Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑннӑ (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫине ешӗл гимнастеркӑпа галифе, урине ҫутӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Шурӑ халат тӑхӑннӑ, пуҫӗсене ҫав тӗслех тутӑр ҫыхнӑ сестрасемпе нянькӑсем ун умӗнчен каймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Гимнастерка айӗнчен тӑхӑннӑ кӗпине ҫурса илсе пӗтӗмӗшле юнпа хупланнӑ пичӗ-куҫне, кӳлепине шӑлма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫине ӑшӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ.

Сверху надел шубу.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кирза атӑ тӑхӑннӑ урисемпе тапа-тапа хӗнерӗҫ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Авалхилле – тимӗр тумтир, шӗвӗр вӗҫлӗ тимӗр калпак тӑхӑннӑ ҫар ҫыннисем студент ҫине пӑхман та, ӑна курман пекех юнашар иртсе кайнӑ.

Помоги переводом

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Футболка тӑхӑннӑ Александра Ивановнӑна курсан Мӑкӑр ялӗнче хаҫата вулакансен шучӗ ӳсессе шанатпӑр.

Помоги переводом

Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Унтан та ытла, пӗр-пӗр уява кайнӑ чухнехи пекех хатӗрленнӗ: хӗрарӑмсемпе арҫынсем килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ шурӑ кӗпесем тӑхӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ ентешсемпе вырӑнти халӑх ретӗн-ретӗн тӑрса уҫланкӑра ҫаврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Тӗрлӗ ҫар тумне тӑхӑннӑ отрядсем такӑр ҫулпа марш ҫеммипе харӑс пусса утса иртрӗҫ.

Отряды по ровной дороге в разной военной одежде дружно прошагали под мелодию марша.

Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫимӗк умӗн ялан мунчара ҫӑвӑннӑ, ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, апат-ҫимӗҫ: сӑра, кукӑль, икерчӗ, сӑрланӑ ҫӑмарта хатӗрленӗ.

До начала Симек все умывались в бане, одевали новую рубашку, готовили пищу: пиво, пироги, блины, крашенные яйца.

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫӗрри хуҫӑлсан та ӑна юсаса тӑхӑннӑ, пӑрахман.

Хоть и сломалось колечко, поправляла его и носила, не выкинула.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Анне-асаннесем чунӗсене парса ҫӗленӗ атлас кӗпесем тӑхӑннӑ хӗрупраҫсем ыттисемпе танлаштарсан килӗшӳллӗрех те хитререх курӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Анчах Марина хӑйне ӳпкеленипе килӗшмесӗр шухӑшне ҫапларах уҫӑмлатнӑ: «Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, мӗскӗн чунлӑ этем кӑна тум-юмшӑн именет — комплекс ку. Несӗлсем ҫӑпата тӑхӑннишӗнех хальхисен мӗн именмелли пур? Ӑслӑ, ӗҫчен хресчен ҫемйинче сӑран атӑ та пулнах. Мӗн ӗҫ тума хӑшӗ меллӗ е вырӑнлӑ пулнӑ, ҫавна тӑхӑннӑ. Паян эпир акӑш-макӑш капӑр та шукӑль ҫӳреме пултаратпӑр, чун-чӗремӗрте, кӑмӑлӑмӑрта несӗлӗмӗрсен пулни — пӗр сӑмахпа шалти культура теме май пурри, И. Яковлев асилӗвӗнче «бог весть откуда дошедшая до нас деликатность» текенни унта… — юлнӑ-и-ха? Тем пекчӗ!»

Помоги переводом

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Мирлӗ пурнӑҫра та салтак атти тӑхӑннӑ каччӑсемпе тӗрлӗ инкек сиксе тухма пултарать.

Помоги переводом

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Мунча ҫенӗкӗнче тӗттӗмччӗ, халат тӑхӑннӑ хӗрарӑм питне аллипе хупласа тӑрать.

В предбаннике было темно, там стояла женщина в халате, закрывая лицо руками.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хушпу тӑхӑннӑ туй арӑмӗсемпе хӗр илме кайрӑмӑр.

Помоги переводом

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Вӗрентекенре тӑрӑшма ирӗк паракан диплом илсен тӳрех салтак атти тӑхӑннӑ яш.

После получения диплома на преподавание сразу одел солдатские сапоги.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Чӑваш тумне тӑхӑннӑ ҫамрӑксем утсем кӳлнӗ сухапуҫӗсене тытса лапам тӑрӑх иртеҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑнах пурак ҫакнӑ чӑваш пикисем вӑрлӑх сапса пыраҫҫӗ, яшсем сӳре туртса вӑрлӑха варӑнтарса анана тикӗслеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Мероприяти илемлӗ, чӑваш тӗррисемлӗ тумсем тӑхӑннӑ Кивӗ Сименкке‚ Ярмулай‚ Слакпуҫ шкулӗсен тата Пелепей чӑваш гимназийӗн вӗренекенӗсем карталанса юрӑ юрланинчен пуҫланчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней