Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыран сăмах пирĕн базăра пур.
ҫыран (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эп ҫыран хӗррине кайса килтӗм…

— Я к берегу бегал…

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир вӗсене Боркине ҫити поездпа каятпӑр, унтан Кореваново урлӑ Водохранилищӗне ҫити ҫуран утатпӑр, вара ҫыран хӗррине чатӑр карса, ҫӗр каҫатпӑр, ирхине, хӗвелпе пӗрле тӑрса, ҫуллахи хӗвелтӑру кунне савӑнӑҫлӑн кӗтсе илетпӗр, кӑнтӑрлана каялла киле таврӑнатпӑр терӗмӗр.

Сказано было, что мы поедем поездом до Борок, а там пройдем пешком через Кореваново до водохранилища и на берегу его разобьем палатку, где и заночуем, а утром, встретив восход солнца, отпразднуем летнее солнцестояние и в обед вернемся с поездом домой.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем ҫыран таврашӗнчи утравсем тӑрӑх тинӗс енчен иртӗҫ, «Пахтусов» вара ҫав вӑхӑтра ӑҫта та пулин ҫывӑхра ӗҫлесе тӑрӗ, ҫапла тусан унпа пӗрмай ҫыхӑнса тӑма пулать.

Они пойдут мористой стороной прибрежных островов, а «Пахтусов» тем временем будет работать где-нибудь поблизости, так что от него можно будет почти не отрываться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла, инҫе ҫула тухса кайнӑ та шхуна, Архангельскри маяк ӑна ӑсату сигналне парать: «Ырӑ ҫул пултӑр, ӗмӗтӗр ҫиттӗр», тет, кунта вара, ҫыран хӗрринче тӑрса юлнисен хушшинче мӗн кӑна пуҫланмасть-ха, ах турӑ-ҫӑм!

И вот ушла в далёкое плавание шхуна, архангельский маяк послал ей вслед прощальный сигнал: «Счастливого плавания и достижений», и что же началось на берегу, боже мой!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ ӗнтӗ «Св. Мария» васкамасӑр тапранать, катара та катара тӑрса юлать ҫыран, ӗнтӗ ҫуртсемпе ҫынсем те уйӑрса илейми пулса тӑчӗҫ.

И вот медленно отчаливает «Св. Мария», всё дальше берег, уже дома и люди слились в одну пёструю полоску.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗнле ҫыран хӗрринче?

— На каком берегу?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫыран хӗрринче, — куҫарса пачӗ тухтӑр.

— На берегу, — перевёл доктор.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн кимӗ ҫӳллӗ те чӑнкӑ ҫыран хӗррине пырса чарӑнчӗ..

Лодка моя причалила к высокому и крутому берегу…

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӗсем кимӗне ҫыран хӗрринчен тӗртсе ячӗҫ те кӗсменӗсемпе (весласемпе) авӑсма тытӑнчӗҫ.

Они отчалили и ударили в весла.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хресченӗсем пурте пулӑҫӑсем мӗн; ҫыран хӗрринче тем чухлӗ кимӗ.

Все крестьяне были рыболовы; лодок было много.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней