Поиск
Шырав ĕçĕ:
Калаҫу вара паха та ырӑ-хисеплӗ япаласем ҫинчен пулсан, Иван Иванович, кашни сӑмах хыҫҫӑнах пуҫне кӑшт сулса, ассӑн сывласа илчӗ; хуҫалӑх ӗҫӗсем ҫинчен пулсан вара пуҫне хӑйӗн пит-куҫне темле пӗркелесе чалӑштаркаласа илет, унӑн пичӗ-куҫӗ ҫине пӑхнипех вара дыньӑсем мӗн тери пысӑк пулнине те, хӑйӗн картишӗнче чупакан кӑрккасем мӗнле мӑнтӑр пулнине те лайӑхах пӗлнӗ пек туйӑнать.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ирхине ирех темле хӑна килчӗ, кӗрнеклӗскер, хӗрлӗ сӑхманпа, Данило ҫинчен ыйтса пӗлет; каласа панине илтет те вӑл ҫаннипе куҫҫулӗсене шӑлать, хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илет.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Йӑлтах халран кайрӗ ӗнтӗ вӑл, ӳркевлӗн, пӗр вырӑнта ҫеҫ тӑпӑртаткаласа илет, ҫапах та, хӑй шухӑшӗпе, горлица ташлатӑп тет ӗнтӗ.Уже совсем ослабела она и лениво топала ногами на одном месте, думая, что танцует горлицу.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫивӗтлемен хура ҫӳҫӗ шур мӑйӗ тавра явӑнкаласа илет.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кун ҫути ҫиҫсе илет, хӗвел тухать, вӑл курӑнмасть; тусем хушшинче пурӑнакан ҫынсем сайра-хутра ҫеҫ такамӑн вӑрӑм мӗлки вӗлтлетсе иртнине асӑрхаҫҫӗ, анчах тӳпе янкӑр тӑрӑ, пӗр пӗлӗт татки те шуса иртмест ун ҫийӗпе.
XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кайӑк пек, унта та кунта вӗлтлерет вӑл; кӑшкӑрса илет та дамасск хӗҫӗпе сулса ярать, сылтӑмрине те, сулахайрине те турать.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Йӑлтах пӑтрашӑнса кайрӗ; анчах козак туять, пӗлет вӑл тусӗ ӑҫтине те, тӑшманӗ ӑҫтине те; пуля шӑхӑрса иртет-и — ут ҫинчен хастар юланутҫӑ татӑлса анать; хӗҫ вӑшлатса илет, — пуҫ ҫӗрелле ыткӑнать, ӑнланмалла мар чӗлхипе калаҫса илет.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Куҫӗсем хӗм сапаҫҫӗ; хӗҫӗ, хӑй ҫумне ҫапӑнкаласа, чӑнклатса илет.
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Курать пан Данило, светлицӑра уйӑх ҫути, ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшаҫҫӗ, тӗксӗмрех кӑвак тӳпе вӗлтлеткелесе илет, каҫхи сывлӑш сиввине те уҫҫӑнах туйса илчӗ вӑл.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чӳрече витӗр инҫетре тусем ялкӑшни, Днепр ҫутӑлса выртни курӑнать; Днепр леш енче вӑрман кӑвакарать; ҫӳлте пӗлӗтрен тасалнӑ каҫхи тӳпе вӗлтлеткелесе илет.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ун умӗнче чӗтресе тӑратӑп пек, хӑратӑп пек, ун сассине илтмессерен пӗтӗм ҫан-ҫурӑм нӑйкӑшса илет пек.Будто я стояла перед ним, дрожала вся, боялась, и от каждого слова его стонали мои жилы.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫӗрле вӑранать те ҫӑлтӑрлӑ ҫӳл тӳпене пӑхать, ҫӗрлехи сивӗ шӑм-шакне ҫӑмӑллатать, ҫӳҫентерсе илет.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл йӗрсем ҫине пӑхса, пан Данило, юри тунӑ паллӑсем ҫине пӑхса илнӗ хыҫҫӑнхи пекех, хӑй хӑҫан тата кампа тытӑҫса ҫапӑҫнисене аса илет.Глядя на них, пан Данило как будто по значкам припоминал свои схватки.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хушӑран вӑл чарӑнкаласа тӑрать, ҫурӑмне хыҫкаласа илет, «ыраттарса пӗтерчӗ шуйттан тимӗрҫи», тет те, вара каллех малалла утать.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл шуралса ларнӑ сухалӗпе уссийӗсем витӗр ӑшшӑн кулкаласа илет.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Шуйттан урлӑ та пирлӗ сиккелесе илет, шӑннӑ аллисене мӗн чухлӗ те пулин ӑшӑтас тесе, вӗркеле-вӗркеле илет.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тухатмӑш ҫак хушӑра ҫав тери ҫӳле улӑхма ӗлкӗрчӗ, халь ӗнтӗ вӑл тӳпере хура пӑнчӑ пек ҫеҫ вӗлтлеткелесе илет.А ведьма между тем поднялась так высоко, что одним только черным пятнышком мелькала вверху.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чӳречесем умне йӗкӗтсем тухман-ха; пӗр уйӑх ҫеҫ вӑрттӑн пӑхкаласа илет унталла; капӑр тумланнӑ хӗрсене хӑвӑртрах урама, кӑчӑрти юр ҫине тухма чӗнет тейӗн.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Турӑҫӑм, ӑна пӗтӗм Миргород пӗлет! ҫитменнине тата, калаҫнӑ чух вӑл, малтан кирек хӑҫан та пӳрнипе шачлаттарса илет те пилӗкне ярса тытать…
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чӑнах иккен, арӑмӗ кӗнчеле арланӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ, йӗкине тытса ларать, ларнӑ ҫӗртех тата сак ҫинче сиккелесе илет.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.