Поиск
Шырав ĕçĕ:
Курас-пӗлес килнипе ҫывӑхрах пытӑм та, кунта шкулсене вӗренме кӗмелли правилӑсем ҫинчен справкӑсем пани, уншӑн мӗнпурӗ те аллӑ пус кӑна тӳлемелле иккенне вуларӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ирхине, ҫӑкӑр илме чупса тухнӑ чух, эпӗ пусма ҫинчен пирӗн хваттерелле кӗмелли алӑк кӑштах уҫӑ пулнине куртӑм.Утром, выбегая за хлебом, я увидел, что дверь с лестницы к нам в квартиру была приоткрыта.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ӑпӑр-тапӑр пухакана эпӗ ним каламасӑрах, алӑпа сулса чӗнсе илтем те, вӑл пирӗн пата кӗмелли алӑка шыранӑ, пусма тӑрӑх хӑпарнӑ вӑхӑтра унталла та кунталла пӑхса, ӑна мӗн сутма май пурри ҫинчен шухӑшласа тӑтӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ маскӑшӑн икӗ тенкӗ тата кӗмелли билетшӑн икӗ тенкӗ тӳлерӗм те, контроль патӗнчен иртсе, хаваслӑ халӑхпа хутшӑнса кайрӑм.Я заплатил два рубля за маску, два за вход и, пройдя через контроль, смешался с веселой толпой.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Шӑтӑкран тухса вӑл улӑма ҫавӑркаларӗ, унпа кӗмелли шӑтӑка витсе хучӗ те, хӑй каллех каялла хӗсӗнсе кӗчӗ.Выбрался из щели, разворошил солому, забросал ею входное отверстие и протискался обратно.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Юр айӗнче ӑсанӑн пӑчӑрӑн пек пысӑк ҫулсем пулмаҫҫӗ, анчах вӑл хӑйӗн пӳртне ҫавӑн пекех тирпейлӗ тӑвать: кайра тула тухмалли вырӑн, малта, пуҫ тӗлӗнче, — сывлӑш кӗмелли шӑтӑк.
Юр айӗнчи вӗҫен кайӑксем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 61–63 с.
Вӑл хӑйӗн типсех ҫитеймен пӗвисенчен пӗринче пир карса шыва кӗмелли пысӑк вырӑн турӗ.Он устроил большую, полотном покрытую купальню в том из своих прудов, который еще не совсем ушел.
XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Сылтӑмпа сулахай енчен уҫланка кӗмелли инҫетри вырӑнсене минӑлама хушнӑ чух шутласа хунӑ пӗртен-пӗр вариант юлнӑ, вӑл шурлӑх сукмакӗпе чакасси ӗнтӗ, анчах… халь чакма та май ҫук: тӑшман ытла ҫывӑха килсе ҫитрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗрре ирхине хӑйӗн йӑвине кӗмелли шӑтӑка юр тултарса лартнине курчӗ.
Юр та ыйхӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Тухса кӗмелли шӑтӑкне ҫил ан вӗртӗр тесе ҫил вӗрмен енчен турӗ.
Апат-ҫимӗҫ усрамалли хуралтӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
— Ман пӗр ҫӗре кӗмелли пур.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗмелли алӑк умӗнчех лавсем тӑраҫҫӗ, пӗр кивӗ «газик» пур.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хӑш-пӗрисем унпа килӗшрӗҫ те, тата пӗр-икӗ ҫултан столяр ӗҫне вӗренмелли мастерской туса лартма та пулать терӗҫ-ха, тата пӗчӗк стадион та, шыва кӗмелли бассейн та тума пулать, терӗҫ, анчах Оська вӗсене: ытла инҫетелле пӑхар мар-ха, терӗ.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Сада кӗмелли хапхине те питӗ илемлӗ тунӑ.
VI. Комсомол вӑтӑр ҫул тултарнӑ ятпа // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Кайри пӳрте кӗмелли алӑксӑр пуҫне тата тепӗр алӑк пулнӑ.
III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Пӗрремӗш секретарь патне кӗмелли пӳлӗмӗн алӑкӗ ҫурри уҫӑ тӑрать те, сӗтел хушшинче ларакан сарӑ сӑн-питлӗ Варенькӑ тӳрех кӑшкӑрса ячӗ:
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах унта пырса кӗмелли ҫулсем ҫинче тытӑҫса кайнӑ хаяр ҫапӑҫура повстанецсем ҫиеле тухрӗҫ.В ожесточенном бою, завязавшемся на подступах к станице, верх одержали повстанцы.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хулана пырса кӗмелли вырӑнсене фельдмаршал хӑй куҫӗпе курасшӑн пулнӑ, офицерсене, хут илсе, тавралӑха ӳкерме хушнӑ.
Умра тата хыҫра // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Эсир большевиксем вӗт-ха, сирӗн мӗн ӳте кӗмелли пур?
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кабинетран пӗчӗкҫӗ пӳлӗме кӗмелли алӑк яриех уҫӑ.Дверь из кабинета в маленькую комнату была широко распахнута.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.