Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуринчен ытла хӑй ҫапла хӑюллӑ пулнӑшӑн Жиган хӑй те тӗлӗнчӗ.И больше всего удивился откуда-то внезапно набравшейся решимости сам Жиган.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Павел Петрович Базаров ҫине пӑхмасӑр ларма тӑрӑшрӗ, анчах ӑна каҫарма вӑл ҫапах та килӗшмен; вӑл хӑй чӑркӑш пулнӑшӑн, хӑйӗн ӗҫӗ ӑнманшӑн намӑсланнӑ, ку ӗҫ ҫакӑнтан лайӑхрах пӗтме пултарайманнине пӗлнӗ пулин те, хӑй пуҫарса янӑ ӗҫшӗн вӑтаннӑ.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Эпӗ сана, тусӑм, губернатор патне визитпа кайса килме канаш паратӑп, — терӗ вӑл Аркадие: — хӑвах пӗлетӗн, эпӗ кӑна, влаҫсем патне пуҫҫапма кайма кирлӗ тесе кивӗ йӑласене тытса пынипе мар, ахаль кӑна, губернатор лайӑх ҫын пулнӑшӑн кӑна калатӑп, ҫитменнине эсӗ кунти обществӑпа паллашасшӑн пулмалла…
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кусем те, лешсем те ӑна мӑнкӑмӑллӑ тесе шутланӑ; кусем те, лешсем те ӑна калама ҫук лайӑх аристократ манерӗсемшӗн, унӑн ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен илтӗнекен хыпарсемшӗн, вӑл питӗ лайӑх тӑхӑннӑшӑн, яланхи лайӑх гостиницӑн чи лайӑх номерӗсенче чарӑнса тӑнӑшӑн, лайӑх апат ҫинӗшӗн, пӗррехинче Людовик-Филипп патӗнче Веллингтонпа апатланнӑшӑн, пур ҫӗрте те хӑйпе пӗрле кӗмӗл несессерпа ҫул ҫинче ҫӑвӑнмалли ваннӑ илсе ҫӳренӗшӗн; унран яланах хӑйне уйрӑм йышши «ырӑ» духи шӑрши кӗнӗшӗн; вистла лайӑх выляса яланах укҫа янӑшӑн; юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Павел Петрович юлташӗсем ыйтнине, пуҫлӑхсем ӳкӗтленине пӑхмасӑрах отставкӑна тухнӑ та, княгиня хыҫҫӑн тухса кайнӑ; тӑватӑ ҫула яхӑн вӑл пӗрре княгиня хыҫҫӑн хӑваласа, тепре ӑна юриех куҫран ҫухатса ют ҫӗршывра пурӑннӑ; вӑл хӑйӗнчен хӑй вӑтаннӑ, хӑй ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнӑшӑн ҫилленнӗ…
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак вӑхӑтра вӑл хӑйпе ывӑлӗ хушшинчи малашнехи пурӑнӑҫӗ темӗнле йӗркесӗртерех пуласси ҫинчен шутланӑ-ши, е ҫак ӗҫе Аркадий пачах тӗкӗнмен пулсан — ӑна ытларах хисеп тунӑ пуласса туйса илнӗ-ши, хӑй ытла ҫемҫе чӗреллӗ пулнӑшӑн хӑйне ӳпкелерӗ-ши — кун ҫинчен калама йывӑр.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Аннеҫӗм мӗн каланине эпӗ илтеймерӗм, ҫитменнине тата илтесех те темерӗм; ҫакна ҫеҫ астӑватӑп: шавлӑ калаҫу пӗтсенех, аннеҫӗм мана хӑй пӳлӗмне чӗнтерчӗ те эпӗ княгиня патӗнче тӑтӑшах пулнӑшӑн питӗ кӑмӑлсӑрланса калаҫрӗ; княгиньӑна вӑл «тем тума та хатӗр хӗрарӑм» терӗ.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ нумай арҫынсем хӑйсен арӑмӗсем айван пулнӑшӑн хӗпӗртенине тата ҫак айванлӑхра ачаранах юлнӑ тасалӑха курнине пӗлетӗп.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Пӗр минут каялла вӑл кирек кама та, командира айӑплас текене, хӑех персе пӑрахма пултарнӑ, анчах халь хӑй каланӑшӑн пӑртак та пӑшӑрханмарӗ, каланӑ сӑмахсем ытла ҫемҫерех пек пулнӑшӑн хӗрхенсе илчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чи малтан вӑл хӑйӗн кӗлетки пысӑк пулнӑшӑн тарӑхрӗ.Впервые в жизни она досадовала на то, что тело у нее такое сильное да большое.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫӗр ҫинчен вӑл куҫҫульпе калаҫнӑ, анчах ҫӗре те, вӑл колхозӑн пулнӑшӑн, таптаса лапчӑтасшӑн мар, ҫук, татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса тӑкасшӑн пулнӑ, ҫӗр йынӑшнине илтесси килнӗ…
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Тӗл пулнӑшӑн питӗ хавасланатӑп-ха, — терӗ ӑна нимӗҫ вырӑсла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл Марусьӑна хирӗҫ ларчӗ, лешӗ вара тантӑшӗ хӑйпе пулнӑшӑн вӑтанчӗ пулас.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пуҫаруллӑ пулнӑшӑн мана шкул линейкинче мухтарӗҫ, командир пулма шанчӗҫ.А меня как изобретателя такого дела на школьной линейке похвалили и выбрали капитаном.
Ырӑ ӗҫсен команди // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 24 с.
Шуррисем патӗнче службӑра пулнӑшӑн сӑмах тӗкет, эпӗ ҫӗнӗ влаҫа вӑрттӑн тарӑхса пурӑнатӑп, ӑна пусма хӗвре ҫӗҫӗ чиксе ҫӳретӗп пулать.За службу белым попрекает, думает, что зло таю на новую власть, нож держу против нее за пазухой.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем пӗр окопсенче выртса тӑнӑ тахҫанхи юлташсем — кулкаласа та иккӗшӗ тӗл пулнӑшӑн хӗпӗртесе ӳксе, чылайччен пӗр-пӗрин ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ.Они долго смотрели друг на друга — старые окопные товарищи, — смеющиеся и обрадованные встречей.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫакӑ йӑлтах ырӑ мар тӗлӗк кӑна пулнӑшӑн, чӑннипе илсен, халлӗхе хӑйне нимӗн те хӑратманшӑн савӑннипе вӑл пӗр минута яхӑн иккӗмӗш хут тӗлленнӗ тӗлӗкӗ ҫинчен шухӑшласа выртать.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Ҫук, ҫапах та Лузгина кунта лайӑх хуҫа пулнӑшӑн хисеплеҫҫӗ, — шухӑшларӗ Ксени.«Нет, Лузгина все-таки уважают здесь как хозяина, — подумала она.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аслӑ ҫын иккен эсӗ, чуп тунӑ пулӑттӑм та сана ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ерҫейместӗп!Умный ты, оказывается, мужик — расцеловал бы тебя за твою доброту, да некогда!
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пайтах хӗрарӑма, хӗрсене ачашласа йӑпантӑм, лайӑх утсемпе… эх! ҫеҫенхире таптаса ҫӳрерӗм, ачасен ашшӗ пулнӑшӑн хӗпӗртерӗм, ҫынсене вӗлертӗм, хам та пайтах вилӗм ҫине кӗтӗм, кӑвак тӳпе ҫине пӑхса савӑнтӑм.
XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.