххӑн: — Ярӑр мана киле, — терӗ.

И, осилив себя, уже сдержанней: — Отправьте меня домой!

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

 — Халӗ эсир — чи малтисем, ҫакна асран ан ярӑр.

— Имейте в виду, что вы теперь — лобовые.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иван Петровиц, парса ярӑр ҫынна таврицан ҫитси.

— Иван Петровиц, отпустите целовеку таврицанского ситцику.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун пек пулмасан, Усть-Медведицӑри монастыре леҫсе ярӑр

А то хучь в Усть-Медведицкий монастырь везите…

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗртсе ярӑр ӑна, ҫунтарӑр, шуйттанӑн шӑмми-шакки те ан юлтӑр ҫак ҫӗр ҫинче!»

Зажигай ее, зажигай, чтобы и костей чертовых не осталось на земле.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Лайӑхрах ҫыхса ярӑр

— Перевяжите получше…

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пӗр аманнӑ ҫынна ҫыхса ярӑр.

— Перевяжите вот здесь одного раненого.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Эсӗ пирӗн депутат, эпир сана суйларӑмӑр тата юрататпӑр, сирӗн района мӗнле ҫӗнӗ япаласем кӗрсе пыни — вӑл начар ӗҫ мар, анчах, Сергей Тимофеевич, санран ыйтатӑп эпӗ: пирӗн колхозниксене хӑвӑр колхозсем патне ҫывӑха та ан ярӑр».

«Ты наш депутат, мы тебя избрали и любим, внедрение новаторства в вашем районе — дело не плохое, но только, Сергей Тимофеевич, прошу тебя — не допускайте в свои колхозы наших колхозников».

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вара Алеша хӑвӑрттӑн утса кӗрсе, виҫӗ хут листине сӗтел ҫине мӑнаҫлӑн хучӗ, ун хыҫҫӑн кашни листа ҫинчех тӑваттӑн алӑ пусрӗҫ те, Кондратьев ҫӑмӑллӑн сывласа илсе: — Ну, халӗ алӑ пуснисем те пур… Пакета ятарласа уйӑрнӑ юланутҫӑпа ярӑр, ку пуринчен те шанчӑклӑрах… — терӗ.

И когда Алеша, войдя своими быстрыми шагами, положил три листа на стол и когда на каждом листе закрасовались четыре подписи, Кондратьев легко вздохнув сказал: — Ну вот, есть и подписи… Пакет пошлите с коннонарочным, это надежнее всего…

XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Юланутҫӑна халех бригадирсене чӗнме ярӑр — тырӑ тухӑҫӗ ҫинчен тӗплӗн пӗлтерекен сведенисем илсе килччӗр…

Срочно посылайте верхового за бригадирами — пусть являются с полными данными об урожае…

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑкӑрсене тӑварӑр та, курӑк ҫине ярӑр

А быков распрягайте и пускайте на выпас…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ярӑр, ярӑр!

— Пустите, пустите!

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ярӑр!..

Пустите.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ярӑр, ярӑр мана! — тесе пычӗ вӑл пӗрмаях, — хӑйне ун пек пӗрмай калама йывӑр пулин те.

— Пустите, пустите меня! — все повторяла она.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ярӑр! — кӑшкӑрса ячӗ те вӑл вӑйсӑрланнӑ сассипе, унтан вара Ольховка ҫыннисене тӗрткелесе, малалла иртме тытӑнчӗ.

— Пустите! — закричала она ослабшим голосом и, расталкивая ольховцев, полезла вперед.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫывӑхарах ярӑр! — Унӑн сасси кашни сӑмах каламассерен тӗрекленсе пычӗ.

Подпускай ближе! — Голос его крепчал с каждой фразой.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ачана капитан-лейтенант патне леҫсе ярӑр, мӗн илтнине каласа парӑр.

Отведите малого к капитан-лейтенанту, доложите, как и что.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней