Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта Турӑ Ҫуртӗнче тав парни кӳрекенсен сасси илтӗнсе тӑрӗ: «Саваоф Ҫӳлхуҫана мухтӑр — Ҫӳлхуҫа ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе!» Эпӗ ҫак ҫӗрӗн шӑпине улӑштарӑп, пурте унчченхи пек пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ вӗсене ҫурҫӗрти ҫӗршывран илсе килӗп, вӗсене ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессинчен пуҫтарӑп; суккӑрри те, уксаххи те, йывӑр хӗрарӑм та, ҫуратакан арӑм та — питех те пысӑк йыш таврӑнӗ кунта.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн ҫӗрӗн тата унӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен ӑна, унӑн ывӑлне, ывӑлӗн ывӑлне пур халӑхсем пӑхӑнса тӑрӗҫ; кайран ӑна йышлӑ халӑхсем, аслӑ патшасем пӑхӑнтарӗҫ.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнисем ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех пулӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене тирпейлесе пытармӗҫ, вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пушхирти пӗтӗм ту ҫине ҫаратакансем, тустаракансем килнӗ — Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫити тӗппипех пӗтерет; пӗр чӗрӗ чуншӑн та тӑнӑҫлӑх ҫук.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ паян Эпӗ сана ҫак мӗнпур ҫӗр ҫинче Иуда патшисене хирӗҫ, унӑн улпучӗсене хирӗҫ, унӑн священникӗсене хирӗҫ, ҫак ҫӗрӗн халӑхне хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗлетнӗ хула пек, тимӗр юпа пек, пӑхӑр хӳме пек пулма ҫирӗплӗх патӑм.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн сӑваплӑ кунӑмра шӑматкуна уяса уруна хӑвӑн еккӳ хыҫҫӑн кайма тытса чарсассӑн, шӑматкуна хӑвӑн савӑнӑҫу, Ҫӳлхуҫанӑн таса, чыслӑ кунӗ тесессӗн, ӑна чысласа аллуна кулленхи ӗҫе тытмасассӑн, кӑмӑлу хыҫҫӑн каймасассӑн, сӑмах-юмах вакламасассӑн, 14. эсӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ савӑнӑҫ курӑн, Эпӗ сана ҫӗр тӳпине хӑпартӑп, Иаков аҫу ҫӗрӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарӑп: ҫакна Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ каланӑ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн таса та хӑватлӑ вӑйне пур халӑхсен куҫӗ умӗнче кӑтартрӗ — ҫӗрӗн мӗнпур вӗҫӗ-хӗррийӗ пирӗн Туррӑмӑр ҫӑлнине курӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ҫапла каларӗ: Иаков сыпӑкӗсене ҫӗнетме, Израилӗн йӑлкӑмне каялла тавӑрма ҫеҫ Манӑн чурам пулмӑн Эсӗ, Манӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех сарӑлтӑр тесе, Эпӗ Сана халӑхсемшӗн ҫутӑ тӑвӑп.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вавилонран тухӑр, халдейсенчен тарӑр, ҫакна хавассӑн кӑшкӑрса пӗлтерӗр, вӗрентӗр, ҫакӑ хыпара ҫӗрӗн хӗррисенех ҫитерӗр: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурине Иакова хӑтарчӗ» тейӗр.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӗрӗн никӗсне Манӑн аллӑм хывнӑ, тӳпене те сылтӑм аллӑм карнӑ; чӗнетӗп те — вӗсем Ман умӑма пырса тӑраҫҫӗ.13. Моя рука основала землю, и Моя десница распростерла небеса; призову их, и они предстанут вместе.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррисем, пурте Ман патӑма килӗр, вара ҫӑлӑнатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Турӑ, урӑххи ҫук.22. Ко Мне обратитесь, и будете спасены, все концы земли, ибо я Бог, и нет иного.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Утравсем курчӗҫ те сехӗрленсе ӳкрӗҫ, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррийӗсем чӗтреме пуҫларӗҫ.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ пӗлместӗн-им? илтмен-им ҫакна: ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине пултарнӑ ӗмӗрхи Ҫӳлхуҫа Турӑ ӗшенмест те, ырмасть те; Унӑн ӑсне пӗлсе ҫитерме ҫук.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисенчен патшана лартма юрӑхли пӗр никам та юлмӗ, улпучӗсем те ниме тӑман ҫынсем пулса кайӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӑха ӗрчетрӗн Эсӗ, халӑха ӗрчетрӗн — Хӑвна мухтава кӑлартӑн, мухтавна ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессине ҫитертӗн.15. Ты умножил народ, Господи, умножил народ, - прославил Себя, распространил все пределы земли.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа акӑ ҫӗре ҫука хӑварать, ӑна пулӑхсӑр тӑвать; ҫӗрӗн сӑн-сӑпатне улӑштарать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сапаласа ярать.1. Вот, Господь опустошает землю и делает ее бесплодною; изменяет вид ее и рассевает живущих на ней.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кирек епле мухтавӑн мӑнаҫлӑхне те намӑс кӑтартмашкӑн, ҫӗрӗн мӗнпур чаплӑ ҫыннине кӗҫӗне хӑвармашкӑн Саваоф Ҫӳлхуҫа палӑртнӑ ӑна.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пуҫкӑшӑль салатса тӑнӑ хулана, купсисем те пулин улпутсем пулнӑ, суту-илӳ тӑваканӗсем те пулин ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисем пулнӑ хулана — Тир хулине — ҫапла пуласса кам малтанах палӑртса хунӑ?
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.