Поиск
Шырав ĕçĕ:
Персе пӑрахмалли вырӑна чулсен хушшинчи ешӗл курӑкпа витӗннӗ нӳрлӗ айлӑма суйласа илчӗҫ, аялта шыв шӑнкӑртатса юхать.Лобным местом было избрано зеленое сырое ущелье, по дну которого тек, журча, ручеек.
XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чун хавалӗ чакнипе пӗрлех тата ытти инкек те тупӑнсах пычӗ: ту тӑрӑхӗнчен ҫӗрле сивӗ ҫил касса вӗрет, пӑлхавҫӑсене вӑл шӑмма ҫити шӑнтса витерет, вӗсем пур — ҫаплах вут тавраш хумасӑр нӳрлӗ окопсенче ҫӗр выртса ӗнтӗркеҫҫӗ.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Ку тусем малтан ҫара хысаксем пулнӑ, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ. — Халӗ вӗсене хулӑн тӑпра сийӗ витсе тӑрать, вӗсем ҫинче, садсем хушшинче, чи ҫӳллӗ йывӑҫсен ращисем ӳсеҫҫӗ: аялта, нӳрлӗ лапамсенче, кофе йывӑҫӗсен плантацийӗсем; ҫӳлерех — финик пальмисем, смоква йывӑҫӗсем; виноград пахчисем сахӑр тростникӗсемпе хутӑшса кайнӑ; хирсенче тулӑ та пур, анчах пуринчен ытларах рис», — «Ку мӗнле ҫӗр вӑл?»
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сайра хутра ҫеҫ уҫӑлтаракан малти пӳлӗмре пӑчӑ; шӑрӑх ҫанталӑк вӗсен Островнов ҫуртӗнчи мӗскӗнле пурнӑҫне пушшех те йывӑрлатать, Половцев час-часах, тарпа шӑршланнӑ нӳрлӗ вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑрса, хыттӑн мар: «Тӗрме! Пӗтетӗп эпӗ ҫак тӗрмере!» — тесе хӑрӑлтатать; ҫав ачаш мар сӑмаха вӑл ҫӗрле те, тӗлӗкре, час-часах калать.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗррехинче, тӗттӗмленсен, Лятьевский пӳртрен систермесӗр тухса шурӗ те тул ҫутӑлас умӗн ҫеҫ пӗр ҫӗклем нӳрлӗ чечек йӑтса килчӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов сӗтел тавра ҫаврӑнчӗ, Нестеренкӑна пӗр сӑмахсӑр хыттӑн ыталаса илчӗ, ӑна вӗри те нӳрлӗ пит ҫӑмартинчен чуп турӗ, вара тин сӑмах хушрӗ:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӗвел тӗксӗмлетмен таса та шурӑ ҫамки ҫине хура ҫӳҫ пайӑрки ӳкнӗ, тулли питӗнчен хӗрлӗ сӑн кайса пӗтме ӗлкӗреймен-ха, ҫемҫе хура мӑйӑхӗ аялалла туртса тӑракан ҫӳлти тути, нӳрлӗ шӑлӗсене уҫса, кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, темиҫе кун каялла ҫеҫ Лушкӑна антӑхса кайса чуп тунӑ илемлӗ тутисем хушшине темле тӗлӗнчӗкрех кулӑ пытаннӑ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫамрӑк курӑкӑн, нӳрлӗ хура ҫӗрӗн ӳсӗртекен шӑрши кӗрет.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шунӑ май сылтӑм аллин пӳрнисемпе нӳрлӗ тӑм ҫине тӗрӗнсе, вӑл: — Мӗнле вӑл «япала пуҫтарма»? Мӗн сӳпӗлтететӗн эсӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пуҫне никам асӑрхамалла мар йӑлт сӗлтсе, Нестеренко кубанкине куҫ харшисем ҫинех антарса лартрӗ те васкамасӑр сухаласа пӑрахнӑ нӳрлӗ пусӑ урлӑ утса кайрӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫур ҫӗр иртсен ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тӑрӑх ҫумма-ҫуммӑн хура ҫӑра пӗлӗтсем чупма пуҫларӗҫ, кӗркуннехи пек йӑлӑхтармӑш, вӗтӗ ҫумӑр вӗтӗртетрӗ, часах вара ҫеҫен хирте тарӑн та нӳрлӗ нӳхрепри пекех тӗттӗм, сулхӑн та шӑп пулса тӑчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ывӑлӑм, мӗн тери хӑрушӑ, вӗсем сана нӳрлӗ ҫӗр айне кӗртсе вырттарчӗҫ!
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Вара ҫак пӗчӗккӗ те нӳрлӗ ӑвӑс катинче Ромашовпа эпир иксӗмӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.И мы с Ромашовым остались одни в маленькой мокрой осиновой роще.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Нӳрлӗ тутӑрпа сӑтӑрӑннине шута илмесӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тулта сулхӑнрах-ха, йывӑҫ айӗсенчен нӳрлӗ хура сӗмлӗх кайсах пӗтмен, анчах вӗсен тӑрринчен ешӗл ҫулҫӑсем тӑрӑх ялтӑравлӑ ҫутӑ, ылтӑн-пӑхӑрӑн ҫуталса, майӗпен юхса анать.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пурте темӗн пуласса кӗтеҫҫӗ, пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ, манӑн аялалла подвала анмалла, тӗттӗмре нӳрлӗ стенасенчен тытӑнса пымалла.Все ждут чего-то, говорят шёпотом, и нужно идти вниз, в подвал, ощупывая в темноте отсыревшие стены.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951