Поиск
Шырав ĕçĕ:
26. Эсир вара Эпӗ панӑ йӗркемсене, Манӑн саккунӑмсене тытса тӑрӑр, ҫав йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗрне те эсир хӑвӑр та, сирӗн хушшӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та ан тутӑр, 27. ку мӗнпур йӗрӗнчӗк ӗҫе ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсем туса тӑчӗҫ те, ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ; 28. ӑна эсир те ирсӗрлентере пуҫласассӑн, ҫӗр ҫакӑнта сирӗнтен малтан пурӑннӑ халӑхсене сирсе ывӑтнӑ пек, сире те хӑй ҫийӗнчен сирсе ан ывӑттӑр; 29. кам та кам ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫсене тӑвас пулсассӑн, ҫавна тӑваканӗн чунне хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Нимӗнле выльӑхпа та ан вырт, [вӑрлӑхна] юхтарса унпа ан ирсӗрлен; хӗрарӑм та выльӑхпа пӗтӗҫесшӗн пулса ун умне ан тӑтӑр: ку ирсӗр ӗҫ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Арҫынпа хӗрарӑмпа выртнӑ пек ан вырт: ку йӗрӗнчӗк ӗҫ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Амӑшӗпе хӗрӗн ҫарамасне ан уҫ; унӑн ывӑлӗн хӗрне, хӗрӗн хӗрне илсе вӗсен ҫарамасне ан уҫ, ку йӗркесӗр ӗҫ: вӗсем унпа пӗр ӳтпе пӗр юнран пулнӑ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑвӑн пиччӳ, шӑллу арӑмӗн ҫарамасне ан уҫ, ку — пӗртӑванун ҫарамасӗ.16. Наготы жены брата твоего не открывай, это нагота брата твоего.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑн аҫу, хӑвӑн аннӳ ҫарамасне ан уҫ, ку — санӑн аннӳ, унӑн ҫарамасне ан уҫ.7. Наготы отца твоего и наготы матери твоей не открывай: она мать твоя, не открывай наготы ее.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Чирӗ чулсене хайӑрса кӑларса, пӳрте хырса тухса ҫӗнӗрен шӑлнӑ хыҫҫӑн та палӑрать, ҫеҫкеленсе тӑрать пулсассӑн, 44. священник пырса пӑхӗ те, эхер те пӳрт ҫинчи чир сарӑлнӑ пулсассӑн, апла ку — ҫиекен тилҫе, вӑл пӳрт таса мар; 45. ҫав пӳрте ҫӗмӗрмелле, унӑн чулӗсене, йывӑҫне, ӑна шӑлнӑ мӗнпур тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкмалла; 46. пӳрт питӗрӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра унта кам та кам кӗрет, ҫавӑ каҫченех таса мар; 47. кам ҫав пӳртре ҫывӑрать, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ]; кам ҫав пӳртре апат ҫиет, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ].
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Чирӗ тумтир ҫинче е кумӑ, е ураҫҫи ҫинче, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинче каллех палӑрать пулсассӑн, ку вӑл амаланакан чир: чир ернӗ япалана вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн ӳт-тирӗ ҫинче пӑнчӑсем, шурӑ пӑнчӑсем, пулсассӑн, 39. священник вӗсен ӳт-тирӗ ҫинчи пӑнчӑсем шупка шурӑ иккенне курсассӑн, ку — ӳт ҫине тухнӑ тимре анчах: ҫав ҫын таса.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах ун ҫинче ӳчӗ какайланса тӑрать пулсассӑн, вӑл таса мар; 15. ӳчӗ какайланса тӑнине курсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ; какайланса тӑни таса мар: ку — тилҫе.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Камӑн та пулин ӳчӗ ҫинче тилҫе пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пымалла; 10. священник ӑна пӑхса тухӗ, ӳчӗ ҫинчи шыҫҫи шурӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, шыҫӑ какайланса тӑрать пулсассӑн, 11. ку — унӑн ӳчӗ ҫинче тахҫанах пуҫланнӑ тилҫе; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ те хупса лартӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл таса мар.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Священник патне тасалма пырса кайнӑ хыҫҫӑн тимре унӑн ӳчӗ тӑрӑх сарӑла пуҫласассӑн, унӑн тепӗр хут священник патне пымалла; 8. тимре унӑн ӳчӗ тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Моисей] вара Елеазарпа Ифамара — Ааронӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене — питӗ хытӑ ҫилленнӗ, вӗсене каланӑ: 17. мӗншӗн эсир ҫылӑх парнине сӑваплӑ ҫӗрте ҫимерӗр? вӑл аслӑ сӑваплӑ япала-ҫке! ӑна сире халӑх ҫылӑхӗсене каҫарма, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатма панӑ; 18. акӑ унӑн юнне сӑваплӑ вырӑна шала илсе кӗмен, мана хушнӑ пек, сирӗн ку парнене сӑваплӑ ҫӗрте ҫимеллеччӗ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫана кӳмелли канӑҫлӑх парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: 12. кам та кам ҫав парнене Турра тав туса кӳрет, тав парнипе пӗрле вӑл йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрсе тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусем, йывӑҫ ҫӑвӗ витернӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ тата йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӑрнӑ ҫӑкӑрсем кӳтӗр; 13. тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни панӑ чухне пашалусемсӗр пуҫне вӑл тата йӳҫӗлле ҫӑкӑр илсе пытӑр; 14. вӑл хӑй кӳрекен мӗнпур парнинчен хӑшне те пулин пӗрне Ҫӳлхуҫана кӳтӗр: ку канӑҫлӑх парни юнӗпе сирпӗтекен священника тивӗҫлӗ; 15. тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнийӗн ашне парне кӳнӗ кунах ҫисе ямалла, ӑна ирччен хӑвармалла мар.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӳкӗнӗҫ парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 2. ӳкӗнӗҫ парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пуснӑ вырӑнта пусас пулать, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухмалла; 3. парне кӳрекенӗ парне ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвне, хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, 4. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пымалла; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 5. вара священник ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ; ку вӑл — ӳкӗнӗҫ парни.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 25. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: ҫылӑх парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: ҫылӑх парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пусакан вырӑнта, Ҫӳлхуҫа умӗнче, пусас пулать; ку вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 26. ӑна ҫылӑх парни кӳрекен священник ҫимелле; ӑна сӑваплӑ ҫӗрте, пуху чатӑрӗн картишӗнче, ҫисе ямалла; 27. ҫак парне ашӗ ҫумне кирек мӗн сӗртӗнсессӗн те, вӑл тасалӑх тивлечӗ илӗ; унӑн юнӗ тумтир ҫине сирпӗннӗ пулсассӑн, сирпӗннине сӑваплӑ ҫӗрте ҫуса тасат; 28. ӑна пӗҫернӗ тӑм савӑта ҫӗмӗрес пулать; ӑна пӑхӑр савӑтра пӗҫернӗ пулсассӑн, савӑтне тасатас пулать, унтан шывпа ҫӑвас пулать; 29. ӑна священник йӑхӗнчи пур арҫын та ҫиме пултарать: вӑл — [Ҫӳлхуҫанӑн] аслӑ сӑваплӑ япали; 30. анчах ҫылӑх парнийӗн юнне пуху чатӑрне сӑваплӑ вырӑнта тасатмашкӑн илсе кӗнӗ пулсассӑн, ҫав парнене ҫиме юрамасть; ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 20. Аарона ҫу сӗрсе суйланӑ кун Ааронпа унӑн ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне акӑ ҫакӑ: яланхи парне валли пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне кӳмелле, ҫуррине — ирхине, ҫуррине каҫхине кӳмелле; 21. ӑна ҫатма ҫинче йывӑҫ ҫӑвӗпе хатӗрлес пулать; ӑна йывӑҫ ҫӑвӗ витерсе, тырӑ-пулӑ парнине татӑкӑн-татӑкӑн хуҫнӑ пек, татӑкӑн илсе пыр; унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; 22. Аарон вырӑнне унӑн ывӑлӗсенчен ҫу сӗрсе суйланӑ священник та ҫапла тутӑр: ку — Ҫӳлхуҫа ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тырӑ-пулӑ парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: [священниксем] Аарон ывӑлӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа умне парне вырӑнӗ патне илсе пымалла; 15. [священник] тырӑ-пулӑ парнинчен тулӑ ҫӑнӑхӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ тата парне ҫинчи мӗнпур ливанне ывӑҫласа илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫана халалласа кӳрекен парне; 16. унӑн юлашки юлнине Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫиччӗр; ӑна тутлӑлла пӗҫерсе сӑваплӑ вырӑнта ҫимелле, ӑна пуху чатӑрӗн картишӗнче ҫиччӗр; 17. ӑна йӳҫӗтсе пӗҫермелле мар.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.