Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паян эпӗ вунсакӑр уйӑх каялла хампа мӗн пулни ҫинчен, санран ку таранччен пытарса пурӑнни ҫинчен (уншӑн эпӗ ӳкӗнетӗп, питӗ ӳкӗнетӗп) каласа кӑтартасшӑн, ӑна каласа пама паян тивӗҫ пур манӑн.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак самантра ӑна машини ҫав тери паха, вӑйлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, хӑйне парӑннӑ чӗрчун пек туйӑнчӗ, ӑна пӑрахни уншӑн калама ҫук ирсӗр ӗҫ туни пулӗччӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн ответ тытасси-и?
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫук.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн вӗсене айӑпламалли ҫук ӗнтӗ!
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗлес килет пулсан, эпӗ ӑна халь те юрататӑп-ха, темиҫе минут хушши савӑннӑшӑн ҫав тери тав тӑватӑп, уншӑн хам пурнӑҫа татмашкӑн хатӗр, ҫапах та унпа кичем мана…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Прапорщик господин, эсир айӑпа кӗтӗр, уншӑн манӑн та ответ тытмалла пулать…— Господин прапорщик, вы сделали проступок, за который я могу отвечать…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лаша санӑн пулӗ тесе тупа тӑватӑп; анчах мана эсӗ уншӑн Бэла аппуна пар: Карагез унӑн хулӑмӗ пулӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Итле-ха, Казбич, — терӗ Азамат йӑпӑлтатса, — эсӗ ырӑ ҫын, эсӗ хӑюллӑ джигит, ман атте акӑ вырӑссенчен хӑрать те мана ту ҫине кӑлармасть, пар мана хӑвӑн утна, сана уншӑн мӗн кирлӗ, йӑлтах парӑп, аттен чи лайӑх винтовкине е хӗҫне вӑрласа килӗп те сана парӑп, кала, мӗн кӑна кирлӗ сана, — хӗҫӗ унӑн чӑн-чӑн гурда, ҫивӗччине аллу ҫумне тыт кӑна, хӑех ӳте касса кӗрет, санӑнни пек кольчуга вара уншӑн нимӗне те тӑмасть.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сӑмахран, акӑ, ҫумӑрта е сивӗре яра куна кунӗпех сунарта ҫӳретчӗ вӑл; пурте шӑнатчӗҫ, ӗшенсе ҫитетчӗҫ, уншӑн вара нимӗн те марччӗ.Ведь, например, в дождик, в холод целый день на охоте; все иззябнут, устанут — а ему ничего.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӗлӗнмелле тата: ҫак гимнастёрка тӑхӑннӑ, ывӑнчӑк куҫлӑ, хӑй нихҫан та курман хӗр уншӑн малтанхинчен, хӑй пӗлнинчен хаклӑрах пулнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ, хӑй истребитель ҫине ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫ тухманни — уншӑн апрель уйӑхӗнче нимӗҫсем ҫапса антарнӑ самолёчепе хыр тӑррисем ҫине ӳкнӗ пекех йывӑр пулнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах вӗҫмелли черет Мересьева ҫитсен, хӑйӗн протезӗсене чӗнсемпе управлени педалӗсем ҫумне ҫирӗплетсе лартса сывлӑша ҫӗкленсен, вӑл тӳрех ку лаша уншӑн, урасӑр ҫыншӑн, ытла та ҫивӗч пулнине, унпа питех те асӑрханса пымаллине сисрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Фронтра ҫакӑн пек пысӑк та чаплӑ ӗҫсем пулса пынӑ чух, фронт ҫийӗнчи пӗлӗтре ҫав тери хӑватлӑ ҫапӑҫусем пулнӑ вӑхӑтра, пӗчӗкҫеҫ учебнӑй самолётсем ҫинче шӑрчӑк пек чӗриклетсе ҫӳресси уншӑн халь госпиталь коридорӗ тӑрӑх куллен кун калле-малле вӗҫӗмсӗр ҫӳренисенчен те, хӑйӗн шыҫса кайнӑ, ҫав тери ыратакан урисемпе мазуркӑсем тата фокстротсем ташланинчен те йывӑртарах пулнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ахальтен мар Гриша сире ҫав тери юратать пулас, уншӑн манӑн кӑштах кӗвӗҫессӗм те килет.— Недаром, должно быть, Гриша в вас так влюблен, что я даже немножко ревную.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑй халлӗхе пӗлмен темле авиаци чаҫне кайнӑ, анчах уншӑн ку киле кайнӑ пекех пулнӑ.Он направлялся в какую-то, пока неизвестную ему, летную часть, но все равно он ехал домой.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Манӑн уншӑн хӑрамалла мар, манӑн йӗпенмелли те, шӑнса пӑсӑлмалли те ҫук, — кулса илчӗ Алексей.— У меня перед вами преимущество, мне нечего промачивать и простужать, — усмехнулся Алексей.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каяр ӗнтӗ, мӗнех вара сана уншӑн? — ӳкӗтлеме тытӑнчӗ ӑна Мересьев.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах халӗ, Тӑван ҫӗршыв умне ҫав тери пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑрсан, Тӑван ҫӗршыв уншӑн халичченхинчен виҫӗ хут хаклӑрах пулса тӑчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950