Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пур ҫӗрте те пенӗ гильзӑллӑ пулемет лентисем, нимӗҫсен лапчӑнса лутӑрканнӑ фляжкисем, цинкран тунӑ йывӑр тӑхаллӑ сӑран снаряжени татӑкӗсем, ҫурӑлман минӑсем, татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса пӗтернӗ нимӗҫ плащ-палаткисем, юнланнӑ пир татӑкӗсем, фотокарточкӑсем, открыткӑсем, нумай пулмасть ҫапӑҫу пулса иртнӗ хирте яланах тӗл пулакан ытти ҫӳп-ҫап йӑваланса выртнӑ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Тирпейсӗрленсе кайнӑ-ҫке эсӗ ҫапах та, йӑваланса пӗтнӗ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Куратӑр-и, манӑн персе пушатнӑ пӗр гильза та йӑваланса выртмасть.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пур ҫӗрте те пушӑ ешӗксем, улӑм, хӗррисене касса пӗтернӗ пушӑ консервӑ банкисем, хаҫат татӑкӗсем йӑваланса выртнӑ, пӗр сӑмахпа — пур ҫӗрелле пӑхсан та тылсем наступлени тӑвакан чаҫсем хыҫҫӑн хускалса тухни палӑрнӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Халь те йӑваланса выртатӑн-и? — алӑк урати урлӑ каҫнӑ-каҫманах сӑмах сӑвӑрма тапратрӗ Наум.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Вӑйран кайнӑ Ираида мӑшӑрӗ тӑрӑх шуса анса кавир ҫинче йӑваланса йӗчӗ.Ираида, потерявшая сил, проскользнула в руках мужа и покатилась по ковру.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Ҫул ҫинче вӑрҫӑ хатӗрӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Килте йӑваланса выртман вӗт, вырӑнӗ те пулман.
Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Кил-тӗрӗшре улӑм пӗрчи те тӗлли-паллисӗр йӑваланса выртнине кураймӑн.
Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Субботникренпе вӑхӑт нумаях та иртмест, йӗри-тавра эрех-сӑра кӗленчисемпе пылак шыв савӑчӗсем йӑваланса выртнине асӑрхатӑн.
Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
«Субботнике тухаймарӑмӑр-ха. Кашни ҫулах пурте пӗрле урам шӑлаканччӗ. Ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртмасть-ха унта. Ҫапах ӳкнӗ ҫулҫӑсене шӑлса пуҫтармаллах», — калаҫӑва хутшӑнчӗ Людмила Петровна.
Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
29. Кӗсменҫӗсем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем хӑйсен карапӗсем ҫинчен ҫӗре анӗҫ те 30. саншӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, тусан ҫинче йӑваланса, йынӑша-йынӑша макӑрӗҫ; 31. саншӑн хурланса, ҫӳҫне шакла кастарӗҫ, хуйхӑ тумне пӗркенӗҫ, чун-чӗри тӳсейменнипе хурланса йӗрсе ярӗҫ; 32. саншӑн ҫунса-хурланса, вӗсем хӳхлев юрри пуҫлӗҫ, ӗнтӗ ҫапла каласа йӗрӗҫ: «ах, Тир, тинӗс варринче сан евӗр пӗтни пулнӑ-ши тата?!
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Куртӑм та ҫакна — шухӑша кайрӑм, куртӑм та — ӑнланса илтӗм: 33. «тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн — 34. вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ» терӗм.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн, 11. вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.