Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗсӗнсе (тĕпĕ: хӗсӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чыхса тултарнӑ пек хӗсӗнсе тӑнӑ казаксем, хӑйсенчен чылай ҫӳллӗ Христоня ҫине шиклӗн те хисеплӗн пӑхса, хаваслӑн шӑл йӗрсе кулчӗҫ.

Казаки, стоявшие тесным гуртом, заулыбались, с невольным почтением разглядывая Христоню, бывшего на голову выше всех.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сурӑхсем ҫатан ҫумне хӗсӗнсе тӑнӑ.

Овцы жались к плетню.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хура тинӗс матросӗсем, пӗр пилӗк-ултӑ ҫын, хыттӑн калаҫса, ахӑрашса кулса халӑх хушшипе хӗсӗнсе иртрӗҫ.

Пробиваясь сквозь толпу, громко разговаривая, хохоча, прошло человек шесть матросов-черноморцев.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсенчен пӗри — хура мӑйӑхлӑ, хитре сӑн-питлӗ ҫамрӑк матрос, бушлатне йӳле ярса ҫӗлӗкне ӗнси ҫинелле шутарса лартнӑскер, — казаксен ушкӑннелле хӗсӗнсе кӗчӗ.

Один из них, молодой черноусый красавец, в распахнутом бушлате и сдвинутой на затылок шапке, протиснулся в середину казачьей толпы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем казаксен хушшинелле хӗсӗнсе кӗчӗҫ те ушкӑн варрине тухрӗҫ.

Нырнув в толпу казаков, они выплыли на середине.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗн пулнӑ? — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ Листницкий, учӗпе ушкӑн варринелле хӗсӗнсе.

Что такое? — загремел Листницкий, врезываясь конем в толпу.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагутинӑн карттус айӗнчен типтерлӗ тураса якатнӑ ҫӳҫ пайӑрки тухса кайнӑ, кӳпшек пит ҫӑмартисем ҫинче тикӗс мар шӑтса ӳснӗ сӳсленчӗк сухал тӑрмаланать, тарӑн путса кӗнӗ ӑслӑ куҫӗсем куҫ харшисен ҫаврашка пӗкечисем айӗнчен чеен хӗсӗнсе пӑхаҫҫӗ.

У Лагутина из-под фуражки виднелись гладкие зачесы волос, на пухлых щеках неровная куделилась бородка, умные с хитринкой глаза сидели глубоко, прикрытые выпуклыми надбровными дугами.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малта, ҫул кӑтартнӑ пек, виҫӗ пӗрене виркӗнсе пыраҫҫӗ: варринчи кӑшт мала тухса, тӳрех «Упа» ҫине ҫул тытрӗ, айккинчисем пӗр аяккалла пӑрӑнса, пӗр варринелле хӗсӗнсе пыраҫҫӗ.

Впереди, как бы показывая дорогу, во всю мочь неслась тройка: «коренник», чуть-чуть выскакивая вперед, устремился прямо на «Медведя», а «пристяжные» то рвались в сторону, то прижимались к «кореннику».

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр-пӗр пӗрени урлӑ выртӗ те, ӑна вӑхӑтра тӗртсе ямасан, мур илесшӗ, хӗсӗнсе ларӗ, вара ытти пӗренесем килсе капланӗҫ — ҫитрӗ инкек!

Иная древесина может лечь поперек, и ежели ее вовремя не пихнуть, может, чертяка, застрять, а на нее попрутся другие — тогда беда?

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӳме пек чӑнкӑ ту ҫумне хӗсӗнсе, ансӑр ҫул хӗсӗк ту хушшине кӗрсе каять.

Прижимаясь к отвесной голой скале, дорога вошла в ущелье.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфиса ун ҫумне ларчӗ, кӑмӑллӑ куҫӗсем хӗсӗнсе илчӗҫ, Ҫемене вӑл пӗчӗк пек те, ачаш пек туйӑнса кайрӗ.

Анфиса подсела к нему, и вся она показалась Семену маленькой, нежной.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Бунчук калаҫасса та темле урӑхларах, сӑмаха вӗҫне ҫити каламасӑр, ҫирӗп тута хӗрринчен хӗсӗнсе тухакан кулӑпа кулкаласа, калаҫать, — ку этем пӗр хӑй ҫеҫ пӗлсе тӑракан чӑнлӑхран кукӑр-макӑр тавра сукмакпа иртсе каять тейӗн.

Бунчук и говорил как-то недосказанно, с улыбкой, зажатой в твердом углу губ, будто шел, обходя одному ему известную правду по кривой, извилистой стежке.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир взвод колонни йӗркипе ансӑр сукмак тӑрӑх хӗсӗнсе пыратпӑр.

Мы во взводных колоннах жались на узкой просеке.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ тиха, хӑяккӑн чалӑшкаласа, хӑй ҫывӑхӗнчи пӗр ута ҫыртса илме хӑтланкаласа пырать.

Теснимый ими жеребенок шел боком и норовил укусить ближнего к нему коня.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чиркӳ алӑкӗ умӗнче ҫӗлӗкне хыврӗ, ӗнсе хыҫне хырса якатнӑ пуҫне тайрӗ, унтан, хӗрарӑмсене тӗрткелесе, алтар умнелле хӗсӗнсе тухрӗ.

На паперти снял папаху, согнул в поклоне подбритую неровною скобкой голову; расталкивая баб, протискался к алтарю.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон ҫинче, тӗттӗмленсе ҫитсен, вӑрӑммӑн янӑраса йынӑшса, пӑр ҫатӑртатса ҫурӑлса кайрӗ, шывран ванса пӗтнӗ пӑр талккӑшӗпе хӗсӗнсе ларнӑ пӑр катӑкӗ йӑшӑлтатса тухрӗ.

На Дону, уже в сумерках, с протяжным, перекатистым стоном хрястнул лед, и первая с шорохом вылезла из воды, сжатая массивом поломанного льда, крыга.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарҫӑсен пӳлӗмӗн алӑкне шатлаттарса уҫса хупса, шала тӗтӗм пек явӑнакан сивӗ сывлӑшпа пӗрле Тихӑн кӗрсе тӑрсанах, Лукерья кровать ҫинче хыҫалалла хӗсӗнсе выртать те, ӑшшӑн мӑкӑртатса, шӑнса кайнӑ еркӗнне тутлӑн-тутлӑн ыталать.

И, когда хлопала дверь в людской, впуская дымящийся пар и Тихона, она теснилась на кровати и, воркуя, сладко обнимала назябшего сожителя.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арман карти пӗр кӗтессинче хӗсӗнсе ларакан тимӗрҫ лаҫҫинчен янӑравлӑн кӗвӗленсе, мӑлатук шаккани илтӗнчӗ: пӗрре тимӗр ҫине ҫапӑнать — ҫемҫе те хупӑ сасӑ пулать, икӗ хутчен — сиксе ӳксе — янӑравлӑн сунтал ҫине ҫапӑнать.

Из кузни, примостившейся в углу мельничного двора, слышался игривый перестук молотка: раз по железу — глухой и мягкий, два раза — с подскоком — по звенящей наковальне.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вырӑн парӑр, хӗрсем, — терӗ Мирон Григорьевич, кулкаласа сӗтел патне хӗсӗнсе кӗрсе.

— Уступайте, девки, — приказал Мирон Григорьевич и, улыбаясь, протиснулся к столу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич темшӗн сӑхсӑхса илесшӗн пулчӗ, анчах та унӑн типсе кукӑрӑлкаласа ларнӑ пӳрнисем хӗрес палли хунӑ ҫӗртенех ҫурма ҫултан иртрӗҫ те хӑйсен шайне улӑштарчӗҫ: пуҫ пӳрне, хуҫи кӑмӑлне пӑхмасӑрах, ӑнсӑртран шӗвӗр пӳрнепе вӑта пӳрне хушшине хӗсӗнсе кӗчӗ, вара ҫак пӳрнесен намӑссӑр тӗвви кӑвак чекменӗн тавӑрса хунӑ арки айне вӑрӑ пек шӑвӑнса кӗрсе кайрӗ те, шалтан хӗрлӗ пуҫлӑ кӗленчене, пырӗнчен тытса, тулалла туртса кӑларчӗ.

Пантелей Прокофьевич хотел зачем-то перекреститься, но заскорузлые клешнятые пальцы, сложившись в крестное знамение и поднявшись до половины следуемого пути, изменили форму: большой черный ногтистый палец против воли хозяина нечаянно просунулся между указательным и средним, и этот бесстыдный узелок пальцев воровато скользнул за оттопыренную полу синего чекменя, а оттуда извлек схваченную за горло красноголовую бутылку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней