Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана тухма ирӗк пар.

Выпустите меня.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ан та чӑрман шыраса, эпӗ вӑрӑсем кӗрсе тухма пултармалла йышши амбарсем тытакан хуҫа мар, — терӗ мана атте.

— Не трудись, — сказал мне батюшка, — не таковской я хозяин, чтоб можно было в анбары мои входить и выходить воровскими лазейками.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ, ӑҫтан та пулин тухма май ҫук-ши тесе, амбара пӑхкалама тытӑнтӑм.

Я стал осматривать анбар, ища, не было ли какого-нибудь способа выбраться.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухма шутланӑ.

Помоги переводом

Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html

Ҫав ачалла шухӑш: «Е шанчӑк ҫухалсан, пурнӑҫ хушнипе карапа пӑрахса хӑварма тӳрӗ килсен, эпӗ хамӑр уҫнӑ ҫӗре ҫитӗп» терӗ, ман шутпа, вал юлашки вӑхӑтра ҫак ҫӗр пирки кӑштах тӑнран тухма пуҫларӗ пулас.

И потом эта детская, безрассудная мысль: «Если безнадёжные обстоятельства заставят меня покинуть корабль, я пойду к земле, которую мы открыли», мне кажется, последнее время он был немного помешан на этой земле.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сире, ҫакӑнта асӑннӑ ҫынсене пурне те, хӑвӑрӑн тата вӗсен ирӗкӗпе, ҫын пурӑнакан ҫӗр ҫине тухас ӗмӗтпе суднӑна пӑрахса тухма хушатӑп.

Предлагаю Вам и всем нижепоименованным, согласно Вашего и их желания, покинуть судно с целью достижения обитаемой земли.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та маншӑн ҫак дневниксене чӑтӑмлӑх генийӗ ҫеҫ вуласа тухма пултарнӑ пек туйӑнать!

Но, кажется, только гений терпения мог прочитать эти дневники!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сире тата ҫавӑнта асӑннӑ ҫынсене пурне те, хӑвӑрӑн тата вӗсен ирӗкӗпе, ҫын пурӑнакан ҫӗр ҫине тухас ӗмӗтпе суднӑна пӑрахса тухма хушатӑп…»

Предлагаю Вам и всем нижепоименованным, согласно Вашего и их желания, покинуть судно с целью достижения обитаемой земли…»

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анне, пӗр самантлӑха кӑна тухма пултаратӑн-и? — ҫиленсе каларӗ Володя, унтан тухса кайрӗ.

— Мамочка, можно тебя на минуту? — грозно сказал Володя и вышел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак карап пӗтӗм тинӗсри ишевсен историйӗнчи чи малтанхи хут, пӗр навигаци вӑхӑтӗнчех, Ҫурҫӗр тинӗс ҫулне, Татаринов капитан «Св. Мария» шхунӑпа тухма шутланӑ ҫула, ишсе тухнӑ.

Впервые в истории мореплавания прошедшего в одну навигацию Северный морской путь — путь, который пытался пройти капитан Татаринов на шхуне «Св. Мария».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, шкултан вӗренсе тухсанах, Заполярьене кайса тӗтрадьсене вуласа тухма тупа турӑм.

Я решил, что сразу же после окончания школы поеду в Заполярье и прочитаю его тетради.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Министрсен совечӗ Татаринов капитана тӗрлӗ япаласем ыйтнине пӑрахӑҫа кӑларни» — уншӑн экспедицие хирӗҫ тухма тӗп сӑлтав пулса тӑрать.

На том основании что Совет министров «отклонил просьбу капитана Татаринова об ассигновании необходимых средств».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Профессор вӑрансанах, пурте илтӗнмелле, Саньӑна диплом илмесӗр качча тухма ирӗк памастӑп, тесе пӗлтерчӗ.

Профессор, проснувшись, объявил во всеуслышание, что до защиты диплома он запрещает Сане выходить замуж.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька мана «Пӑхӑр юланутҫӑ» вуласа тухма хушрӗ, кун хыҫҫӑн вара ҫав чун туртмӗш хулана тата хӑвӑртрах каяс килекен пулчӗ.

Петька посоветовал мне прочитать «Медный всадник», и мне еще больше захотелось в этот замечательный город.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл тупӑка вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсенчен никамах та йӑтса тухма пултарайманнинчен килчӗ-и, тен.

должно быть, потому, что из родных гроб выносить было некому.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, вӑл хайӗн вилнӗ упӑшкишӗн ҫав тери нумай тӑрӑшнӑ Николай Антоныч (вӑл хӑйӗн упӑшкишӗн тӑрӑшакан ҫынна ҫеҫ, ӑна ҫеҫ качча тухма пултаратӑп тесе шутланӑ-ҫке-ха) ҫав териех айӑплӑ та чунсӑр пуласса та кӗтмен пулӗ.

Может быть, она ждала, что Николай Антоныч, который так много сделал для ее покойного мужа, так много, что только за него и можно было выйти замуж, окажется не так уж виноват или не так низок.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Саня, сана вуниккӗччен таврӑнсан Иван Павлыч кӗрсе тухма хушрӗ, — терӗ вӑл.

— Саня, тебя просил зайти Иван Павлыч, — сказал он, — Если ты придешь до двенадцати.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Генерал пире илсе тухма хушрӗ.

Генерал велел нас вывести.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ҫул тӑршшӗпех пулас допроссем пирки шухӑшласа, ответсем шыраса пытӑм; вара, тӗрӗсе тухма чи ансат тата шанчӑклӑ май, вӑл — суда тӗпӗ-йӗрӗпе чӑннине каласа пани пулать, тесе шутларӑм.

Во всю дорогу размышлял я о допросах, меня ожидающих, обдумывал свои ответы и решился перед судом объявить сущую правду, полагая сей способ оправдания самым простым, а вместе и самым надежным.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл ман денщика пӳлӗмрен тухма хушрӗ те манпа ӗҫ пурри ҫинче пӗлтерчӗ: — Мӗн вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ шикленсе.

Он выслал моего денщика и объявил, что имеет до меня дело: — Что такое? — спросил я с беспокойством.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней