Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрпӳртсем патӗнче типӗтнӗ пулӑн ҫутӑ кӑвак хупписем, така шӑммисем, хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкӗсем, чикаркка тӗпӗсем, темле ланчашкасем йӑваланса выртаҫҫӗ; туратсем ҫинче ҫуса тасатнӑ чӑлхасем, аялтан тӑхӑнакан пир кӗпе-йӗм таврашӗсем, пуртенккесем, хӗрарӑм кӗписемпе юбкисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ…
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Туратсем ҫинчен тумла патлатса ӳкет, ҫӗршӗннӗ ҫулҫӑсен сийӗ айӗнче ӑшӑннӑ тӑпра таранах юра шӑтарса кӗрет.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон йӑлӑмӗнче шыв айне пулнӑ ҫӳҫесем кунран кун ӗнтӗ симӗсленсе пыраҫҫӗ, туратсем ҫинчен симӗс кӑчкӑсем шерепеленсе усӑннӑ.Вербы затопленного обдонского леса чуть приметно зеленели, с ветвей кисточками свисали сережки.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑйӗн тата ют ҫынсен ура сассисене итлекелесе пынӑ хушӑра Валет хыҫалта туратсем хӑвӑрттӑн ҫатӑртатса хуҫӑлнине илтрӗ те ӑнланчӗ: рота командирӗ каялла каять.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе кӗрхи сарӑ сӑн ҫапнӑ сад пахчисем шыв хӗрринех анаҫҫӗ, пыл сӗрнӗ пек ҫутӑ-сарӑ панулмиллӗ туратсем кимӗ ҫинчен аван курӑнаҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Туратсем унӑн шурӑ пичӗпе хулпӳҫҫийӗсене чӗреҫҫӗ; сӳтӗлсе кайнӑ ҫивӗтӗсене ҫил лӑскать; кӗрхи ҫулҫӑсем кӑшӑлтатаҫҫӗ ун ури айӗнче, — ним ҫине те пӑхмасть вӑл.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах йӗплӗ шӑлан тӗмисем витӗр утса тухма пит савӑках мар; ӗмӗрне те йӗпсемпе туратсем ҫав тери хытӑ чӑрмаланине астумасть асатте: кашни утӑмра тенӗ пекех кӑшкӑрса ярас вӗҫне ҫитет.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сана унта йӗплӗ туратсем чӑрмалӗҫ, ҫулна шӗшкӗсем хупласа илӗҫ, — эсӗ ҫавах ут; пӗчӗкҫеҫ юханшыв хӗррине ҫитсен тин чарӑнса тӑма пултаратӑн.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лена шӑппӑн туратсем ҫине ларчӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эпир тӳрех туратсем лартрӑмӑр, ҫав туратсем ҫулла хӑрма пултараҫҫӗ — «вара эпир тӑрӑшни пӗтрӗ.Мы сразу посадили ветки, и эти ветки могут летом засохнуть — и тогда, конец нашим трудам.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лашасем татах майӗпентерех утма пуҫларӗҫ, вӗсем ҫаралса юлнӑ туратсем ҫинелле юлхавлӑн туртӑнаҫҫӗ, хартлата-хартлата илеҫҫӗ — ку Иван Атаманова тӗпренех хурлантарса ячӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лашасем сӑрта улӑхсан, тата нӳрлӗ те тарӑн сухаланӑ тӑпра ҫине тухса, утӑпа утма пуҫласан, — ку пулас вӑрман тӑрӑхӗн пӗр енӗ, — Никифор Васильевичпа Иван Атаманов пӗр-пӗринпе ролӗсене улӑштарнӑ пекех туйӑнчӗҫ: вӑрман ӑстаҫи, йывӑҫсем лартакан ҫынсене курсан, кӑмӑллӑн кулса ячӗ, юланутпа ҫӳрессин пӗтӗм хурлӑхне ҫийӗнчех маша кайнӑ пек, унӑн пичӗ кӑмӑлланса, ҫуталса кайрӗ; утӑпа ҫӳреме юратман юланутҫӑ вара, кунта лашасене хӑвӑртах юртӑра чуптарма пулас ҫуккине ӑнланса, кичемленчӗ, унтан, туратсем ҫине салхуллӑн пӑха-пӑха илсе, енчӗк кӑларчӗ те чикарка ҫавӑрма пуҫларӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Иртсе каякан пӗлӗтсем тата туратсем ҫинче силленсе ларакан кураксем ҫине салхуллӑн пӑхса, Никифор Васильевич каллех шыв сикки шавланине итлерӗ, анчах нимӗн те ӑнланма пултараймарӗ: утрав ҫине лавсем мӗншӗн килмеҫҫӗ-ха?
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Лукерья Ильинична, — пуҫларӗ Кондратьев, ҫурӑмӗпе урапа ещӗкӗ ҫине таянса — туратсем унӑн пуҫне тивеҫҫӗ, — епле шутлатӑн эсӗ?— Лукерья Ильинишна, — заговорил Кондратьев, опершись спиной о ящик брички, — как ты думаешь?
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем вӑрман тӑрӑх шавлӑн чупкаласа ҫӳренӗ, вут хума йывӑҫсем каснӑ, туратсем вакланӑ, палаткӑсем кара-кара тухнӑ; пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗ вырӑнта ҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ — ҫавна тунӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ирхи сивӗ ҫынсене вӑратнӑ, вара вӗсем кӑвайт валли туратсем тата хыр-чӑрӑш йӗкеллисем пуҫтарма тӑра-тӑра чупнӑ.Утренний холод будил людей, и они бросались собирать шишки и ветки для костров.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Кӗрхи ҫанталӑкӑн сивӗ сывлӑшӗ унӑн ҫулҫисене вӗрсе ӳкернӗ, ҫаралса юлнӑ туратсем шӑтса пӗтнӗ кирпӗчӗсем ҫумне йӑпшӑнаҫҫӗ.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Хӗрлӗ пуҫлӑ сӑрӑ ҫирӗктӑррисем сивӗпе хытнӑ туратсем хушшипе юлашки шӑннӑ пилешсене хӑвӑрттӑн сӑхкаласа, явӑнса ҫӳреҫҫӗ, янӑравлӑн чӗвӗлтетеҫҫӗ:
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ытла шухӑша кайса выртнипе, туратсем сирӗлсе, такамӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ чӳречерен кӗнине те сисмерӗ.Он так размечтался, что не заметил, как раздвинулись ветки и чья-то чубастая голова полезла в окно.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Туратсем ҫинче пиҫсе ҫитмен сип-симӗс ҫимӗҫ сапакисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.