Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрле сухаллӑ старик тырӑ пӗрчисене пуҫтарма тесе пӗшкӗнчӗ, анчах ун умӗнчи лав тапранса кайнипе вӑл та лашине ҫаптарса, урапипе юнашар тӑрса малалла утрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пирӗн договор ҫинче йӗтӗне пуҫтарма тухичченех пӗр ҫумкурӑксӑр таса тытмалла тенӗ пункт пур.В нашем договоре есть пункт, чтобы поля до самой уборки содержались в чистоте — ни одной травинки.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Тырпул пуҫтарма тухас умӗнех-и?
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Толик мана урӑх итлесе тӑмарӗ, чӗркуҫленчӗ те тусан ӑшӗнчи вӑрӑсене пуҫтарма тытӑнчӗ.Толик не стал меня больше слушать, встал на колени и стал подбирать в пыли косточки.
Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.
— Килрен киле ҫӑмарта пуҫтарма каятпӑр-и?— Обойдем соседей? Сегодня надо ходить из дома в дом и собирать пасхальные гостинцы.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Ну, апла-капла тем сиксе тухасран вара Яков Ефимовичпа иксӗмӗр ӑна пуҫтарма шут тытрӑмӑр.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Фомин хуторсене пырса йышӑнсан, тек пухусем пуҫтарма пӑрахрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дуняшка Кошевой патне куҫса каясси ҫинчен каласа хӑйӗн хӗр туприне пуҫтарма тытӑнсан ҫеҫ Ильинична шухӑшне улӑштарчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Кирпӗч пуҫтарма юрать те пуль тетӗп.
VIII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Кунта ишӗлсе аннӑ ҫурта тирпейлесе пуҫтарма тытӑннӑ, лере стена шуратаҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте пусӑ алтаҫҫӗ.Здесь разбирали развалины дома, тут штукатурили стену, там рыли новый колодец.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ачасем кунта шкул садӗнче кӑна мар, колхоз садӗнче те ӗҫлесе пулӑшаҫҫӗ иккен, тырӑ вырнӑ чухне вара вӗсем пурте пӗрле пучах пуҫтарма тухаҫҫӗ.
VI. Комсомол вӑтӑр ҫул тултарнӑ ятпа // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Тепӗр кунне пионерсен звенисем кашниех, кӗл пуҫтарма тесе харпӑр хӑйне валли урам уйӑрса илнӗ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Каҫ пулсан эпир асаннепе урама чӑхсем валли лаша тислӗкӗ пуҫтарма тухнӑччӗ.
Ҫӗр ҫатни, вӗре ҫӗлен тата ытти те // Евгений Андреев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 20 стр.
Стариксемпе хӗрарӑмсене пӗр ҫын юлмиччен пухӑва пуҫтарма хушнӑ.Приказывает стариков и баб всех до одного собрать на сходку.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кунта шӑп тата ӗлкӗрсе ҫитнӗ, ӗнӗҫсӗр селӗм ӳснӗ утта ҫулса пуҫтарма кунӗсем юри тенӗ пекех шутсӑр лайӑх тӑчӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ксени ытамри турачӗсене сасартӑк ҫӗре пӑрахрӗ те васкаса ҫӳл патнелле утрӗ: Мажаров вӑл пӑрахнӑ туратсене пуҫтарма пуҫларӗ, унтан, вӗсене пӑрахса, Ксени хыҫҫӑн чупрӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Вӗлерессе кӗтсе-и? — сиввӗн ыйтрӗ те Ильинична турпас таткисене саппун чӗрҫине пуҫтарма тытӑнчӗ.— Смерти дожидаться? — сурово спросила Ильинична и опять стала собирать в завеску щепки.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав хушӑра площадьри повстанецсем канашлу мӗнпе пӗтессе кӗтмесӗр сердовецсен пӑшалӗсене пуҫтарма тытӑнчӗҫ.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вара округ совечӗ чӗннипеле пур хуторсенче те тӑхланпа пӑхӑр пуҫтарма тапратрӗҫ.Тогда по призыву окружного Совета на всех хуторах стали собирать свинец и медь.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пулӑш тасатса пуҫтарма.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.