Поиск
Шырав ĕçĕ:
164. Патшалӑх Канашӗн депутачӗ объективлӑ сӑлтавсене пула хӑйӗн арӑмӗн (упӑшкин) тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратма май ҫукки ҫинчен ҫырнӑ заявление пӑхса тухмалли комисси ларӑвне Патшалӑх Канашӗн заявлени ҫырнӑ депутатне чӗнеҫҫӗ, вӑл комиссине хӑйӗн заявленийӗ ҫумне хушма материалсем тӑратма тата вӗсене ӑнлантарса пама пултарать.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Кашни эрне кун шкулсен микрорайонӗсенчи йӗркене тӗрӗслеме рейдсем, кризислӑ лару-тӑруран тухмалли тата ҫул ҫитменнисен хушшинче пӳкле вилӗмпе вилессине пӗтерме семинарсем йӗркелеҫҫӗ.
Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Районти ял поселенийӗсен Патӑрьелти «Полигон» ОООпа ҫӳп-ҫап турттарса тухмалли ҫинчен килӗшӳ пур.
Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
7. Вӑл вара мана каларӗ: эхер те эпӗ санран тинӗс варринче пурӑнмалли вырӑн миҫе е тӗпсӗр авӑр никӗсӗнче миҫе ҫӑлкуҫ, е тӳпере миҫе шыв ҫулӗ, е райӑн хапхисем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсассӑн, 8. эсӗ, тен, мана: эпӗ тӗпсӗр авӑра та анса курман, тӳпене те нихӑҫан та улӑхман, тамӑкран тухмалли вырӑн ӑҫтине те пӗлместӗп, тенӗ пулӑттӑн.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эхер те вӑл хӑй еткерлӗхӗнчен пӗр-пӗр чурине ҫӗр парсассӑн, ҫак парне чура аллинче ирӗке тухмалли ҫулччен ҫеҫ пулать, кайран ҫӗр каллех аслӑ пуҫлӑх патне таврӑнать.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: этем ывӑлӗ! пурне те чӗрӳ патне ил, куҫупа пӑх, хӑлхупа итле, Эпӗ сана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӗтӗм йӗрки ҫинчен, унӑн пӗтӗм саккунӗ ҫинчен каланине пурне те итле; Турӑ Ҫуртне кӗмелли, сӑваплӑ вырӑнтан тухмалли пур вырӑна та чӗрӳ патне ил, терӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн умӗнче тавӑҫӑм ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм, тӳрре тухмалли сӑмахӑм туллиех тупӑнӗччӗ манӑн; 5. Вӑл мана мӗнле хуравланине пӗлӗттӗм, Вӑл мӗн каланине ӑнласа илӗттӗм.
Иов 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор патшана ларни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вӑл Ассири халӑхне тытса тӑрса аслӑ Ниневи хулинче патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Миди халӑхне тытса тӑрса Екбатан хулинче патшара ларакан Арфаксад вӑхӑтӗнче пулнӑ; 2. ҫак патша Екбатан тавра чутланӑ чултан хӳме тыттарса ҫавӑрттарнӑ, чулӗсен хулӑнӑшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ ултӑ чике пулнӑ; хӳми ҫӳллӗшне ҫитмӗл чике, сарлакӑшне аллӑ чике тутарттарнӑ, 3. хапхисен тӑррине ҫӗр чике ҫӳллӗш пашнесем ларттарнӑ, вӗсен никӗсӗ утмӑл чике сарлакӑш чухлӗ пулнӑ; 4. вӑл хӑйӗн вӑйлӑ ҫарӗ тата йӗркеленсе тӑнӑ ҫуран ҫарӗ тухмалли хапхасем тутарнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ ҫитмӗл чике, сарлакӑшӗ хӗрӗх чике чухлӗ пулнӑ, — 5. ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра Навуходоносор патша Арфаксад патшана хирӗҫ Рагав ҫӗрӗнчи аслӑ айлӑма вӑрҫӑпа тухнӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Озия Иерусалим хулинче кӗтесри хапха ҫинче, айлӑма тухмалли хапха ҫинче тата кӗтесре пашнесем тунӑ, вӗсене ҫирӗплетнӗ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иодай священник пӗр сунтӑх илнӗ, унӑн ҫӳл енне шӑтӑк тунӑ, вара ӑна парне кӳмелли вырӑн ҫумне, сылтӑм енне, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗрсе тухмалли алӑк енне, лартнӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ваал кӗлеткине ҫапса салатнӑ, Ваал ҫуртне тӗппипе аркатнӑ, ҫав тӗлте тула тухмалли вырӑн туса хунӑ, паян кунчченех ҫапла.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн тула тухмалли вырӑну тапӑр тулашӗнче пулмалла; 13. кӑралсӑр пуҫне сан ҫумӑнта тата пӗчӗк кӗреҫе пултӑр; тапӑр тулашӗнче ларас умӗн унпала [лакӑм] алт та кайран [унпала] хӑвӑн каяшна витсе хур: 14. Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӑлас тесе, тӑшманусене [санӑн аллуна] тытса парас тесе тапӑру хушшинче ҫӳрет, ҫавӑнпа тапӑру санӑн таса пулмалла, Вӑл сан патӑнта ирсӗр япала курса санран ан сивӗнтӗр.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳлевлӗ мероприятисенчен пуҫтарӑннӑ кӗмӗле принтер, сцена ҫине тухмалли тум туянма янӑ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Зонӑра ҫӗнтернӗ Чӑваш Республикинчи «Урожай» физкультурӑпа спорт обществи шӑматкун Елчӗкри физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен комплексӑн спорт залӗнче ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хушшинче мини-футболла выляса кӑнтӑр зонӑра мала тухмалли йӗркеленӗ турнира Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Вӑрмар районӗсенчи командӑсем хутшӑнчӗҫ.
Зонӑра ҫӗнтернӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Раҫҫей промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗн заместителӗ Александр Морозов, концерн ертӳҫи Михаил Болотин тата республикӑн патшалӑх влаҫӗн органӗсен представителӗсем йывӑрлӑхран тухмалли майсене сӳтсе яврӗҫ.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№