Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утса (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑх хускалса илчӗ, икӗ еннелле сирӗлчӗ те, Аникей Лузгин обком секретарӗ патнелле утса кайрӗ.

Толпа зашевелилась, раскололась пополам, и по освободившемуся проходу двинулся к секретарю обкома Аникей Лузгин.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Атте, чар ҫавна часрах! — ашшӗ патнелле утса, сехри хӑпнӑ пек пӑшӑлтатрӗ Ксени, кӗпер ҫине таҫтан муртан сиксе тухнӑ Дымшакова курсан.

— Отец, останови его! — отчаянно зашептала Ксения, увидев на мосту неизвестно откуда вынырнувшего Дымшакова.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней пӳртре калле-малле утса ҫаврӑнчӗ те сентре ҫине пӑхса: — Ачасем ӑҫта пит каҫа юлнӑ вара санӑн? — тесе ыйтрӗ.

Пройдясь по избе и взглянув на полати, Корней спросил: — Где ж так поздно ребятишки твои?

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Канмасӑр, час-часах такӑна-такӑна, Корней ҫӗрекен ҫӗр улми аврисем купан-купан выртакан, типсе кайнӑ хӗвел ҫаврӑнӑш тунисем ларса юлнӑ ют пахчасен ҫатанӗсем ҫуммипе ҫаврӑнса тухрӗ, юлашки тӑкӑрлӑкран иртсе, урам урлӑ вӑраххӑн утса каҫрӗ те сасартӑк, хӑй мӗн курнине хӑй ӗненмесӗр, юпа пек хытса тӑчӗ.

Не передыхая и часто спотыкаясь, Корней обогнул плетни чужих огородов с кучками гниющей картофельной ботвы и высохшими бу-дыльями подсолнухов, миновал последний проулок, пересек улицу и вдруг ошеломленно застыл, не веря своим глазам.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Никама та тӗл пулас мар тесе, вӑл ӗнтрӗк вӑхӑтӗнчи нӳхреп пек нӳрлӗ ҫырмана анчӗ, унта туратсемпе ҫатӑрка чӑтлӑх витӗр утса, йӑлтах куршанкӑ ҫыпҫӑнса пӗтнӗскер, ҫырман тепӗр енне — таткаланчӑк та ҫӑмламас курӑклӑ, анакан хӗвел ҫути ӳкнӗ хӗрлӗ тӑмлӑ енне йывӑррӑн хӑпарчӗ.

Чтобы ни с кем не встречаться, оя спустился в сумеречный, сырой, как погреб, овраг и, продираясь сквозь цепкие заросли, весь облепленный репьями, тяжело поднялся на другой его край — обрывистый, в рваных, косматых клочьях дерна, горевший на закате красной глиной.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Матвей утса ҫӳренӗ хирте пур ҫӗрте те шалашсем пулнӑ.

Поле, по которому он бродил, было все покрыто палатками и шалашами.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Вӗсем иккӗшӗ те пӗр пӗрин куҫӗнчен пӑхнӑ, пӗри те пӗр сӑмах калайман, унтан Арина нимӗн калама пӗлеймесӗр йӗрсе янӑ, Матвей пуҫне чиксе, ҫав шухӑшпах, пӗр чӗнмесӗр хир тӑрӑх утса кайнӑ.

Оба они поглядели друг другу в глаза, оба помолчали, а затем Арина, не ответив, заплакала, а Матвей побрел молча по полю, думая все о том же.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Матвей шухӑшла-шухӑшла хӑй шалашӗ патнелле утса пынӑ та: — Арина! Арина! — тесе чӗннӗ.

— Арина, а, Арина! — в раздумье проговорил Матвей, подходя к своему шалашу.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Гришака асатте крыльца ҫинчен йывӑррӑн тайкаланса утса анчӗ.

Дед Гришака неверными шагами сошел с крыльца.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Килсемпе урамсене ҫынсемсӗр хӑварса, пурӑнмалли ҫурт-йӗрсене масар ҫинчи пек чӗмсӗр пушӑлӑхпа тултарса, хуторта темле хӑрушӑ мур хӑйӗн тискер урисемпе утса ҫӳренӗ тейӗн.

Словно мор прошел черными стопами по хутору, обезлюдив базы и улицы, пустотой и нежилью наполнив жилые постройки.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тахӑш купца магазинӗн складӗнче пӗр бидон краҫҫын тупса тухрӗ те, хура аллипе шӑрпӑк курупкине пӑчӑртаса тытса, площадь тӑрӑх утса кайрӗ.

Где-то на складе купеческого магазина достал бидон керосина и пошел по площади, зажав в черной ладони коробку спичек.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, пуҫ ҫаврӑннине тӳскелесе, лаши патне утса кайрӗ.

Григорий пошел к коню, преодолевая головокружение.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Амӑшӗ лашапа юнашар утса каять, утнӑ ҫӗртех ывӑлӗн хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллине чуптӑвать те кӳме патне чупать.

Мать идет рядом с лошадью, на ходу целует черную от загара руку сына, бежит к своей повозке.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохора ҫӑмӑлтарах пулса килчӗ, каллех малалла утса кайрӗ.

Прохору стало легче, и он снова пошел.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл урапа патӗнчен лӑнк-ланк тайкаланса утса кайрӗ.

Раскачиваясь, он пошел от арбы.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Туртисемпе тышлисене пӗлӗтелле каҫӑртса тӑракан кӳмесем хушшипе хуллен утса пынӑ чух вӑл ӳсер сасӑсене, ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫкаласа кулнине илтрӗ.

Медленно подвигаясь между повозками, мертво протянувшими к небу оглобли и дышла, услышал пьяные голоса, смех.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья кӑкӑрӗ ҫумне пысӑк мар ҫыхӑ чӑмӑртаса тытнӑ, кофтине хулпуҫҫийӗ ҫинчен уртса, Дон еннелле утса пырать.

Аксинья шла к Дону, прижимая к груди небольшой узелок, накинув внапашку теплую кофту.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казак урапа ҫитти айӗнчен винтовка кӑларса илчӗ, арӑмне аллинчен тытрӗ, ҫынсем умӗнче чуптумарӗ, арӑмӗн кӑштӑркка аллине пӗр хушӑ хӑйӗн аллинче чӑмӑртаса тӑчӗ ҫеҫ, унтан темскер пӑшӑлтатса каларӗ те дружинник хыҫҫӑн шкул еннелле утса кайрӗ.

Казак вынул из-под полсти винтовку, взял жену за руку, целоваться при людях не стал, лишь черствую женину руку на минуту задержал в своей руке, шепнул что-то, пошел следом за дружинником к хуторской школе.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эй, служивӑй! — кӑшкӑрса чӗнчӗ Прохора вӑкӑрсемпе юнашар утса пыракан старик.

Эй, служивый! — крикнул Прохору шагавший рядом с быками старик.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Поликарп тесе чӗнекенни, — кивӗ тӗн-тӗшмӗше ӗненекен ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ патвар казак, — пынӑ ҫӗртех йӗнер ҫинчен сиксе анса, тӑрантас патнелле утса кайрӗ.

Тот, кого он называл Поликарпом — высокий молодцеватый старовер, — на ходу спешивался, подходил к дрожкам.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней