Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лешӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Лешӗ (тĕпĕ: лешӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ ун ҫине пӑхса илчӗ.

Он мутно посмотрел на нее.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӑна, лешӗ тӳп-тӳре тӑчӗ пулин те, ӳкесрен тытнӑ пекех туйӑнчӗ.

Казалось, она поддерживала его, хотя он стоял совершенно прямо.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анна Власьевна, вӑл таврӑнасса чунтанах кӗтнӗскер, ӑна ыйтусем парса хупланӑ, лешӗ ӑна хирӗҫ аран-аран каласа панӑ.

Анна Власьевна, нетерпеливо ожидавшая ее возвращения, осыпала ее вопросами, на которые Марья Ивановна отвечала кое-как.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Ивановна кӗсйинчен хут кӑларнӑ та ӑна хӑй хутне кӗме пулнӑ палламан хӗрарӑма панӑ, лешӗ ӑна хӑй ӑшӗнче вулама тытӑннӑ.

Марья Ивановна вынула из кармана сложенную бумагу и подала ее незнакомой своей покровительнице, которая стала читать ее про себя.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Лешӗ ирхи шурӑ платьепе, каҫпа тӑхӑнакан чепчикпе тата душегрейкӑпа пулнӑ.

Она была в белом утреннем платье, в ночном чепце и в душегрейке.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Ивановна ятне ирсӗр тӑшман асӑнмарӗ: те лешӗ ӑна йышӑнманнипе кӑмӑлӗ хытнӑ, те мана та калаттарма чарнӑ шухӑш-сисӗмӗн хӗлхемӗ унӑн чӗрине те тивнӗ, — кирек-мӗнле пулсан та, комисси умӗнче Белогорскри комендант хӗрӗн ятне асӑнасси-тӑвасси пулмарӗ.

И был доволен одним: имя Марьи Ивановны не было произнесено гнусным злодеем, оттого ли, что самолюбие его страдало при мысли о той, которая отвергла его с презрением; оттого ли, что в сердце его таилась искра того же чувства, которое и меня заставляло молчать, — как бы то ни было, имя дочери белогорского коменданта не было произнесено в присутствии комиссии.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Лешӗ ун ҫине ҫӗрле пӑхса выртнӑ, Валька ӑна тӳсме пултараймасть.

Он на него смотрел ночью, а Валька этого не выносит.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лешӗ нимӗнех те асӑрхамарӗ.

Он ничего не заметил.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та Катя буфетчицӑна «нянечка» тесе йӑпӑлтатрӗ те, лешӗ вара кӑмӑлне ҫемҫетрӗ, пире пӗрер булка, тепрер стакан сивӗ чей пачӗ.

но Катя подъехала к буфетчице, назвала ее «нянечкой», и та растрогалась и дала нам по булочке и по стакану холодного чая.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, лешӗ Расщепейко пулас…

Хотя тот, кажется, был Расщепейко…

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пугачевпа лешӗ пӗр ҫынах пулнине ӗненсе, эпӗ вӑл мана хӑтарнин сӑлтавне ӑнлантӑм.

Я удостоверился, что Пугачев и он были одно и то же лицо, и понял тогда причину пощады, мне оказанной.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ кӗҫ вилсе каймарӑм лешӗ илтрӗ те: «Эй, карчӑк, кам ахлатать санӑн унта?» — тет.

Я так и обмерла, он услышал: «А кто это у тебя охает, старуха?»

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуҫӗсене силлекелесе, вӗсем Пугачев алли патне пыра-пыра кайрӗҫ, лешӗ вӗсене, каҫару парса, хӑйӗн шайкине йышӑнать.

Они, отряхиваясь, подходили к руке Пугачева, который объявлял им прощение и принимал в свою шайку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ултавҫӑ казак, хӑй ҫӳресе таврӑннӑ хыҫҫӑн юлташӗсене каласа панӑ тӑрӑх, пӑлхавҫӑсем патӗнче пулнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗпе паллашнӑ, лешӗ ӑна хӑй умне чӗнтерсе нумайччен калаҫнӑ.

По возвращении своем лукавый казак объявил своим товарищам, что он был у бунтовщиков, представлялся самому их предводителю, который допустил его к своей руке и долго с ним разговаривал.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ман шутпа, Николай Антоныч патне, — хуравларӗ лешӗ, манӑн мулкача ачашшӑн кӑна чӳрече ҫине лартса.

— К Николаю Антонычу, по-моему, — ответил тот, осторожно ставя на подоконник моего зайца.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑван мар атте пӳртре каллӗ-маллӗ ҫӳрет, хӑй ҫийӗнчи гимнастеркине шалӗсене шатӑртаттарса хывма хӑтланать, лешӗ йӗпе пирки ҫурӑмӗ ҫине ҫыпӑҫса ларнӑ та хывӑнмасть.

Отчим метался по дому, на ходу стаскивал с себя гимнастерку. Скрипя зубами, он стаскивал ее, а она не шла, облепила спину.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав вӑхӑтрах ватӑ есаул алӑк патне пычӗ те ӑна ятран чӗнчӗ, лешӗ сасӑ пачӗ.

В это время старый есаул подошел к двери и назвал его по имени; тот откликнулся.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсӗ кама шыратӑн, тӑванӑм? — тесе ыйтнӑ Вулич, лешӗ тӳрех: — Сана, — тенӗ те ҫавӑнтах ӑна хӗҫпе ҫапса хул пуҫҫийӗнчен чӗри патне ҫитиччен касса татнӑ.

Вулич сказал: «Кого ты, братец, ищешь» — «Тебя!» — отвечал казак, ударив его шашкой, и разрубил его от плеча почти до сердца…

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Халь те ас тӑватӑп-ха, сӗтел ҫинчен черви туз картне илтӗм те ҫӳлелле ывӑтрӑм: пурте сывлами пулчӗҫ; куҫсем пурин те, сехӗрленнипе тата тем курас пуррине пӗлес килнипе, пистолет патӗнчен вилӗм тузӗ ҫинелле пӑхаҫҫӗ, лешӗ сывлӑшра пӑлтӑртатса ҫаврӑнса васкамасӑр анать: вӑл сӗтел ҫумне перӗннӗ самантра Вулич пистолет пускӑччине вӗҫертрӗ те… осечкӑ!..

Я взял со стола, как теперь помню, червонного туза и бросил кверху: дыхание у всех остановилось; все глаза, выражая страх и какое-то неопределенное любопытство, бегали от пистолета к роковому тузу, который, трепеща на воздухе, опускался медленно; в ту минуту, как он коснулся стола, Вулич спустил курок… осечка!

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫиччӗллине патӑм сана, — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл ӑна, вӑрманти тӑшмана хӗссе кӑларма пуҫланӑ салтаксем хушшинче курсан, унтан ҫывӑхарах пырса, вӑл хӑйӗн кошелекӗпе бумажникне кӑларнӑ та, лешӗ кунӑн парӑмне йышӑнасшӑн пулмасан та, укҫине тыттарса хӑварнӑ.

— Семерка дана! — закричал он, увидав его наконец в цепи застрельщиков, которые начинали вытеснять из лесу неприятеля, и, подойдя ближе, он вынул свой кошелек и бумажник и отдал их счастливцу, несмотря на возражения о неуместности платежа.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней