Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫепӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫепӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санин ҫавӑнтах, ҫил-тӑвӑл иртсен килсе ҫитнӗ шӑплӑхпа усӑ курма шутласа, тӗлӗнмелле ҫепӗҫ те витӗмлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫларӗ; Джемма умӗнче те хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн те, ҫав тери ӗненмелле каласа парас ҫук вӑл.

Санин немедленно воспользовался наступившим штилем — и выказал красноречие изумительное: едва ли бы сумел он с таким жаром и с такой убедительностью изложить свои намерения и свои чувства перед самой Джеммой.

XXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Ҫепӗҫ кулӑ унӑн пит-куҫне, тутине ҫутатса ячӗ.

Нежная улыбка осветила ее лицо, наполнила глаза и губы.

XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ҫепӗҫ, — терӗ Таня та.

— Нежная, — повторила Таня.

IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

— Ку вӑл ҫепӗҫ наука.

— Это наука нежная.

IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

— Эпӗ мӗншӗн ҫилленетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ ытлашши ҫепӗҫ ҫынсене юратмастӑп, — терӗ Таня Филькӑна.

— Я потому сержусь, что не люблю очень вежливых, — ответила Фильке Таня.

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

— Епле ҫепӗҫ калаҫатӑн!

— Какая вежливость!

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ҫепӗҫ кӑмӑллӑ та лӑпкӑ пит-куҫлӑскер, Таньӑна вӑл хулпуҫҫинчен ҫупӑрлать, пуҫӗнчен чуптӑвать, каласса кашнинчех пӗр сӑмаха калать вӑл:

Тихая, простая в обращении, с милым лицом, она трепала Таню по плечу или целовала в голову, каждый раз повторяя одно и то же:

VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Пурте вӗсене хупӑрласа илчӗҫ, шеллеме, ҫепӗҫ сӑмахсем каласа лӑплантарма тытӑнчӗҫ, чӑматанӗсене сӑрталла йӑтса утрӗҫ, хӑйсенчен уртӑнтарса, вӗсен куҫҫулӗпе йӗпенсе пычӗҫ, короле унӑн пиччӗшӗн юлашки сӑмахӗсене каласа пачӗҫ, лешӗ вара йӑлтах пӳрнисене вылятса герцога куҫарса пычӗ, вӗсем иккӗшӗ те леш тӗнчере выртакан тир-сӑран ӑстишӗн кулянчӗҫ, тӗнчере нимсӗр тӑрса юлнӑ тейӗн.

Все собрались вокруг, стали им сочувствовать, утешали их разными ласковыми словами, потащили в гору их чемоданы, позволяли им цепляться за себя и обливать слезами, а королю рассказывали про последние минуты его брата, и тот все пересказывал на пальцах герцогу, и оба они так горевали о покойном кожевнике, будто потеряли двенадцать апостолов.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Джульетта ҫепӗҫ те йӑваш хӗр-ҫке, ача пекех вӑл, ашак евӗр ӳлеме пултараймасть.

Ведь Джульетта кроткая, милая девушка, совсем еще ребенок, она не может реветь, как осел».

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унта пӗтӗмпех ҫутӑ, ӑнланса илмелле тата юрату шӑплӑхӑн темле тӗтрипе витӗннӗн туйӑнать; унта пурте шӑпӑрт, пурте кӑмӑллӑ; унта хулан ятӗнчен пуҫласа ыттисем таранах хӗрарӑм пек ҫепӗҫ; ахальтен мар ӗнтӗ пӗр ӑна ҫеҫ Чипер ят панӑ.

Всё в ней светло, понятно, и всё обвеяно дремотною дымкой какой-то влюбленной тишины: всё в ней молчит, и всё приветно; всё в ней женственно, начиная с самого имени: недаром ей одной дано название Прекрасной.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена Инсаровпа юнашар пырса ларчӗ те ун ҫумне тӗршӗнчӗ, ӑшшӑн кулакан, ачашлакан ҫепӗҫ куҫӗсемпе ун ҫине пӑхма пуҫларӗ; пӗр юратакан хӗрарӑм куҫӗ ҫеҫ ҫавнашкал ҫуталма пултарать.

Она села возле него и прижалась к нему и стала глядеть на него тем смеющимся и ласкающим и нежным взглядом, который светится в одних только женских любящих глазах.

XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Сирӗн ырӑ та ачаш сассӑра дневальнӑйӑн: «Апата каймалла» тата «Ҫывӑрма выртмалла» тесе командӑсем панӑ чухнехи ҫепӗҫ сассипе танлаштарма пулать.

Ваш нежный голосок можно сравнить с голосом дневального, который произносит приятно звучащие команды: «На обед» и «Отбой».

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫапӑҫура салтак пулсассӑн, Тухсассӑн сывӑ каялла, Вӑл илӗ парнесем хавассӑн Чи ырӑ, ҫепӗҫ чунпала.

Боец придет из схватки жаркой, Седой от пыли, непогод, И наши скромные подарки С любовью, с радостью возьмет.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Пур хӗрача та хӑйпе ҫепӗҫ пулнине, куҫ хывнине кӑмӑллать.

 — Все девчонки любят, когда за ними ухаживают.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах эсӗ арҫын ачасем тӗлӗшпе ытла та ҫепӗҫ мар вара.

Только ты уж очень на ребят неласкова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хуткупӑс пирки Корчагина ҫамрӑксем «хӑйсен ҫынни» тесе шутлаҫҫӗ, чунлӑ ҫамрӑксен комсомола кӗрес ҫулӗсем нумайӑшӗн ҫакӑнтан, илӗртсе юрлакан хуткупӑсран пуҫланса кайрӗ: е чуна ҫӗклентерсе малалла хавхалантаракан марш кӗвви каласа, е Украинӑн хурланчӑк юррисен ачаш та ҫепӗҫ кӗввисене выляса парса, Павел вӗсене хӑй енне ҫавӑрать.

Гармонь делала Корчагина «свойским хлопцем», не одна дорожка в комсомол начиналась для чубатых парней именно отсюда, от певучей чаровницы-гармони, то страстной и будоражащей сердце в стремительном темпе марша, то ласковой и нежной в грустных переливах украинских песен.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, картузне куҫӗ ҫине пусса лартрӗ, — ҫиленсен яланах ҫапла тӑвать вӑл, — унтан чи ҫепӗҫ сӑмахсем суйласа: — Сирӗн, барышня, ӑҫталла та пулсан пӑрӑнасчӗ, — тесе хучӗ.

Он встал и, надвинув на лоб кепку, что всегда у него являлось признаком злости, проговорил, подбирая наиболее деликатные слова: — Вы бы, барышня, ушивались куда-нибудь, что ли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каҫ сӗмлӗхӗнче ҫав тери черченкӗ, чечен ҫепӗҫ кӗвӗ янӑраса кайрӗ.

Ночь наполняется чарующими звуками.

Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Кӗвви ҫепӗҫ, ачаш, кӑшт тунсӑхлӑрах, ҫав вӑхӑтрах темле пысӑк ӗмӗтлӗ кӗвӗ пулчӗ.

Мелодия нежная, ласковая, немного печальная и в то же время величественная, обнадеживающая.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Хӑҫан ҫитӗ-ши вӑхӑт, хӑҫан эсӗ мана хӑвӑн ачаш аллусемпе ҫупӑрлӑн, ҫепӗҫ юрӑсем юрласа, хӑвӑн ҫумна пӑчӑртаса ҫывӑрттарӑн?

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней