Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, хама тӳрккесле килпетсӗррӗн те айӑплӑн туйса, — кунашкал туйӑм вӑл яланах чирлӗ ҫын таврашӗнче чух пулать, — чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ пусса, кравать патне асӑрхануллӑн пытӑм.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Агафья Матвеевнӑн пиччӗшӗ пӳлӗме чӗрне вӗҫҫӗн утса кӗчӗ те Обломов саламне хирӗҫ виҫӗ хутчен пуҫ тайрӗ.Братец вошел на цыпочках и отвечал троекратным поклоном на приветствие Обломова.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫаплах, — терӗ Ольга: — эпӗ шӑнӑп та — вӗрилетсе пӑрахӗ; эсӗ кунта килӗн — эпӗ пулмӑп, пирӗн пата кайӑн — чирлӗ, тесе калӗҫ; тепӗр кунне каллех ҫавӑн пек пулӗ; чӳрече хупписем питӗрӗнсе тӑрӗҫ манӑн; тухтӑр пуҫне пӑркалӗ; Катя сан патна чӗрне вӗҫҫӗн утса, макӑрса тухӗ те: чирлӗ, вилет, тейӗ пӑшӑлтатса.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пиллӗкмӗш сехет пуҫламӑшӗнче Захар асӑрханса, шавламасӑр, малти пӳлӗм алӑкне уҫрӗ те чӗрне вӗҫҫӗн утса хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ; кунта вӑл улпут пӳлӗмӗн алӑкӗ патне пычӗ те ун ҫумне хӑлхине тытса итлерӗ, кайран кукленсе ларса, ҫӑра шӑтӑкӗ витӗр пӑхрӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, Илья Ильич харлаттарнине илтсенех, хуллен, шавламасӑр вырӑн ҫинчен сиксе анчӗ те, чӗрне вӗҫҫӗн ҫенӗке тухса, улпут пӳлӗмне ҫӑрапа питӗрсе, хапха патнелле уттарчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пекех ӗнтӗ; вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, нянинчен тарать, кам ӑҫта ҫывӑрнине пурне те пӑхса тухать; чарӑнса тӑрса, кам вӑраннине, ҫӗре сурнине е ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатнине тинкерсе пӑхать; унтан, сывлама хӑраса, галерея ҫине хӑпарса каять, чӗриклетсе тӑракан хӑмасем тӑрӑх чупса ҫаврӑнать, кӑвакарчӑн йӑвине улӑхса анать, сад пахчине кӗрет, нӑрӑ сӗрленине итлет, таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнине сӑнать, курӑк ӑшӗнче темӗн чӑрклатнине итлет, ҫак шӑплӑха сирекенсене шыраса тупать; шӑрчӑк тытать, унӑн ҫуначӗсене татса пӑрахать те малалла мӗн пулнине пӑхать, е ӑна улӑм пӗрчипе витӗрех тирсе, вӑл ҫак ытлашши япалапа мӗнле вӗҫсе кайнине сӑнать; эрешмен шӑна тытса ун юнне ӗмнине киленсе кайсах, сывлӑш ҫавӑрмасӑр пӑхса тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл чӗрне вӗҫҫӗн пусса алӑк умне ҫитсе тӑчӗ, алӑка уҫрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑл малти тӗттӗм пӳлӗмри тӗкӗр умӗнче чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса хай сӑнӗ ҫине пӑхса тӑрать, хӑйӗн тӑсӑлса кайнӑ шурӑ питне, темӗнле хӑранӑ е тӗлӗннӗ пек пулнӑ куҫӗсене курсан, Петя хӑйне-хӑй хӗрхенет.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ачасем ёлка тавра кӗпӗрленчӗҫ, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, орденсем пек йӑлтӑртатакан премӗксем патнелле аллисене тӑсаҫҫӗ.Дети обступили елку и, став на цыпочки, потянулись к пряникам, сияющим, как ордена.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ылттӑн погонлӑ, хулпуҫҫи урлӑ кӑвак лента ҫакнӑ офицер халӑх пуҫӗ урлӑ темӗн курасшӑн чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса пӑхнӑ пек туйӑнать.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя чӗрне веҫҫӗн утса хапха патне пычӗ те урамалла пӑхса илчӗ.
XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ачасем, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, пилӗк тӗлтен сургучпа пичетленӗ пакет ӳкерчӗкӗ туса хунӑ тимӗр ещӗке хӑйсен ҫыруне ячӗҫ.
XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гимназие кайнӑ чухне йӗпе курӑк тӑрӑх чӗрне вӗҫҫӗн утса, Петя ҫав хӑрушӑ вырӑна пычӗ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ашшӗ ун патне пӗшкӗнсе, чӗтрекен тутисемпе питӗнчен хуллен чуп турӗ, вара алӑка хытӑ хупса чӗрне вӗҫҫӗн тухса кайрӗ.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӳҫне кастарни кӑна та марччӗ-ха, вӑл хӑй те йӑлтах улшӑннӑччӗ, анчах манӑн халь ун ҫинчен шухӑшлассӑм килмерӗ, умра мӗн пурри пурте вӗҫсе тӑчӗ, пурте таҫта шурӑ — эпир хамӑр та, тирпейлесех ҫитермен пӳлӗмсем те, унта Катьӑн уҫнӑ чӑматанӗ те — эпӗ чӳречерен шакканӑ чух вӑл унтан темӗн илетчӗ пулас, — ҫавӑнтан тата пӗр кӗтесре тутӑрпа сухалне шӑлкаласа тӑракан доктор та, вӑл кунтах тӑнӑ пулнӑ иккен, унтан чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа тухса каясшӑнччӗ, эпӗ ӑна ямарӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петя, хыҫалтан систермесӗр пырса, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленсе тӑчӗ те ҫав япалана курчӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав самантрах ҫывӑрса кайнӑ вара эпӗ, тахӑшӗ чӗрне вӗҫҫӗн утса пырса, ҫав кун мӗн-мӗн пулса иртни ҫине хулӑн та питӗ одеялпа витнӗ пекех туйӑнчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Е вӑл вилнӗ пулсан, сӑмахпа та ӗҫӗмпе те чӗрне хури чухлӗ те ман айӑпӑм ҫук!Если он погиб, не виноват я в этой смерти ни словом, ни делом!
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Вӑл мана пӗлетӗп терӗ-и вара? — ыйтрӑм эпӗ, хам пӳлӗмрен чӗрне вӗҫҫӗн тухса Берта патне каялла таврӑнсан.— Он сказал, что знает меня? — спросила я, выйдя на цыпочках и вернувшись к Берте.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вӑратас тесе чӗнтӗм ӑна, анчах ҫавӑнтах хӗрхенсе кайрӑм, ун умне чӗрне вӗҫҫӗн пӗшкӗнсе лартӑм та ӑна ҫывӑхранах пӑхма тытӑнтӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951