Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл. 9. Ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, — Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сана мӗн чухлӗ йывӑҫ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ Ливанран касса кӑларса парӑпӑр, тинӗспе сулӑ юхтарса Яфӑна илсе ҫитерӗпӗр, эсӗ вара ӑна Иерусалима турттарӑн, тенӗ Тир патши Хирам.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Соломон ӗнтӗ Тир патши Хирам патне ҫапла калама янӑ: эсӗ манӑн Давид аттемпе мӗнле пулнӑ, ӑна хӑй валли ҫурт лартма кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑнӑ, манпа та ҫаплах пулсамччӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ Соломона каланӑ вара: сан чӗрӳнте ҫакӑ пулнӑшӑн, эсӗ пуянлӑхпа пурлӑх, чап тата хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, тата вӑрӑм кунҫул та ыйтманшӑн, Эпӗ сана патшана лартса хӑвӑн аллуна панӑ Ман халӑхӑма йӗркелесе тытса тӑма ӑслӑлӑхпа пӗлӳлӗх ыйтнӑшӑн 12. ӑслӑлӑхпа пӗлӳ те пулӗ санӑн, пуянлӑхпа пурлӑхне, чапне вара Эпӗ сана ҫав таран парӑп, — ун пекки патшасенӗн санччен те пулман, сан хыҫҫӑн та пулмӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мана тусан пӗрчи пек йышлӑ халӑх патшине лартрӑн, 10. халӗ ӗнтӗ мана ӑслӑлӑхпа пӗлӳ парсамччӗ: ҫак халӑх умӗнче тухма-кӗме пӗлем эпӗ, унсӑрӑн Санӑн ҫак аслӑ халӑхна кам йӗркелесе тытса тӑма пултарайтӑр? тенӗ Соломон.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Соломон Турра каланӑ: Эсӗ манӑн Давид аттеме пысӑк ырӑлӑх туса патӑн, мана ун вырӑнне патшана лартрӑн, тенӗ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Туррӑмҫӑм, Эсӗ чӗрене сӑнанине, таса чӗреллине юратнине пӗлетӗп; эпӗ ҫакна пӗтӗмпе таса чӗремрен парнелерӗм, халӗ вара кунта пуҫтарӑннӑ Сан халӑху та хаваспах Сана парне кӳнине куратӑп.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла парне кӳмешкӑн кам ӗнтӗ эпӗ, камах манӑн халӑхӑм? Ҫакна пӗтӗмпех Эсӗ панӑ, эпир Санӑн аллунтан илнинех Сана патӑмӑр, 15. мӗншӗн тесессӗн эпир Сан умӑнта — ҫулҫӳревҫӗсем кӑна, аттемӗрсем пек, аякран куҫса килнӗ ҫынсем эпир, ҫӗр ҫинчи кунӑмӑрсем ӗмӗлке пек, шанчӑксӑр, иртеҫҫӗ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, аслӑлӑх та, хӑват та, чап та, ҫӗнтерӳ те, мухтав та — Санӑн, тӳпере, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — Санӑн; эй Ҫӳлхуҫа, патшалӑх та — Санӑн, Пурне те Тытса Тӑракан, Эсӗ — пуринчен те аслӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Давид пӗтӗм пуху умӗнче Ҫӳлхуҫана мухтавланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн кирек мӗнле ӗҫ валли те тӑрӑшуллӑ, ӑста ҫынсем пур; пуҫлӑхсем те, пӗтӗм халӑх та эсӗ мӗн хушнине тума хатӗр, тенӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм Израиль куҫӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа пухӑвӗ умӗнче Туррӑмӑр илтмелле калатӑп: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн мӗнпур ӳкӗтне уяса пурӑнӑр, вӗсенчен ан пӑрӑнӑр, ҫавӑн чухне тин ҫак ырӑ ҫӗре тытса тӑма, ӑна ӗмӗрлӗхе ачӑрсене еткерлӗхе хӑварма пултарайӑр; 9. эсӗ вара, Соломон ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе те чунупа Уншӑн ӗҫле, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӗсӗк пурӑнӑҫпа та эпӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли ҫӗр пин талант ылтӑн тата пин хут пин талант кӗмӗл хатӗрлерӗм, ытла та нумаййипе тимӗрпе пӑхӑрӑн ӗнтӗ виҫи те ҫук; йывӑҫ та, чул та хатӗрлерӗм, эсӗ вара ун ҫумне тата хуш.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа сана ӑс-хакӑл патӑр, Израиль патшине ларттӑр; эсӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррун саккунне уяса пурӑн.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ, 8. анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн. 9. Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп. 10. Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иоав вара ҫапла каланӑ: эхер те Сири ҫыннисем мана хӗсме тытӑнсан мана эсӗ пулӑшӑн, эхер те аммонсем сана хӗсме тытӑнсан — сана эпӗ пулӑшӑп.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем ярса панӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ?
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пиллесессӗн, вӑл ӗмӗрӗпех пиллӗхлӗ пулӗ.Ибо если Ты, Господи, благословишь, то будет он благословен вовек.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Туррӑм, Эсӗ Хӑвӑн чуруна «санӑн килне туса ҫитерӗп» тесе пӗлтертӗн те, ҫавӑнпа Санӑн чуру Сан умӑнта кӗлтума хӑюлӑх ҫитерчӗ.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫакӑ аслӑ ӗҫе чуру валли чӗрӳ хушнипе тӑватӑн, аслӑлӑха уҫса паратӑн.для раба Твоего, по сердцу Твоему, Ты делаешь все это великое, чтобы явить всякое величие.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.