Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑвармалла (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эрне ҫурӑ каялла полк командирӗнчен приказ илетӗп: сотньӑсене парса хӑвармалла та, Чубов сотникпа иксӗмӗрӗн дивизи штабӗн распоряжение каймалла.

 — Недели полторы назад получаю от командира полка предписание: сдав сотню, совместно с сотником Чубовым отправляться в распоряжение штаба дивизии.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр ҫынна та, ҫав шутрах офицерсене те, ухтармасӑр хӑвармалла мар.

Поголовный, не исключая и самих офицеров.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Прохор шухӑшӗпе, Ҫемене пулӑшма ултӑ ҫынтан кая хӑвармалла мар, «юлакан каччӑсем пурте паттӑр пулмалла», — терӗ Прохор.

По мнению Прохора, надо было дать в помощь Семену не менее шести человек, «да чтоб это были дюжие хлопцы».

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Шанчӑклӑ ҫынсене халех уйӑрса хӑвармалла, — терӗ те Сергей, хӗрарӑмсем патнелле пычӗ.

— Надо теперь же подобрать подходящих людей и оставить их здесь, — сказал Сергей и подошел к женщинам.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергее тӗрткелесе вӑратсан, вӑл исполком ларӑвне тепӗр виҫ-тӑватӑ куна хӑвармалла пулать, терӗ.

Растормошив Сергея, он сказал, что заседание исполкома необходимо отложить дня на два.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑйсен паттӑрлӑхне, хӑйсен хастарлӑхне палӑртнисене никама та манса хӑвармалла мар!

Нельзя забывать никого, кто проявил свои мужество и героизм!

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лашасене те самӑр тытмалла, хушнӑ вӑхӑтра кӳлсе пымалла, ҫитес ҫӗре командира вӑхӑтра ҫитермелле, сакӑлтаклӑ ҫӗрте ӳкерсе хӑвармалла мар, ҫул ҫинче, ӑна кичем ан пултӑр тесе, сӑмахлама пултармалла.

И лошадей содержать в теле, и подать их вовремя, и довезти командира в срок куда следует, и не вытряхнуть его на ухабе, и побеседовать в дороге, чтобы не скучно ему было.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ставрополь тип ҫӗрӗ ҫинче вӑрман лартса ӳстернӗ чухне йывӑҫсем ӳснӗ пирвайхи вунӑ ҫул тӑпрара нӳр епле пулсан та ытларах тытса хӑвармалла.

При посадке леса на ставропольской сухой земле за первые десять лет, пока растут деревья, влага должна каким-то образом дольше сохраниться.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сергее ҫак питех те кирлӗ тата кая хӑвармалла мар ӗҫсем: уй-хир бригадисенче хӗлле агротехникӑна вӗренесси е тракторсемпе ялхуҫалӑх машинисене ремонтласси ҫинчен, шкулсен, клубсен, вулав ҫурчӗсен ӗҫӗсем ҫинчен аса илтернӗ пек туйӑннӑ.

Которые Сергею как бы напоминали о таких важных и неотложных делах, как зимняя агротехническая учеба в полеводческих бригадах или ремонт тракторного парка и сельхозинвентаря, как работа школ, клубов, изб-читален, —

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсир асӑрхӑр-ха, выльӑхсем ӑру хӑвармалла чухне ҫеҫ пӗр-пӗринпе ҫыхланаҫҫӗ, ҫутҫанталӑк патши, лапӑрчӑк япала, — яланах; лайӑх кӑна пултӑр ӑна.

Ведь вы заметьте, животные сходятся только тогда, когда могут производить потомство, а поганый царь природы — всегда, только бы приятно.

XIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Мистер Татам валли вӗрирех яшка хӑвармалла мар-ши? — тесе ыйтрӗ миссис Пиви.

— Не оставить ли на огне немного супу для мистера Татама? — спрашивает она.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Бояркин малтанхи кунсенчех вӑрҫӑ ҫине йывӑр та хӑрушӑ, анчах тем пулсан та тумасӑр хӑвармалла мар ӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ.

С первых же дней Бояркин стал смотреть на войну как на тяжелый и опасный, но совершенно необходимый труд.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Походӑн малтанхи кунӗсенчех, ирӗксӗрех, ашса тухма ҫук шурлӑхсенче мӗнпур повозкӑсене, икӗ кустӑрмаллӑ урапасене, станковӑй пулемётсене те пӑрахса хӑвармалла пулнӑ.

Поневоле пришлось бросать в пути, в непролазных болотах, все повозки и двуколки.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вилмелле те — ыттисене ҫӑлса хӑвармалла.

Должны умереть, но спасти других.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ку калаҫӑва каяраха, майлӑрах вӑхӑтчен хӑвармалла.

Этот разговор надо было отложить до более подходящего случая.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӑна епле пулсан та палӑртса хӑвармалла, мухтамаллах!

Это как-нибудь все же следует отметить, расхвалить.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Анчах ҫав ӗҫсене туса ӗлкӗрмешкӗн ман ӑна сыватса хӑвармалла.

Но, чтобы он смог их свершить, я должен прежде всего исцелить его от этой ужасной страсти, которая его парализует и убивает.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ телейӗ тӗлне-и, инкеке-и, сутӑнчӑка вӗлерес тенӗ шухӑша урӑх вӑхӑта хӑвармалла пулчӗ те, Кандовӑн ӗмӗчӗ те нимӗне тӑман пек вӑтаҫӗртен татӑлчӗ.

К счастью или к несчастью, казнь предателя была отложена, и план Кандова рухнул, словно карточный домик.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хамӑн мӗн пуррине кама парса хӑвармалла вара манӑн?

Кому же я оставлю все, что имею?

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакна та асӑнса хӑвармалла пулать: Заманов пурнӑҫра ӑнӑҫсӑр ҫын, политика енӗпе сутасси унӑн халиччен, чӑннипе каласан, пӗрре те пулман.

Нужно сказать, что Заманов, человек неудачливый, еще не совершил ни одного политического предательства.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней