Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл таса, тата вӑл лӑпкӑ, сӑпайлӑ, кӳнтем, вӑл питӗ хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать, тӳррипе пырать, икӗ питлӗ хӑтланмасть.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хуйхӑ-суйхӑ тӳссе пурӑнакан тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене пулӑшса тӑрсан, тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен сыхланса тӑрсан, ҫавӑ вара Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ пурӑнни пулать.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ: 26. «кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 27. ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа эпӗ яланах Турӑ умӗнче те, ҫын умӗнче те таса кӑмӑллӑ пуласшӑн тӑрӑшатӑп.16. Посему и сам подвизаюсь всегда иметь непорочную совесть пред Богом и людьми.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Павел синедрион ҫыннисем ҫине пӑхса каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмсем! эпӗ ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм, тенӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27-28. Ҫичӗ кун иртсе пынӑ чухне Асия иудейӗсем Павела Турӑ Ҫуртӗнче курнӑ та, пӗтӗм халӑха пӑлхатса: эй Израиль ҫыннисем, пулӑшӑр! ҫак ҫын пур тӗлте те пурне те халӑха хирӗҫ, саккуна хирӗҫ, ҫак вырӑна хирӗҫ вӗрентет; ҫитменнине тата эллинсене Турӑ Ҫуртне илсе кӗрсе, ҫак таса вырӑна ирсӗрлетрӗ! тесе кӑшкӑрашнӑ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем патӗнче эпир чылай кунах пурӑнтӑмӑр, ҫав хушӑра Иудейӑран Агав ятлӑ пӗр пророк ҫитрӗ, 11. пирӗн патӑмӑра кӗрсессӗн вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑй алли-урине ҫыхса каларӗ: Таса Сывлӑш акӑ ҫапла калать: «ҫак пиҫиххи хуҫине иудейсем Иерусалимра ҫапла ҫыхса суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ» тет, терӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫапла ӗнтӗ эсир хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, пӗтӗм кӗтӗве те астуса тӑрӑр: Туррӑн ӗненекен ушкӑнне, Чиркӗве, кӗтме Таса Сывлӑш сире пӑхса тӑракансем тунӑ: Ҫӳлхуҫа ҫав ушкӑна, Чиркӗве, Хӑй юнне тӑкса илнӗ.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акӑ ӗнтӗ Сывлӑш хушнине пӑхӑнса, эпӗ Иерусалима каятӑп, унта хам мӗн курассине пӗлместӗп; 23. анчах эпӗ тӗрмепе хӗн-хур курассине Таса Сывлӑш мана кашни хуларах пӗлтерет.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Павел вӗсем ҫине аллине хурсассӑн, вӗсем ҫине Таса Сывлӑш аннӑ та, вӗсем урӑхла чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ, пророкла та калаҫнӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӑна: эпир Таса Сывлӑш пур тенине те илтмен, тенӗ.Они же сказали ему: мы даже и не слыхали, есть ли Дух Святый.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл вӗсене каланӑ: ӗненме пуҫласассӑн сирӗн ҫине Таса Сывлӑш анчӗ-и? тенӗ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та лешӗсем хирӗҫ тӑнӑран, усал сӑмахсемпе хӑртнӑран вӑл, хӑйӗн тумтирне силлесе, каланӑ вӗсене: сирӗн юнӑр — хӑвӑр пуҫӑр ҫинче; эпӗ таса; паянтан вара суя тӗнлисем патне каятӑп, тенӗ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мисия патне ҫитсессӗн, вӗсем Вифиние каяс шухӑш тытнӑ, анчах Таса Сывлӑш вӗсене унта яман.7. Дойдя до Мисии, предпринимали идти в Вифинию; но Дух не допустил их.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Таса Сывлӑш вӗсене Турӑ сӑмахне Асийӑра вӗрентсе ҫӳреме паман, ҫавӑнпа вӗсем Фриги ҫӗрӗпе Галати ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫапла ӗнтӗ эпир сирӗн патӑра Иудӑпа Силана ятӑмӑр; вӗсем сире ҫакна сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ: 28. Таса Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине чи кирлисӗр пуҫне урӑх ҫӗклем хурасшӑн мар, 29. сирӗн йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланмалла, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Этем чӗрине пӗлсе тӑракан Турӑ пире панӑ пек, вӗсене те Таса Сывлӑш парса, вӗсене Хӑй кӑмӑл тунине пӗлтерчӗ; 9. Вӑл пирӗнпе вӗсен хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та курмасть, мӗншӗн тесессӗн вӗсен чӗрине ӗненӳпе тасатрӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Вӗренекенсем вара пӗтӗм чун-чӗререн савӑннӑ, вӗсем Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пынӑ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Павел теекен Савл Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, ун ҫине вирлӗн пӑхса 10. ҫапла каланӑ: эй шуйттан ывӑлӗ, пӗтӗм тӳрӗлӗх тӑшманӗ! эсӗ тӗрлӗ ултавпа та усаллӑхпа тулса ларнӑ! Ҫӳлхуҫанӑн тӳрӗ ҫулӗнчен аташтарса яма чарӑнӑн-и?
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Варнавӑпа Савл, хӑйсене Таса Сывлӑш янӑскерсем, Селевкие ҫитнӗ, унтан карап ҫине ларса Кипра кайнӑ; 5. Саламина ҫитсессӗн вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсен синагогисенче вӗрентнӗ; пулӑшса тӑма хӑйсемпе пӗрле Иоана та илсе ҫӳренӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.