Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗпе (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех республика ертӳлӗхӗ килӗшӗвӗн мӗнпур обязательствине пурнӑҫлассине тӗпе хунине палӑртрӗ, бюджет кредичӗн ыйтӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

15. Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем муниципалитетсем хушшинчи маршрутсене тата муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗсене йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тивӗҫлӗ килӗшӳсене тӗпе хурса йӗркелесе тӑраҫҫӗ.

15. Уполномоченный орган исполнительной власти Чувашской Республики и органы местного самоуправления координируют вопросы организации межмуниципальных и муниципальных маршрутов регулярных перевозок на основании соответствующих соглашений.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

ҫӑмӑл таксипе турттарни – ҫӑмӑл таксине тара тытасси ҫинчен сӑмах вӗҫҫӗн килӗшсе ҫирӗплетнӗ уҫӑ килӗшӗве тӗпе хурса пассажирсем тата багаж турттарни.

перевозки легковым такси – перевозки пассажиров и багажа легковым такси, осуществляемые на основании публичного договора фрахтования, заключенного в устной форме.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«71. Республика резервӗнчен ял хуҫалӑх продукцийӗпе чӗр таварӗн тата апат-ҫимӗҫ рынокне ҫирӗплетме пурлӑх илсе тухассине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн актне тӗпе хурса кивҫен илмелли йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ.»;

"71. Выпуск материальных ценностей из республиканского резерва для стабилизации рынка сельскохозяйственной продукции, сырья и продовольствия осуществляется в порядке заимствования на основании акта Кабинета Министров Чувашской Республики.";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

…Владимир Петрович /саккунпа килӗшӳллӗн ҫырав хутӗнчи ыйтусене хуравлаканӑн ячӗ-шывне, вӑл пурӑнакан ял ятне кӑтартма юраманнине тӗпе хурса кил хуҫине ҫапла палӑртнипе ҫырлахма тивӗ — авт./ шухӑшӗпе — ял ҫыннин пӗтӗм пурнӑҫӗ халӑх умӗнче иртет.

Помоги переводом

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫакна тӗпе хурса ялта пурӑнакансем хӑйсем патне пынӑ ҫыруҫӑ ыйтӑвӗсене уҫҫӑн тата тӗрӗс хуравласса, ҫапла вара патшалӑх пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене пурнӑҫламашкӑн тӳпе хывасса шанас килет.

Помоги переводом

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫамрӑк ӑрӑва тӑнӑҫлӑхпа килӗштерӳ принципӗсене тӗпе хурса Тӑван ҫӗршыва юратма, ӗҫ ҫыннине хисеплеме вӗрентсе ҫитӗнтеретпӗр, — терӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Эпир пӗр-пӗрне хисеплессине тӗпе хунӑ яланах.

- Мы всегда на первое место в семье ставили уважение и любовь друг к другу.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

2016 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви «Развитие образования на 2013-2020 годы» патшалӑх программине тӗпе хурса хушу кӑларнӑ.

28-го апреля 2016 года Правительство Российской Федерации основываясь на государственной программе "Развитие образования на 2013-2020 годы" издало приказ.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Эпикӑлла чӗлхесенче ҫемӗ йӗркеленӗвӗ, тӗпрен илсен, ҫав факторсенех тӗпе хурать пулсан та уйрӑмлӑхӗ те пур.

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫут тӗнчере 35 ҫул кӑна пурӑннӑ пулсан та Ефрем Еллиев калавӗсене, новеллисене, пьесисене, сӑввисене чӗрипе ӑсӗ витӗр шӑратса кӑларнӑ, тӗрӗслӗхпе чӑнлӑха, чыслӑха тӗпе хунӑ.

Хоть и жил он на свете до 35 лет, Ефим Еллиев рассказы, новеллы, пьесы, стихи мастерски пропускал через сердце и ум, брал за основу справедливость и правду, благородство.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫыравра пухнӑ информацие тӗпе хурса ҫӗршывӑн ҫитес ҫулсенчи объективлӑ тата тӗллевлӗ аграри политикине йӗркелеме, ялти ҫивӗч ыйтусене тивӗҫлипе хаклама, унти лару-тӑрӑва ҫӗнетсе улӑштармашкӑн эффективлӑ программа туса хатӗрлеме, ҫапла вара Раҫҫей экономикин аталанӑвне ҫӗнӗ варкӑш кӗртме май килӗ.

Помоги переводом

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Сӑмах май, хуравсене сӑмах вӗҫҫӗн пӗлтернине тӗпе хурса ҫыраҫҫӗ, вӗсем чӑнлӑхпа пӗр килнине документпа ҫирӗплетмелле мар.

Помоги переводом

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче иртекен ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ мероприяти агропромышленноҫ комплексӗн ӳсӗмне малашлӑха тӗпе хурса уҫӑмлатма тата отрасльти ҫитменлӗхсене сирмелли стратеги йӗркелеме пулӑшӗ.

Помоги переводом

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Палӑк умне пухӑннисене Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн Халалне тӗпе хурса пурӑнма сунчӗ, унпа ачасене те паллаштарма сӗнчӗ.

Помоги переводом

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Яланах унта ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан чӑваш каччисене, вӗсен ҫемйисене хавхалантарассине, пулӑшассине тӗпе хунӑ.

Помоги переводом

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Эпир ҫак ыйтусене общество мӗнлерех йышӑнассине тӗпе хуратпӑр.

Помоги переводом

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫак шухӑша тӗпе хурса пурӑнсан ҫут тӗнче те илемлӗрех курӑнӗ, кунӗ те хаваслӑ иртӗ, суханӗ те пылак пулӗ.

Помоги переводом

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Эпир чылай республикӑра пултӑмӑр, сирӗн майсене тӗпе хурса Чӑваш Ене суйласа илтӗмӗр», — тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑйсен хӳттинчи ҫул ҫитмен ҫамрӑксем ӑна усӑллӑ ирттересси иккӗлентермест: чылайӑшӗ шкулта ӗҫпе канӑва черетлентерӗ, республикӑри лагерьсенче сывлӑха тӗрекленекенсем те йышлӑ пулӗҫ — ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне тӗпе хурса ҫывӑхри учрежденисене суйласа путевкӑсене туянмашкӑн саккас панӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней