Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2007 ҫула пирӗн ҫӗршывра Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ.

2007 год в Нашей стране объявляли Годом семьи.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ӑста тухтӑр больницӑри 35 ҫула ҫитмен специалистсен «Ҫамрӑк чӗресем» общество пӗрлешӗвӗн ӗҫне те хастар хутшӑнать.

Помоги переводом

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

14 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитичченхи ҫула ҫитмен ачасене вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ӗҫе вырнаҫтарма, 3 ҫула ҫитмен ачисене килте пӑхакан амӑшӗсене професси пӗлӗвӗ илме тата вӗсен квалификацине ӳстерме пулӑшать.

Помогает несовершеннолетним от 14 лет до 18 лет устраиваться на работу в свободное от учебы время, матерям находящимся в отпуске по уходу за ребенком до 3-х лет получить профессиональное образование и повысить их квалификацию.

Ӳркенмен ҫын валли ӗҫ тупӑнать // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Сӑмах май, паян Тутарстанӑн тӗп хулинче 18 ҫула ҫитмен 180600 ача пурӑнать.

Помоги переводом

Ҫӗр чӑмӑрне ачасене парнелер // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Акӑ ӗнтӗ 4 ҫула яхӑн ялта чиркӳ лартма пикенеҫҫӗ.

Вот уже около 4 года пытаются построить церковь.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Пӗррехинче ҫапла пурте хаклӑ хӑнасем вӑрӑм ҫула кӗскетсе аван ҫитнӗ ятпа сӗтел хушшине лартӑмӑр.

Однажды, так встречая дорогих гостей, уменьшая путь, засластившую дорогу, сели за стол.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Часах шӑллӗ Микулай ӗнине ҫавӑтса Хулаҫырминчен Элкел районӗнчи Тӑмпана ҫуранах ҫула тухать, ӗнине ҫул ҫинче ҫитере-ҫитере пӗр уйӑхра ҫитет вӑл.

Помоги переводом

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ҫапла ҫемьери чи асли Елена Васильевна 13 ҫулти Октябринӑпа 10 ҫулти Вальӑна илсе инҫе ҫула – Элкел районне – ҫул тытать.

Помоги переводом

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Виҫӗ ҫула яхӑн декрет отпускӗнче пулнӑ хыҫҫӑн спорта таврӑнма ҫӑмӑлах мар, ҫапах манӑн кӗрешме вӑй пур.

После трехлетнего декретного отпуска не легко возвращаться в спорт, но все же у меня есть силы бороться.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Хӑйсен ӑсталӑхне ӳстерес тӗллевпе Санарпуҫ шкулне тренировкӑна ҫӳреҫҫӗ, — ҫула май тенӗ пек уҫӑмлатрӗ директорӑн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Людмила Кузнецова.

Чтобы повысить мастерство ходят на тренировки в Санарпосскую школу, - как бы попутно уточнила заместитель директора по учебной части Людмила Кузнецова.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ачасем ҫуллахи канӑва еплерех ирттернине вырӑна ҫитсе хамӑр куҫпа курас тӗллевпе ҫула тухрӑмӑр.

С целью узнать, как дети проводят летний отдых, увидеть все своими глазами на местах, отправились на дорогу.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Мӑшӑрӗ Матрена вара 89 ҫула кайсан ҫӗре кӗрет.

Жена Матрена умерла на 89 году жизни.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ҫула тухма мар-ха, ӑна валли тупма пулӗ.

Не в путь-дорожку, для этого можно найти выход.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Темӗн те курнӑ-чӑтнӑ хыҫҫӑн тӗрӗс пӗртен-пӗр ҫак ҫула шыраса тупрӑм.

После всего пережитого нашла эту одну единственную правильную дорогу.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

— Ара, хам миҫе ҫула ҫитнине те пӑхмалла кӑштах — кутӑн ҫавӑрсан икӗ акӑша аса илтерет вӗт!

- Ну да, надо и на свой возраст смотреть - если перевернуть, то напоминает двух лебедей лапками вверх!

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ҫапах та ку ҫула та тӳрех суйласа илмен-ха эпӗ.

Всё же, и эту дорогу я не сразу выбрала.

Все же эту дорогу я выбрала не сразу.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ҫитмӗл ҫула ҫывхарса пыратӑп.

Приближаюсь к семидесяти годам.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Амӑшӗсемпе пӗрле вӗсене шырама Лариса Ивановна та ҫула тухнӑ.

С их матерями искать отправилась в путь и Лидия Ивановна.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней