Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыттӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хыттӑн (тĕпĕ: хыттӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катя кӑштах шурса кайнӑ, пӳлӗмсенче ҫӳренӗ май хыттӑн калаҫать, мӗн тумаллине хушса кӑна тӑрать.

Решительная, бледная, она ходила, громко разговаривала, распоряжалась.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑнтӑр тӗлнелле хыттӑн шавлама, кӑшкӑрашма тытӑннине илтрӗмӗр.

Около полудни услышали мы необычайный шум и крики.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл Савельичран хыттӑн тепчесе ыйтнӑ.

Он строго допросил Савельича.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сасартӑк, хыттӑн темӗн те пӗр каласа, пире гусарсем хупӑрласа илчӗҫ.

Вдруг толпа гусаров окружила нас с ужасною бранью.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн чӗрем хыттӑн тапма пуҫларӗ.

Сердце мое сильно забилось.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак вӑхӑтра алӑк патӗнче тахӑшӗ хыттӑн пӑшӑлтатса: — Хӑшӗ? — тесе ыйтрӗ.

когда кто-то спросил в дверях громким шепотом: — Который?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сиртен ҫакна ыйтатӑп, — терӗм эпӗ хыттӑн, унтан Николай Антоныч еннелле ҫаврӑнтӑм, — хӳтӗлекенсем пулмасан, пирӗн шкулта ҫакӑн пек Ромашов пурӑнма пултаратчӗ-и?

Я вас спрашиваю, — сказал я громко и обернулся к Николаю Антонычу, — мог ли существовать в нашей школе такой Ромашов, если бы у него не было покровителей?

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та акӑ кӗтесре такам хыттӑн сывланӑ пек туйӑнчӗ маншӑн, эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та Ромашкӑна куртӑм.

Потом мне показалось, что кто-то громко дышит в углу, я обернулся и увидел Ромашку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Такамӑн алли мана хулпуҫҫирен хыттӑн ярса тытрӗ.

Чья-то рука крепко берет меня за плечо.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Уйрӑлнӑ чух аттен аллине, тахҫан пӗрле пурӑннӑ ҫын пек, хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Крепко, как хорошему знакомому, пожал руку отцу и уехал.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кремль хапхинчен шуса тухнӑ машина хыттӑн кӑшкӑртса янипе, эп каланӑ сӑмахсем пурте илтӗнмерӗҫ, анчах мана кам кирлине командир часах чухларӗ.

Громкий гудок машины, выезжавшей в это мгновение из ворот кремлевской башни, заглушил мой голос, но командир понял.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мана алӑран хыттӑн ярса тытрӗ те айккинелле ҫавӑтса кайрӗ.

Крепко, до боли, он взял меня за руку, отвел в сторону.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Залра хыттӑн, сикчӗллӗн артистсен ячӗсене вулама пуҫларӗҫ.

В зале стали громко и вразнобой читать фамилии участников.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сасартӑк Ирина Михайловна, мана темӗншӗн халиччен шиклентерсе тӑнӑ Ирина Михайловна, чипер те хастарлӑ сӑн-питлӗскер, вӗри алтупанӗсемпе мана тӑнлавран хӗссе илчӗ, ҫамкаран хыттӑн чуптурӗ.

Вдруг Ирина Михайловна, строгая и прекрасная Ирина Михайловна, которую я все время побаивалась в душе, порывисто нагнулась, сжала мне виски своими горячими ладонями и крепко поцеловала меня в лоб.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн сӑмса тӗлӗнчех Лабардан пӗр пӗчӗк хура хӑмана теприн ҫумне хыттӑн шаплаттарчӗ.

Перед самым моим носом Лабардан громко хлопнул одной черной дощечкой о другую.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Кунта-и? — хыттӑн кӑшкӑрса ыйтрӑм эп инҫетрен, хама кӗртнӗ хӗрарӑм енне ҫаврӑнса.

— Мне сюда? — громко крикнула я издали женщине, впустившей меня.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каласа пӗтерсенех пӳрнисене хуҫнӑ пек хыттӑн шӑтӑртаттарса илчӗ те, ҫакӑ вара тӗлӗнмелле пулса тухрӗ.

Странно было только, что, произнося эту речь, он вдруг громко затрещал пальцами, как будто ломая руки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яр уҫнӑ кантӑкран каҫхи урамӑн шавӗ кӗрет, васкавсӑр утса, хыттӑн пусса ҫӳрени илтӗнет — ҫынсем тротуарсем тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ.

В открытое окно доносился шум вечерней улицы, громкие неторопливые шаги по тротуару; люди шли не спеша, прогуливаясь.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Обер-секретарь, саспаллирен саспаллине аран ҫыпӑҫтаркаласа, хыттӑн ҫакна вуласа пачӗ: «Икӗ халат, пӗри миткальрен, тепри йӑрӑмлӑ пурҫӑнран ҫӗлетнӗскерсем, ултӑ тенкӗлӗх».

Обер-секретарь громогласно стал по складам читать следующее: «Два халата, миткалевый и шелковый полосатый, на шесть рублей».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хурланса макӑрса ятӑм та, ӑна хыттӑн кӑшкӑрса ятпа чӗнетӗп…

Я горько, горько заплакал и громко произнес имя моей любезной…

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней