Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паянхи ҫул уҫӑлнине пула Чӑваш Ен Тӗп тата Ҫурҫӗр-Анӑҫ федераци округӗсенчи хуласемшӗн ҫывӑхрах пулӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh
Тинӑпа кинемей ҫапла калаҫкаласа ларнӑ вӑхӑтра ҫывӑхрах шӑв-шав илтӗнме пуҫларӗ.
8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ял Совет председателӗ хӑй умӗнче ларакан тӑшманпа тек юптарса калаҫасшӑн пулмарӗ, хӑрах ури ҫинче сиксе, пукан ҫине, Ҫӗпритуна ҫывӑхрах куҫса ларчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тепӗр енчен, вӑрах вӑхӑт арҫын курманскерӗн, ҫывӑхрах ларса калаҫасси те киле пуҫларӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫав самантрах темле улӑп вӑрӑм чӑпӑрккине сӗтӗрсе ҫавӑрса шартлаттарнӑн, ҫывӑхрах темскер шатӑртатса ҫурӑлать те, ҫӗр пичӗ тӗттӗмре тӑр-тӑр-тӑр! чӗтренсе илет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тем пысӑкӑш ҫиҫем, ҫӗлен пек авкаланса, вутлӑ саламачӗпе ҫӗрелле хӑмсарчӗ, ҫывӑхрах кӗмсӗртетсе шартлатса аслати авӑтрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Иккӗмӗш кунне ирхине ҫывӑхрах мина ҫурӑлнипе унӑн лаши ҫул ҫинчех вилсе выртрӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫывӑхрах такам ӗсӗклесе макӑрни илтӗнет мар-и?
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ял автанӗсем шарлаттарса авӑтни пӗрре аякра, тепре ҫывӑхрах илтӗне-илтӗне кайрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анук куҫе умне чӳречерен курнӑ илемлӗ пахча тата ҫывӑхрах тухса тӑчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Иксӗмӗре те пӗр хуйхӑ шӗкӗлченипе пӗрне-пӗри ыттисенчен ҫывӑхрах туйрӑмӑр».
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫынна ҫаратакана тытӑр! — ҫывӑхрах тӑракансене хистерӗ Макҫӑм.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, кум… — ҫывӑхрах Макҫӑм сассине илтсе хӑюлланчӗ Ҫтаппан.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан сирӗлес вырӑнне тата ҫывӑхрах та уҫҫӑнрах курӑнакан пулчӗ, «юратма та ӗлкӗреймен, ӳкӗнме те тытӑнтӑн-и?» тенӗн туйӑнчӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗтерук ман йӑмӑкран та ҫывӑхрах.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫывӑхрах, уҫланкӑ хӗрринче, сарӑ-кӑвак ялавлӑ ҫурт курӑнать.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Пӑру кӑкарма вара инҫе каймалла марччӗ: ҫывӑхрах — сӗткен курӑкпа тулӑх ҫырма хӗрриччӗ.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Пирӗн ҫывӑхрах колхоз ферми ларатчӗ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Самай вӑхӑт иртсен ҫывӑхрах лаша тулхӑрни илтӗнсе каять.
Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.
Юрӗ, ӗҫлесе пӑхӑпӑр, — ҫывӑхрах мар илтӗнсе каять лӑпланнӑ Ульха аппан сасси.
Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.