Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ашшӗ (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ тепӗр хут хистесе асӑнтарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ Тимрук пӳрт ҫине хӑпарчӗ, аллине виҫӗ юплӗ сӗнӗк тытрӗ, ҫӳлте сайхах ҫыххисене салта-салта тухрӗ, ҫӗрӗшнӗ улӑма ҫӳлтен вӑйкӑнтара пуҫларӗ.

Только после этого Тимрук нехотя влез на крышу, взял в руки трехрогие вилы и, развязав веревки на слегах, с остервенением принялся сбрасывать вниз истлевшую солому.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ывӑлӗн Тухтар пӳртне ишес ӗмӗчӗ ҫукчӗ, ашшӗ мӗн хушнине илтмене хурасшӑн пулчӗ, аяккинелле пӑрӑнса утрӗ.

Но сыну не хотелось рушить домик Тухтара, и он, сделав вид, что не слышит отца, зашагал куда-то в сторону.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ильяс, — йӑвашшӑн сӑмах хушрӗ ашшӗ, — тетӳпе пирӗн пӗр ҫӗре кайса килмелле-ха.

— Ильяс, — сказал отец, — мы с братом в одно место съездим.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ак тата, ашшӗ халиччен Велюш патне ура ярса пусмастчӗ.

Вот те раз: до сего дня отец не знал, как открывается дверь дома Велюша, а тут…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ав тулта аслати мӗнле кӗрлет, — тӳрре тухасшӑн пулчӗ ашшӗ.

Вон гром-то какой на улице, — попытался уговорить отец.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ашшӗ хӑй те каҫӑрӑларах тӑрать.

Какой-то гордый отец.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей ашшӗ ҫав хурамана, хӑй аллӑ ҫула ҫитнине асӑнтарса, хӑй аллипе хӑй лартса ӳстернӗ пулнӑ.

Тополь этот посадил отец Шерккея в честь своего пятидесятилетия.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ашшӗ Тимрука халех Нямаҫ лавккине ҫитсе килме хушрӗ.

И отец тотчас отправил Тимрука в лавку Нямася попросить у него гвоздей.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрукпа Ильяса та мӗн тумаллине кӑтартсах тӑмалла — ҫамрӑк-ха вӗсем, ашшӗ пур чухне пурнӑҫ тытма вӗренччӗр.

Ильяс с Тимруком еще молоды, все делают по указке…

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсем утвӗттин чупнине ашшӗ хӗпӗртесе пӑхса юлчӗ.

Отец радостно поглядел им вслед.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ашшӗ вӗсене халиччен нихҫан та хӑй ячӗпе ун пек ҫӗре кайма хушмастчӗ.

До сих пор отец не то чтобы сам посылал их купаться, а наоборот, ругался, если они убегали на речку.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ашшӗ пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ.

Шерккей помолчал.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Элентей ҫавӑн чух ашшӗ кӗсйинчен енчӗк туртса кӑларчӗ, пӗтӗм укҫине шӑпах ҫурмалла валеҫрӗ, пайласа пачӗ.

Как Элендей вынул из его кармана кошелек, сосчитал все деньги и поделил поровну между Шерккеем и собой.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей тепле май ашшӗ вилнӗ куна асне илчӗ.

И тут Шерккею вспомнился день смерти отца…

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мӗнле Саша инке-ха? — ыйтрӗ ашшӗ, куҫне хӗссе.

— Это какая же тетя Саша? — спросил отец, прищурясь.

9 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Анчах ашшӗ, Сергее ытларах савӑнтарасшӑн пулчӗ те вӑл хирӗҫленине шута та илмерӗ.

Но отец хотел сделать приятное Сергею и отмахнулся от его возражений.

9 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Сергей ашшӗ запас камерӑсене пӑхса тухрӗ, моторӑн свечисене тасатрӗ, тормозне тӗрӗслесе ҫирӗплетрӗ, унтан блокночӗ ҫинче темӗн ҫыркаласа, шутлакаласа, нумайччен горючи тултарчӗ.

Отец пересмотрел запасные камеры, почистил свечи в моторе, проверил и подтянул тормоза и долго заливал в бак горючее, что-то записывая и подсчитывая в своем блокноте.

9 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

— Вӑл, Тужиков юлташ, Тольятти сывлӑхӗ ҫинчен пӗлесшӗн, — ӑнлантарчӗ ашшӗ.

— Он, товарищ Тужиков, о Тольятти интересуется, — объяснил отец.

8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

— Тавтапуҫ, ывӑлӑм, тавтапуҫ, лайӑх ҫынпа мана танлаштартӑн, — хӑй пӑлханнине пытармасӑр каларӗ ашшӗ, Сергее пуҫӗнчен ҫупӑрласа.

— Спасибо, сынок, спасибо, с хорошим человеком ты меня сравнил, — тоже волнуясь и не стыдясь своего волнения, сказал отец, гладя Сергея по голове.

8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Сергей ашшӗ машина ҫӑвӗпе хуралса ларнӑ аллипе питне ҫӑвӑннӑ чухнехи пек сӑтӑрса илчӗ, Сергей вара, ним шухӑшласа тӑмасӑрах, ҫак ывӑннӑ тӑван алӑсем ҫумне лӑпчӑнчӗ.

Отец потер лицо бурыми от масла руками, точно умыл его, и Сергей, не раздумывая, прижался щекой к этим уставшим, жестким, родным рукам.

8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней