Поиск
Шырав ĕçĕ:
Часах акӑ инҫетре кимӗ те курӑнса кайрӗ; ҫак кимӗ ҫыран хӗрринелле васкаса ҫывхарчӗ, ун ҫинчен иртнӗ каҫхи пекех тутар ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ пӗр ҫын тухрӗ, ҫуҫне вӑл казахсем пек кастарнӑччӗ, чӗн пиҫиххийӗ ҫумӗнче унӑн вӑрӑм ҫӗҫҫи курӑнса тӑрать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп: эпӗ пурӑнакан пӳрт тӑрринче ҫивӗтне салатса янӑ хӗр ача тӑра парать, хӑй ярӑм-ярӑм тӑрӑхла кӗпе тӑхӑннӑ арҫури пекех ӗнтӗ!
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кимӗ ҫинчен вӑтам пӳллӗ ҫын сиксе тухрӗ, пуҫне вӑл така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тутар ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ.Из нее вышел человек среднего роста, в татарской бараньей шапке.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӗлӗк тӑхӑннӑ вӑхӑтра штабс-капитан ман пӳлӗме пырса кӗчӗ; вӑл ҫула кайма хатӗрленмест пулас: темӗнле ирӗксӗрленнӗ пек те сиввӗн пӑхать.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Гостиницӑ картишне таса мар ҫи-пуҫлӑ армянсем лавсемпе кӗрсе тулчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн тата ҫул ҫӳремелли пушӑ коляска та ҫитсе чарӑнчӗ: коляска ҫӑмӑл пырать, ӑна питӗ ӑста тунӑ вара, пӑхмашкӑн та вӑл ют ҫӗршывран килнине асӑнтарать, ун хыҫҫӑн венгерка тӑхӑннӑ пӗр пысӑк мӑйӑхлӑ ҫын утса пырать; лакей тесен, вӑл питех те чипер тумланнӑ темелле, чӗлӗмӗн кӗлне пит маттуррӑн шаккаса кӑларнине тата ямшӑк ҫине кӑшкӑркаланине пӑхсан, вӑл мӗнле чинра иккенне тӗрӗсех пӗлме пулать.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсен хыҫӗнчен шурӑ ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ Казбек курӑнать.Из-за них выглядывал Казбек в своей белой кардинальской шапке.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл, ҫав тери пӗчӗккӗ пулнӑран, ҫар форми тӑхӑннӑ ӳссе ҫитеймен илемлӗ арҫын ача пек ҫеҫ курӑнать.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полк командирӗ, пӗчӗк те вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан, пиҫиххине хыттӑн ҫыхса лартнӑ, вӗр-ҫӗнӗ кӑвак комбинезон тӑхӑннӑ ҫын, тӳррӗнех: паян эпӗ ҫыхӑнуллӑн нимӗн те каласа пама пултараймастӑп, паян ултӑ сехетренпех аэродром ҫинче ирттертӗм, виҫӗ хутчен сывлӑша хам та хӑпартӑм, халӗ ура ҫинче аран тӑратӑп, терӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах сасартӑк ҫав тусла сӑнсем хушшинчен Оля сӑнӗ — офицер гимнастёрки тӑхӑннӑ ырханкка яш йӗкӗтӗнни пек ӗшенчӗклӗ те пысӑк куҫлӑ сӑнӗ палӑрса тухса, пурне те хупласа лартрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр ирхине кӗретӗп те вӗсем патне — хальхи пекех куҫ умӗнче-ха: Бэла хура пурҫӑн бешмет тӑхӑннӑ, кравать ҫинче ларать, шуралса кайнӑ хӑй, салху: эпӗ хӑрасах ӳкрӗм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Ахаль мар вӑл кольчуга тӑхӑннӑ, вӑл мӗн те пулин тӑвасшӑнах», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.«Недаром на нем эта кольчуга, — подумал я, — уж он, верно, что-нибудь замышляет».
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй ҫине вӑл офицерсен эполетсӑр сюртукне уртса янӑ, пуҫне черкессен лапсӑркка ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ; Сӑнран пӑхсан ӑна пӗр аллӑ ҫулалла ҫитнӗ темелле; хӗвелле пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ вӑл Кавказ леш енчи хӗвелпе тахҫанах паллашнине кӑтартать, вӑхӑтсӑр кӑвакарнӑ мӑйӑхӗ те унӑн ҫирӗп уттипе, маттур сӑн-сӑпачӗпе килӗшсех каймасть.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӗлӗнмелле тата: ҫак гимнастёрка тӑхӑннӑ, ывӑнчӑк куҫлӑ, хӑй нихҫан та курман хӗр уншӑн малтанхинчен, хӑй пӗлнинчен хаклӑрах пулнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл офицер формине тӑхӑннӑ ырхантарах та илемлӗ арҫын ача майлӑ пулнӑ.Она походила на худенького хорошенького мальчика, одетого в офицерскую форму.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унта та кунта, пӗчӗк чӳречесен тӗксӗм кантӑкӗсем хыҫӗнчен, кӑвак кӑшӑллӑ картуз тӑхӑннӑ ҫар ҫыннисем курӑннӑ, ҫырмалли машинкӑсем шӑлтӑртатнӑ; пӗр ҫуртра, пур проводсем те пухӑнса кӗнӗ ҫӗрте, телеграф аппарачӗ пӗр пеккӗн шаккаса тӑни илтӗннӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫыру миххисем тултарнӑ кузовра, ҫӗнӗ хаҫатсен ҫыххисем ҫинче, ытти пур япаласемпе пӗрлех сулӑнкаласа, ҫуллахи гимнастёрка тата кӑвак кӑшӑллӑ картуз тӑхӑннӑ икӗ ҫар ҫынни ларса пынӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Стручков тухса кайнӑ-кайманах, Мересьев выртнӑ ҫывӑрмалли пӳлӗме шкул начальникӗн политика енӗпе ӗҫлекен заместителӗ подполковник Капустин, лутра та илемлех мар, хӑй ҫинче ҫыпӑҫусӑр ларакан ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ, пысӑк куҫлӑхлӑ ҫын пырса кӗчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑмӑт пеккисене аван тунӑ мӗн, вӗсем протезсене рычажоксем ҫумне таччӑн ҫыпӑҫтарнӑ, урасене ача чухне коньки тӑхӑннӑ пек пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах фотографи ҫинчи, ешерекен улӑхри чечексем хушшинче ларакан Ольӑна мар, темле ҫӗнӗ, халиччен палламан, ывӑннӑ, хӗвелте пиҫнипе пит ҫӑмартисем улаланнӑ, тутисем таткаланса кайнӑ, тарланипе витӗрех тӑвар ҫапнӑ гимнастерка тӑхӑннӑ, аллине кӗреҫе тытнӑ, таҫта лере, Сталинград ҫывӑхӗнчи ҫеҫен хирсенче ӗҫлекен Ольӑна курчӗ вӑл.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950