Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ

Автор: Валентина СМИРНОВА

Источник: «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Добавлен: 2016.07.14 10:09

Предложений: 50; Слово: 756

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

Ыйтусене хуравлама хӑрамалла мар, ҫырава налук хурассишӗн ирттермеҫҫӗ.

Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине пӑхмасӑр хӑшӗ-пӗри эрех-сӑра ӗҫсе минренӗ хыҫҫӑн шыв хӗррине васкать. Ҫакнашкал кану тепӗр чухне инкекпе вӗҫленет. Аслисен тимсӗрлӗхне пула ачасем путса вилни те пӑшӑрхантарать. Вӑйпитти ӳсӗмрисене тата ҫамрӑк ӑрӑва ҫухатнипе ниепле те килӗшме ҫук. Ҫавӑнпа халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне куллен туса пымаллине тепӗр хут аса илтерчӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев эрне пуҫламӑшӗнчи канашлӑва уҫнӑ май.

Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех республика ертӳлӗхӗ килӗшӗвӗн мӗнпур обязательствине пурнӑҫлассине тӗпе хунине палӑртрӗ, бюджет кредичӗн ыйтӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ҫапах канашлура хускатнӑ тӗп ыйту — Пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн 2016 ҫыравӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи мероприяти вӑй илнӗренпе тӑваттӑмӗш кун пырать. Унӑн пӗлтерӗшне хӑшӗ-пӗри, хатӗрленӳ тапхӑрӗнче ӑнлантару ӗҫне пуҫаруллӑ туса пынине пӑхмасӑр, ҫав-ҫавах тӗрӗс мар хаклать. Ун пеккисен шухӑшӗпе — мӗн чухлӗ ҫӗрпе усӑ курнине, миҫе пуҫ выльӑх тытнине е садри улмуҫҫисен шутне иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенчи пек налук хушса тӳлеттермешкӗн уҫӑмлатаҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Чӑвашстатӑн, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫавна май пуҫаруллӑрах ӗҫлемеллине палӑртрӗ: хуҫалӑхӑн пӗчӗк мар формисене федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн хушма налук хума пултараймаҫҫӗ. Ҫырав тӗллевӗ — ял хуҫалӑхӗнчи паянхи чӑн-чӑн лару-тӑру пирки тӗрӗс информаци пухса ӑна малалла аталантарма май шырасси, Раҫҫей халӑхне хамӑр ҫӗр ҫинче туса илнӗ таса та паха ҫимӗҫпе туллин тивӗҫтересси.

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тухса калаҫрӗ, Пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн 2016 ҫулхи ҫыравӗ мӗнле пынипе паллаштарчӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх — респондентсен йышӗнче фермер хуҫалӑхӗсем — 4 пин, ялта пурӑнакансен уйрӑм хуҫалӑхӗсем — 239 пин, хуларисен — 9 пин, граждансен коммерциллӗ мар 746 пӗрлешӗвӗнчи 9780 участок. Инструкторсен 95 участокне йӗркеленӗ, вӗсене пӳлӗмсемпе, сӗтел-пуканпа, ҫыхӑну хатӗрӗпе, техникӑпа тивӗҫтернӗ. Мероприятие ирттермешкӗн федераци бюджетӗнчен хальлӗхе 6 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ.

Ял хуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансен кашни ушкӑнӗ валли ыйтӑмӑн уйрӑм листне хатӗрленӗ. Хутсенче уйрӑм ушкӑн кӑна хуравлама тивӗҫ ыйту та пур: тӗслӗхрен, сад ӑстисен — вырӑна ҫитме хытӑ сийлӗ ҫул пурри, килти хушма хуҫалӑхсен — миҫе ҫын пурӑнни, ҫӗр ҫинче кам ӗҫлени, фермерсен ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курни тата ыттине пӗлтермелле.

Федерацин патшалӑх статистика службин территори органӗн ертӳҫи Эльвира Максимова пӗлтернӗ тӑрӑх — кал-кал ӗҫлемешкӗн чӑрмантаракан ҫивӗч ыйту ҫук мар. Муниципалитетсенче кадр резервне туса хунине пӑхмасӑр инструкторсен — 2, ҫыруҫӑсен 4 проценчӗ ҫитмест. Ҫакӑ вӗсене кирлӗ чухлӗ хатӗрлеменнипе ҫыхӑнман: хӑшӗ-пӗри ӗҫ яваплӑхӗ пысӑккине кура 1-2 кунрах хӑйӗн пултараслӑхне шанми пулнӑ, пӑрахса кайнӑ.

Малтанхи 3 кунра ҫыруҫӑсенчен чылайӑшӗ хӑйсен нормисене тултарайманнине вӗсем халӑхпа конструктивлӑ хутшӑнусем йӗркелемешкӗн хӑнӑхнипе ӑнлантармалла. Ыйтӑм ирттерекенсен ҫурри планшетлӑ компьютерсемпе усӑ курать. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май кӑткӑс техника хӗрсе каять. Эльвира Геннадьевна ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — тӗпрен илсен, ялти ҫынсем ҫырава яваплӑха туйса, пуҫаруллӑ хутшӑнаҫҫӗ пулсан, хуларисем пирки аплах калаймӑн. Хӑйсем тӗллӗн, ирӗк илмесӗр ҫурт ҫӗкленисен тата ҫӗрпе усӑ куракансен хушшинче уйрӑмах йышлӑ унашкаллисем. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӗн ӗненӗвӗпе сӑлтавласа ҫырава хутшӑнма килӗшменнисем пур. Комсомольски районӗнче пӗр гражданин хуравлама хирӗҫҫине пӗлтернӗ. Паллах, халӑха ҫырав тӗллевӗ пирки Чӑвашстат ӗҫченӗсем витӗмлӗн ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку енӗпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫаруллӑрах пулмалла, мероприяти тӗллевӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗ кашни ҫӗр ӗҫчене пырса тивнине ӗнентермелле.

Михаил Игнатьев хула ҫыннисем кутӑнлашнин сӑлтавне Леонид Черкесова уҫӑмлатма ыйтрӗ. Хуравӗ тивӗҫтерменнине кура ҫынпа ҫын пек пулмаллине, унӑн чунне витермелле ӑнлантарни хуҫалӑх тытакан хӑй ҫыруҫа шырама хавхалантармаллине аса илтерчӗ. Ҫырав Чӑвашстат тиевӗ кӑна мар, вӑл — патшалӑхӑн малашлӑхлӑ задачи.

Иккӗмӗш ыйтупа ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев тухса калаҫрӗ, сывлӑха тӗреклетекен тата кану учрежденийӗсенчи пӗрремӗш смена ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Тӗпрен илсен, хула тулашӗнчи лагерьсенче, санаторисенче тата шкул лагерӗсенче пӗрремӗш смена йӗркеллех иртнӗ, канакансен йышӗ иртнӗ ҫулхи ҫав вӑхӑтринчен ытларах пулнӑ. Роспотребнадзор ачасен апатланӑвӗн пахалӑхӗпе тата санитарипе гигиена условийӗсемпе интересленсе тӑнӑ, тӗрӗслевсем ирттернӗ, тупса палӑртнӑ ҫитменлӗхсене ҫийӗнчех пӗтернӗ.

Михаил Игнатьев иккӗмӗш смена пирки пӗлесшӗн пулчӗ. ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне 2-3 сменӑсенче кантарассине мала хунӑ май лагерьсем тулли хӑватпа ӗҫлесси иккӗлентермест. Министерство тивӗҫӗ — вӗсене кадрпа тивӗҫтересси. Ҫамрӑксен пуҫарулӑх центрӗнче 590 вожатӑй хатӗрленӗ, вӗсенчен 400-шӗ пӗрремӗш сменӑра ӗҫленӗ. Ытти регионти чӑваш диаспорисенчен килнӗ 30 ача кӑҫал «Эткер» лагерьте канать.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫарпа патриотизм воспитанийӗн «Синева» лагерӗ ӗҫлени, ачасем валли туризм экскурсийӗсем ирттерни ҫинчен пӗлтерсен республика Пуҫлӑхӗ промышленноҫ туризмне аталантармаллине аса илтерчӗ.

Канашлура сӳтсе явнӑ тепӗр ыйту — пӗтӗмӗшле тӗп тата вӑтам пӗлӳ программисем тӑрӑх патшалӑх аттестацийӗ ирттернин пӗтӗмлетӗвӗ. Светлана Петрова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — 9-мӗш тата 11-мӗш классенчен вӗренсе тухнисем ППЭ ӑнӑҫлӑ тытнӑ пулин те йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тӑххӑрмӗшсен хушшинче ытларах. Унсӑр пуҫне хӑйсем суйласа илнӗ /апла тӑк, килӗштернӗ/ предметсемпе тӗрӗслевре япӑх паллӑ илнисем те вӗсен йышӗнче сахал мар. Историпе экзаменра «2» паллӑлӑх хуравланӑ тӗслӗх пулни Михаил Васильевича пӑшӑрхантарчӗ. Унӑн шухӑшӗпе — патриотизм ыйтӑвӗ историпе ҫыхӑннӑ. Тӑван тӑрӑхӑн, ҫӗршывӑн иртнӗ кун-ҫулне пӗлмен ҫамрӑк Чӑваш Ене, Раҫҫее парӑннӑ ҫын пулса ҫитӗнесси иккӗлентерет.

Канашлӑва вӗҫленӗ май Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинче Китай Республикин Аньхой провинцийӗн ӗҫлӗ делегацийӗпе тӗлпулу иртесси, тепӗр кунне хӑнасем Чӑваш Ене килесси пирки пӗлтерчӗ, ҫавна май бизнес ҫыннисене килӗшӳсем тумашкӑн тӗплӗн хатӗрленме ыйтрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней